Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсем – Ульяновск облаçĕнчи вырăс мар халăхсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. 2010 çулхи халăх çыравĕ тăрăх чăвашсем 8 процент шутланаççĕ. Танлаштарма: 1897 çулта – Чĕмпĕр кĕпĕрнин 10,3 проценчĕ пулнă. Чăвашсем тĕпленсе пурăнакан районсем – Чăнлă (58,8 процент), Павловка, Çĕнĕ Малăкла, Мелекесс, Барăш районĕсем.
 
Чăвашсем тĕрĕк халăхĕсен ушкăнне кĕреççĕ. Халăх ячĕ «чăваш», «чуваш» пăлхар йăхĕнчи с у в а р, с у в а з сăмахсенчен пулса кайнă. Монгол-тутар вăрă-хурахĕсем Атăлçи Пăлхар хулине аркатсан чăваш халăхĕ тĕрĕк чĕлхиллĕ пăлхар, суваз тата марисен финн-угор йăхĕсемпе хутăшса Атăл шывĕн сылтăм енне килсе тĕпленнĕ. Ту-сăртлă вырăнта пурăнакан мари йăхĕпе хутшăнса чăвашсен в и р ь я л ушкăнĕ пулса кайнă. Халĕ вĕсем Чăваш Енĕн çурçĕр районĕсенче пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах сувазсем хальхи Чăваш Енĕн варринче тата кăнтăр енне куçса а н а т р и ушкăна чăмăртаннă. Анатрисен культури те, антропологи паллисем те тĕрĕкпе тутар халăхĕсемпе пĕр евĕрлĕрех. Вирьялсен йăли-йĕркинче финн-угор йăхĕнчи «ту» мари халăхĕн паллисем пур.
Пирĕн облаçра ытларах анатри чăвашсем пурăнаççĕ.
Чăвашсем – авалтанах çĕр ĕçĕпе аппаланнă. Ыраш, тулă, сĕлĕ, вир, пăрçа, ясмăк (чечевица), кантăр акса тунă. Атăл тăрăхĕнче ырашпа сĕлĕ – тĕп культурăсенчен пĕри пулнă. Пахча çимĕçрен – çарăк, чĕкĕнтĕр, ыхра, сухан, хăяр, купăста, XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчен – çĕр улми акса ӳстерме тытăннă. Унсăр пуçне чăваш хăмла лартса тунă, хурт-хăмăр тытнă, сунар ĕçĕпе аппаланнă. Хресчен хăмлапа суту-илӳ тунă. XIX ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче пĕр пăт хăмла 4 -15 тенкĕ пулнă. Тухăçлă çулсенче хресчен 6 пăт хăмла туса илнĕ.
Чăвашсем лаша, ĕне, сурăх, качака тата чăх-чĕп ĕрчетнĕ. Хĕлĕпех ал ĕçĕпе аппаланнă.
 
Кил-çурт
Чăваш ялĕсем аслă çул тата юхан шыв çывăхнерех вырнаçнă. Ĕлĕкрех çуртсене тĕлсĕр е пĕр унка лартса тухнă пулсан XIX ĕмĕр вĕçнелле çуртсене çума-çумăн лартса урамсем тунă. Ячĕсене вырăна пăхса е унăн историйĕпе çыхăнтарса панă.
Чăваш хăй çуртне икĕ пайлă тунă: пурăнмалли пайĕ тата пăлтăр. Каярахпа вырăссенни пек ун çумне кĕлет сыпăнтарнă. Пӳрт ăш чикки вырăссенни пекрех, анчах кăмакана чăвашсем пӳрте ăшăтма тата çăкăр пĕçерме çеç хутнă, апата кăмака анин сылтăм е сулахай енче, çулăм çине çакнă хуранра пĕçернĕ. Ĕне, лаша, сурăх витисĕр пуçне чăвашсен лаç пулнă. Унта çуллахи вăхăтра апат-çимĕç пĕçернĕ. Пуянраххисем лаçĕсене йывăçран касса кăларнă эрешсемпе илемлетнĕ.
 
Чăваш тумĕ
Арçынсем килте тĕртнĕ кĕпе-йĕмпе çӳренĕ. Уяв кĕпине тĕрĕсемпе илемлетнĕ, тĕрĕсенче — этемĕн йăх-тымарĕ, усал-тĕселтен сыхлакан паллăсем. Сивĕре тăхăнма килте тĕртнĕ çăм пусмаран — сăхман, хулăнрах пиртен — шупăр, тиртен – кĕрĕк, тăлăп çĕленĕ. Пуçа путек тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕк, çăмран йăваласа ăсталанă е пуставран çĕленĕ шĕлепке тăхăннă.
Хĕрарăмсен кĕпе-йĕм шутне пир кĕпе, саппун кĕнĕ. Уяв кĕпине уйрăмах капăр тума тăрăшнă. Кĕпене арçынăннипе пĕрпекрех çĕленĕ. Вăрăмăш çеç расна пулнă.
Хĕрсем пуçа т у х ь я тăхăннă. Вăл шĕвĕр тăрăллă. Ăна пиртен çĕленĕ, çиелтен кĕмĕл укçапа тата шăрçасемпе илемлетнĕ. Качча кайнă хĕрарăм пуçа с у р п а н сырнă, х у ш п у тăхăннă. Кăкăр умне тенкĕ, тевет, мăй çыххи, шăрçа çакнă. Урана сăран атă тăхăннă, XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче вырăссем пек çăпата сырма тытăннă.
 
Апат-çимĕç
Чăваш хăй лартса ӳстернĕ пахча çимĕçпе тăранса пурăннă. Анлă сарăлнă апатсенчен пĕрисем — салма, сĕтпе çĕр улми нимĕрĕ, яшка. Чӳк апачĕ – пашалу, икерчĕ, пӳремеч таврашĕ тата сĕлĕ кĕселĕ. Чӳк пашалăвне хăш чух вĕçен кайăк юнне хушса çăрнă.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш çемйисем пысăках пулман. Апла пулин те вĕсен хушшинче 30 çынран тăракан е тата йышлăрах çемьесем пулнă-ха. Йăла-
йĕрке XX ĕмĕрчченех сыхланса юлнă. Çакă икĕ Турра ĕненнипе çыхăннă.
Православи тĕнне йышăниччен чăвашсен хăйсен туррисене пуç çапнă (язычество). Турăсем ырă кăмăллисем тата хаяррисем çине пайланнă. Кашни ĕçĕн хăйĕн Турри. Çĕр ĕçне чăваш авалхи йăласене пăхăнса пурнăçласа пынă. Вăл Сурхури уявĕнченех тытăнннă, Çăварние — Хĕвеле халалланă, Мăнкунра — Турра тата ваттисене асăннă, Акатуя — ака-сухана тухас умĕн ирттернĕ. Тыр-пул калчана ларсан чăвашсем Çимĕке пухăннă. Ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен тури чăвашсем Уява пухăннă. Мăчаварсем кĕлĕ вуланă, Турăран вăхăтлă çумăр, лайăх тухăç ыйтнă, выльăх пусса чӳк тунă, пăтă пĕçернĕ, ял халăхне çитернĕ. Кĕркунне çитсен Автан сăри, Кĕр сăри уявĕсене пуçтарнă. Туйсене çуркунне Çимĕк умĕн е çулла Питравккаран тытăнса Илья Пророк кунĕ таранах ирттернĕ.
Ватăсене асăнмалли кунсем – Мăнкун хыççăн виççĕмĕш кунне тата Çимĕк кунĕ. Чӳк-раштав уйăхĕсенчи асăнмалли кунсем чăваш календарĕнчи çулталăк пуçламăшĕпе çыхăннă. Чăвашсен вилнисене асăнас кунĕсем ытти халăхсеннинчен ытларах. Вĕсем мĕнпур чир-чĕр леш тĕнчене кайнисен ирĕкĕпе пулать тесе шутланă, çавăнпа вĕсене нумайрах асăннă.
XVIII-XIX ĕмĕрсенче чăвашсен пысăк пайĕ православи тĕнне йышăннă. Унпа пĕрлех халăх йăлисем те пăрахăçланнă е çĕнĕ тĕнпе хутăшса кайнă. Авалхи тĕн паллисем Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче сыхланса юлнă. Вил тăпри çине юпа лартас йăла халĕ те пур-ха.
 
Ал ăсталăхĕ
Ал ĕç пултарулăхĕ чăвашсен тĕрлĕ енлĕ. Мĕн авалтанах чăвашсем йывăçа касса эрешлеме, тĕрлеме, тĕртме ăста. Чăваш тĕрри ытти халăхсеннинчен çĕвĕ шучĕпе, кăткăслăхĕпе, тĕссен килĕштерĕвĕпе уйрăлса тăнă.
Сăвă-такмак, йăла-йĕрке тата ĕç юррисемпе те пуян чăвашсен пултарулăхĕ. Музыка инструмен-чĕсем: шăхлич, кĕсле, шăпăр, пал-най, каярахпа сĕрме купăс, купăс.
Халăха вĕрентес, культурине аталантарас ĕçре XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче И.Я. Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Халăх пултарулăхĕ, йăли-йĕрки унтанпа тĕпрен улшăннă пулин те мĕн авалтан пыракан йĕркесене уявсенче, туйсенче, çурт-йĕр лартнă чух, çынна юлашки çула ăсатнă чух пăхăнма тăрăшаççĕ чăвашсем. Облаçра çулсерен иртекен конкурссемпе фестивальсенче янăракан авалхи юрă-ташă та çакна çирĕплетет.
 
: 999, Хаçат: 37 (1181), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: