Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăнăн 8-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери журналистсен пĕршухăшлăх кунне паллă турăмăр. Çак куна уявлама 1958 çулта Бухарест хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери журналистсен IV форумĕнче йышăннă.
Танлаштару илсе кăтартам – ыран хаçат-журнал тухма пăрахать, радио калаçмасть, телевизор ĕçлемест, Интернетпа çыхăну татăлать. Еплерех кăмăл-туйăмпа çӳретĕр эсир çурт-хваттер тăрăх? Чăваш хаçачĕсĕр чăваш тĕнчи çинчен пĕлеймессине ăнланса илетĕр, çак çухатăва нумайлăха тӳсеймессине курса кичемлĕхе путатăр. Ав мĕн иккен вăл информаци! Информацин вăйĕ тем пек пысăк. Куллен шыравра журналистсем, куллен çул çинче.
Хыпар-хăнар, курав-итлев, Интернет тăвăлĕнче çухалса кайман-и тĕрлĕ çул ӳсĕмри ульяновецсем? Паян çынсем хăш информаци çăлкуçĕнчен «шыв» ăсаççĕ-ши? Массăллă информаци хатĕрĕсенчен хăшне килĕштеререх параççĕ? Çакна пĕлес тесе вулакансене чăрмантарма тиврĕ.
Михаил Сидоров, менеджер:
— Тĕрĕссипе каласан, паянхи телекуравсене пачах курмастăп. Кичем те пĕлтерĕшсĕр. Хутран-ситрен телевизора хускатса спорт, тĕнчепе чĕр чунсен, хыпарсен каналне пăхкалатăп. Хаçат туянатăп, анчах та вертикаль мелĕпе пăхса тухма çеç. Тинкерсе вулама вăхăт çук. Тĕнчери, Раççейри, облаçри çĕнĕ хыпарсене Интернетра вуласа пĕлетĕп.
Екатерина Павлова, вĕрентекен:
—Паллах, Интернет. Хаçатсем реклама пичетлени мана «вĕлерет». Халь туянмастăп та. «Канаш» хаçат урлă чăвашсем епле пурăннине, тĕнчере чăвашлăх еплерех аталаннине пĕлетĕп, хутран-ситрен Интернетра чăваш сайтне кĕретĕп.
Михаил Сугалов, çыравçă, публицист:
— Чи малтанах «Канаш», «Сувар» (Тутарстан чăвашĕсен хаçачĕ) вулатăп.
Тишкерсех, кăсăклансах – пĕр йĕрке юлмиччен. Интернет ман çук. Хамăрăннисемсĕр пуçне тата «Литература хаçатне», «Ют çĕршыв литературине», «Литературăллă Раççее», «Çĕнĕ тĕнчене» унтан-кунтан пăхкаласа тухатăп. Телекуравсенчен «Еткер» кăларăма кĕтетĕп.
Светлана Тарасова, тухтăр:
— Çынсем паян çăтнă-çăтман хырăма анса каякан апата (статьясене) туянса çиме килĕштереççĕ: кама вĕлернĕ, çаратнă, сутнă, кам кама ăсран тухса юратать. Сарă прессăна пуринчен ытла туянаççĕ пек туйăнать. Хам та çавах. Çивĕч ыйтусене хускатнă материалсене вулама – ĕç хыççăн пуç ывăнни кансĕрлет.
Василий Фёдоров, сĕтел-пукан тăвакан:
— 1991 çулччен –перестройкăччен – хаçатсенче веçех тĕрĕсне çыратчĕç пек туйăнатчĕ. Паян суяççĕ, материалсем пуян мар, хыпарсем пуринче те пĕр (пĕр пресс-релизран çырса илеççĕ пуль). Интернетра та, телехыпарта та çавах. Хамăр облаçри чăваш хаçатĕнче чăваш халăх историйĕ çинчен вулама юрататăп.
Валентина Самарина, библиотекарь:
— Телекуравсем, Интернет - çамрăксене пăсаççĕ. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама вĕсен, шел, вăхăт та, кăмăл та çук. Мĕн тери пуян чĕлхе вĕсенче, кăсăк информаци, истори упранать. Çавăнпа тĕнчекурăмĕ нумайăшĕн ансăртарах, чухăнрах пек туйăнать. Мана каçарччăр çапла хак панăшăн. Анчах та ку факт. Интернет кирлĕ, анчах та виçеллĕ.
Леонид Рахманов, облаçри спорт комитечĕн директорĕн çумĕ:
— Мĕнпур кирлĕ информацие Интернет урлă пĕлетĕп. Чăваш хаçатне паян çырăнатăп – 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен илме пуçлăп.
 
: 914, Хаçат: 37 (1181), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: