Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 424,3 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ – 95,8 процент.
Пурĕ 629,7 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран – 14,8 центнер.
Тухăçлăхпа Ульяновск (19,5 центнер) тата Сăр районĕсем (18,9) малта пыраççĕ.
 
Кĕпĕрнаттăр «Уçă калаçу» ирттернĕ
Регион пуçлăхĕ Ульяновск область правительствине авăн уйăхĕн 7-13-мĕшсенче килнĕ çырусемпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă.
Çак тапхăрта правительствăна 210 çыру килнĕ, вĕсенчен 31-шĕ – электрон почтипе. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, граждансем паракан ыйтусем ытларах çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă (36 процент). Ульяновск хулинче, Барăшра, Вешкайма, Майна, Ульяновск районĕсенче пурăнакансем ытларах социаллă найм килĕшĕвĕпе пурăнакансен условисене лайăхлатмалли пирки ыйтнă. Чартаклă, Ульяновск районĕсенчи çынсене хутмалли тапхăра еплерех хатĕрленни интереслентернĕ.
Кĕпĕрнаттăр çумĕ каланă тăрăх, граждансем паракан мĕнпур ыйтусен 18 проценчĕ социаллă хӳтлĕхпе тата пулăшупа, вĕрентӳпе, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă.
 
Чăнлă районĕнчи Сывлăх кунĕ
Облаçри «За здоровый образ жизни и здоровую, счастливую семью» агитпуйăс Чăнлă районне çитнĕ.
Куçса çӳрекен поликлиникăра (агитпуйăс) чирлисене кардиолог, онколог, психиатр, хирург тата ытти специалистсем йышăннă, кирлĕ пулсан пациентсене стационара выртма направлени те çырса панă. Районти спортсменсен сывлăхне облаçри физкультура диспансерĕн тухтăрĕсем уйрăм тĕрĕсленĕ. Çав вăхăтрах Аслă Нагаткинти технологи техникумĕнче вĕренекенсемпе преподавательсем валли специалистсем юн парас, тĕрлĕ хутăшсем туртас, алкоголизм, ВИЧ-инфекци ыйтăвĕсемпе калаçу йĕркеленĕ. Тĕрĕс апатланма вĕрентес, ачасене суранланасран сыхлас енĕпе видеолекторий ирттернĕ.
 
Çĕнĕ завод пулмалла
Пирĕн облаçра йывăç кĕрпинчен MDF тата OSB плитасем кăларакан завод тума палăртнă.
Проектăн инвестици калăпăшĕ 7,6 млрд тенкĕ ытларах. Çак килĕшĕве Ульяновск облаçĕпе Германи çĕршывĕсен кунĕсенче алă пусса çирĕплетнĕ.
Завод Вешкайма районĕнче пулĕ. Ăна 2012-2014 çулсенче туса çитермелле.
 
Субботника хутшăннă
Ĕç уявĕ Сергей Морозов пуçарăвĕпе иртнĕ. Ăна хулара йĕрке тăвас уйăхлăхпа çыхăнтарнă. Субботника Ульяновск облаçĕнчи 56 пин ытла çын (2499 организаци) хутшăннă. Вăл шутра 14346 студентпа шкул ачи. Вĕсене пулăшма 544 техника уйăрнă. Область правительствин сотрудникĕсем Спас-Вознесени чиркĕвĕн тавралăхне тирпейленĕ.
ЖКХ тата энергетика министрĕ Сергей Гигирев пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ шăматкун палăртнă калăпăшăн 24 процентне çеç тирпейленĕ, çавăнпа та юпа (октябрь) уйăхĕн 5-мĕшĕнче тепĕр субботник иртмелле.
 
Юрăхсăр çуртсенчен куçарнă
Димитровградра ишĕлекен çуртсенчен куçармалли программăна кĕнĕ 17 çемьене çĕнĕ хваттерсем панă.
Ульяновск облаçĕнчи строительство министрĕн ĕçне пурнăçлакан Татьяна Тарасова сăмахĕпе, нумай хутлă 58 хваттерлĕ çурта ишĕлекен çуртран куçарас тĕллевпех тума тытăннă. Хваттерсенче шалтан обойсем çыпăçтарнă, газ плитипе сантехника хатĕрĕсене вырнаçтарнă.
 
: 937, Хаçат: 38 (1182), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: