Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ, «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ тата директорсен канашĕн пред-седателĕ, чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн арĕ Анатолий Георгиевич Еленкин 55 çул тултарчĕ. Хисеплĕ чăваша ырă ĕçĕсемшĕн тăван çĕршыв «Çĕрçуллăх меценачĕ» орденпа, иккĕмĕш тата пĕрремĕш степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, «Ульяновск облаçĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеп паллипе наградăланă. Вăл ертсе пыракан тулли мар яваплă общество ячĕ облаçра, Раççейре çеç мар, ют çĕршывсенче те янăравлăн илтĕнет. Çуралнă кун умĕн Анатолий Георгиевич пирĕн редакци тĕпелĕнче хăнара пулчĕ.
 
— Анатолий Георгиевич, Эсир Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче çĕннине пĕлме, вĕренме юратакан ятлă-сумлă çемьере çуралнă. Эппин, пуçарулăх, хастарлăх, хытутăмлăх тени сире аслă ăруран куçнă.
— Чăнах та çапла пуль. Ман асатте, Исаак Иванович Еленкин бухгалтери вăрттăнлăхĕсене Хусанта ăса хывнă, халăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, район шайĕнчи тĕп бухгалтер ĕçĕсене пурнăçланă. Исаак Еленкин офицер Аслă вăрçăра тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хурать. Атте Георгий Исаакович Еленкин та бухгалтера вĕреннĕ. Шел, паян çук вăл пирĕнпе юнашар. (Сăмах май, анне Лидия Степановна – питĕ пултаруллă та маттур хĕрарăм. Тавах ăна пуриншĕн те. Раштавăн 25-мĕшĕнче 79 тултарать.) Асаттен, аттен шăллĕсемпе йăмăкĕсем те пурте çутталла туртăнакан тăрăшуллă çынсем пулнă. Исаак, Андрей, Александр Иванович Еленкинсем, вĕсен ывăлĕсемпе хĕрĕсем аслă пĕлӳ илме тăрăшнă.
— Пĕр тĕлпулура Эсир лётчик пуласшăн ăнтăлнине каласа панине астăватăп…
— Пĕлĕтре вĕçев вăхăтĕнче çар летчикĕ пуласшăн çунакан чăваш каччин ĕмĕчĕ пĕр самантра татăлчĕ – мана, Оренбургри тинĕс çар флочĕ валли лĕтчиксем хатĕрлекен училищĕне кĕнĕскере, тухтăрсем самолётпа вĕçме чарчĕç, лайăх вĕренекенскере юнашар техника аслă çар училищине кайма сĕнчĕç. Анчах та эпĕ вĕçевçĕ пулаймастăп пулсан летчиксем вĕçекен техникăна юсакан пулмастăпах тесе хĕсмет хыççăн тăван тăрăха таврăнтăм. Халь уншăн кулян-мастăп темелле. Турă мана çар ĕçĕнчен сирчĕ пулас, пĕрле вĕреннĕ тинĕс çар флочĕн авиацийĕнче ĕçлекенсен пурнăçĕ пит пылаках маррине пилĕк çул каялла Оренбурга кайсан хам куçпа хам куртăм – ĕç укçи пĕчĕк, хваттер ыйтăвĕ халĕ те çивĕч тăрать.
Ĕç биографине Ульяновскри «Ремстройдормаш» заводра электросварщик вырăнĕнчен пуçларăм. Тепĕртакранах пурнăçăма Раççейĕпех кĕрлекен Ульяновскри авиаципе промышленность комплексĕпе тĕвĕлерĕм.
— Анатолий Георгиевич, Эсир 12 çул каяла диссертаци хӳтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă. Ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне малалла тăсма шутлатăр-и?
— Заводра эп комсомол, кайран парти юхăмĕн хастарĕ пулнă. Производство вĕрентĕвĕн маçтăрĕн ĕçне пурнăçланă. Питĕ интереслĕ çынсемпе паллашма тӳр килетчĕ. Анчах та малашнехи пурнăçăмра çамрăксемпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки шутламан та. Мана, çамрăк коммуниста, тĕрĕс ăнлантарма, планлама, кăсăклантарса яма пĕлнине кура вĕрентӳçĕ-мастер вырăнне шанса пачĕç. 13, 30-мĕш номерлĕ производствăпа техника училищисенче, Ульяновскри авиаци техникумĕнче производство вĕрентĕвĕн маçтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм. Ума пĕр енчен хамăн ирĕкпе, тепĕр енчен ирĕксĕрлесе тутаракан задачăсем лартаттăм. Кăнтăрла çамрăксемпе куçа-куçăн курса чĕрĕ калаçу витĕр ĕçлемеллеччĕ, каçсерен – урок планĕсем, тематика планĕсем хатĕрлемеллеччĕ.
Училищĕре вĕрентекен физик тата эпĕ директор хистенипе, шаннипе ăслăлăх çыннисем пулса тăтăмăр. Кунта татах шăпа тени хăйĕн рольне вылярĕ. Кандидат диссертацине çырма, кайран хӳтĕлеме РФ тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи, халăх сума сăвакан вĕрентӳçĕ, Çĕнĕ хулари 77-мĕш шкул директорĕ, шкул ĕçне парăннă чăваш çынни Георгий Романович Раков пулăшрĕ. Паян вăл тивĕçлĕ канура. Тăрăшса материалсем хатĕрлерĕм. 1990 çултан эпĕ – педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
— Анатолий Георгиевич, педагогика тĕлĕшпе диссертаци çырнă, хӳтĕленнĕ çын сасартăк сĕтел-пукан кăларнă çĕрте пысăк ăнăçусем тума пуçланă. Пултаруллă çын кирек ăçта та çухалса каймасть – ĕçне те тупать, чыс-хисеп те çĕнсе илет. Пултарулăхăр тĕрлĕ енлĕ Сирĕн.
— Ульяновскри авиапромышленность комплексĕнче вĕрентӳпе производство мастерскойĕнче ĕçленĕ чухне ытти мастерскойсемпе килĕшӳсем тăваттăмăр, ĕçлĕ хутшăнусене кĕреттĕмĕр. Хамăрăн вĕренекенсем валли технологи юхăмне хут çине çырса пымаллаччĕ. Çамрăксене вĕсен ĕçри вырăнне кăтартмаллаччĕ. Çынсемпе çыхăнусем йĕркелеме шăпах ун чухне вĕреннĕ пулас эп. Çак ен малашне самаях кирлĕ пулчĕ.1980-мĕш çулсен вĕçĕнче çĕршывра халăх кăларакан таварсемпе кооперативсем çинчен саккун тухсан пуçаруллă çынсем хăйсен кооперативĕсене йĕрке-леме пуçларĕç. Çемьере иккĕ-мĕш ача çуралчĕ. Вĕрентекенĕн (ун чухне хулари 30-мĕш профессипе техника училищинче вăй хураттăм) ĕç укçи ун чухне питĕ пĕчĕк. Урана ăнсăртран хуçрăм. Бизнеса кайма шутларăм. Анчах та ăçта? Умри çул-йĕр анлах та марччĕ – е мачча шуратма е объектсем хăпартма каймал-лаччĕ. Эпĕ сĕтел-пукан тăвассине куç хыврăм. Ентешсем çемçе сĕтел-пукан ăсталама тытăнка-лама пуçланăччĕ, эпĕ йывăртарах ĕç суйласа илтĕм – кор-пуслă сĕтел-пукан тума пуç-ларăм.
Малтанхи çичĕ экземплярне (япалине) иккĕн пуçтартăмăр. Хамăн укçана малалла ĕçлеме пĕтĕмпех хурса пынăран эпĕ хуçи, вăл пирĕн пĕчĕк предприятийĕн менеджерĕ пулчĕ. Тата çынсем илсе йыша ултта çитертĕмĕр. Ĕç хута кайрĕ – çур çултан "копейка" машинана улттăмĕш модельпе улăштартăм. Ĕçлеме пултарнине кура мана пĕлтерĕшĕпе питĕ сумлă «Авиастар-Мебель» сĕтел-пукан кăларакан комби-натăн генеральнăй директорĕн вырăнне йышăнма сĕнчĕç. Эпĕ килĕшрĕм те – йăнăшмарăм. Вĕсем вăл вăхăтра çутăшăн кăна эпир халиччен мĕнпур производствăшăн тăкакланакан хака тӳлетчĕç. Анчах та чăвашсем куç хăрать те ал тăвать теççĕ. 1998 çулсенче укçа йӳнелнипе усă курса юлтăмăр. Ялан туянакан Польша сĕтел-пуканĕ хакланчĕ – пирĕнне туянма пуçларĕç. «Белоснежка» кухня гарнитурĕ пирĕн визит карточки пулса тăчĕ. Сахалинпа Магадан таранччен ăсататтăмăр хамăр сĕтел-пукана.
— Эсир теветкеллĕ çын, хуть те мĕнле çĕнĕ ĕçе те пĕр иккĕленмесĕр тытăнатăр…Ку вăл Сирĕн кăмăл çирĕплĕхĕнчен килет-и?
— Эпĕ çĕннине туххăмрах ăнланакан-ăнкаракан çын. Оптимист. Пур япалана та шухăшласа тăватăп. Хăрушлăха пăхмасăр çĕнĕ ĕçе пуçăнасси тата яваплăхне хам çине илесси – характер çирĕплĕхĕ.
—2002 çултан Эсир, Анатолий Георгиевич, «Ульяновскмебель» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ.
— Мана панкрута тухнă предприяти тилхепине тытма сĕнсен – каллех килĕшрĕм. Хам йĕри-тавра шанчăклă йыш пухрăм. Ĕçлекенсен кӳренме сăлтав çук – вĕсем тивĕçлĕ ĕç  укçи илеççĕ, ытти тĕрлĕ енлĕ пулăшусемпе усă кураççĕ. Çамрăк çемьесен хваттер ыйтăвне те пур майсемпе татса пама тăрăшатпăр эпир. Ĕçне кура – хисепĕ. Раççейĕпе кĕрлекен «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн çитĕнĕвĕсене вара паян хăвăрах куратăр. Ют çĕршывсенчи сĕтел-пукан куравĕсенче çынсен тимлĕхне тăтăш çуратать вăл. Ульяновскра чи чаплисемпе «Эвита» суту-илӳ çуртĕнче паллашма, Çĕнĕ хулара, хулан Чукун çул районĕнче туянма пулать. Хамăр хуламăра паян пирĕнпе тупăшма пултаракан предприятисем иккĕ-виççĕ çеç.
— Анатолий Георгиевич, Сирĕн пурнăçăрта шăпа пӳрнипе килсе тухнă тĕлпулусем пулнă-и?
— Унашкал тĕлпулусенчен пĕри – Ульяновскри 30-мĕш номерлĕ техника професси училищин директорĕпе Владимир Савельевич Давыденкăпа курнăçни. Вăл мана çав тери училищĕрен ярасшăн марччĕ, эпĕ çĕнĕ вĕркĕш çилпе килсе тухнă услам ĕçне вирхĕнсе кĕрсен тытса чарасшăнччĕ – хам йышăнуран пăрăнмарăм. Тĕлĕнмелле, кайран темиçе çултан Владимир Савельевич ман пата хăй пычĕ, ман шанчăклă пулăшакан пулса тăчĕ. Халь 69 çулта вăл. Нумаях пулмасть унăн çуралнă кунĕнче пултăм. Тепĕр ырă тĕлпулусенчен пĕри – УОЧНКА ертӳçипе, паян кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсене илсе пыракан канашлуçипе Владимир Ильич Сваевпа, Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Петр Капитонович Столяровпа туслашни. Чăваш усламçисен «Эртел» ушкăн арĕсемпе хутшăнма питĕ кăмăллă. Малтанхи Чăваш Президенчĕпе Николай Васильевич Фёдоровпа официаллă мар лару-тăрура чылай калаçма тӳр килнĕ мана. Питĕ кăмăллă çын.
—Эсир ертсе пыракан предприяти 90 çул тултарнă çул Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пĕр хутчен çеç мар Сирĕн ятăрпа ырă сăмахсем каланă, Сирĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхăра палăртнă. Эсир вăрман промышленноçĕн Хисеплĕ ĕçченĕ те. Пĕлĕвĕре вĕçĕмсĕр туптакан çын. Çамрăкла Ульяновскри политехника институтĕнче вĕреннĕ. Пĕлĕвĕре РФ Правительстви çумĕнчи халăх вĕрентĕвĕн академийĕнче ӳстернĕ, пĕрлешӳ тытăмĕн Аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ. Депутатăн, ман шутпа, саккунсем çырнисĕр пуçне тата чи малтан хăйĕншĕн сасăланă çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле.
— Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухура икĕ енĕпе ĕçлеме тивет. Чи малтан эп бюджет комитечĕн членĕ, мандат комиссийĕн председателĕ. Ман тĕп тивĕç – Ульяновск область Правительствин представителĕсемпе тĕл пуласси. Яваплă ĕçĕн иккĕмĕш пайĕ – хамăн суйлавçăсемпе ĕçлесси: çĕнĕ саккунсемпе паллаштарасси, вĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси…Ман патăма çынсем йышлă пыраççĕ. Мĕнле кăна ыйтупа тухмаççĕ пулĕ вĕсем: çурт тăррисем кивелни, йывăçсем чӳречесене хуплани, начар çулсем, сакăсем, çутă çукки, çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшăвĕсен пур ыйтăвĕсемпе те, ĕç тупайманни, тĕпренчĕкĕсене шкула е ача пахчине вырнаçтарайманни тата ытти те. Май килнĕ таран пурне те пулăшма тăрăшатăп. Кирлĕ тӳре-шара патне яратпăр. Депатат чĕрĕ укçа парса çеç пулăшмасть.
— Эсир тăтăш усă куракан юратнă сăмахсем.
— Планлăх, планлă кăтартусем, система, йĕрке. Эпĕ лăпкăнах канма кайма пултаратăп – маншăн обществăра халиччен йĕркеленнĕ çирĕп йĕрке, шаннă ертӳçĕсем ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне ĕçе хывнă 1 тенкĕ 10 тенкĕпе таврăнни пĕлтерĕшлĕ. Предприяти бюджечĕн тăнăçлăхĕнчен ман патăмра ĕçлекенсен кăмăлĕ еплерех пуласси нумай килет. «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕнче тăрăшакансем хăйсен ĕç укçипе кăмăллă. Ĕçре ăслă утăмсем тума мана шăпах педагогика пулăшнине каласа хăвармалла.
— Сирĕн малашнехи плансем еплерех?
— Чи малтан, экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп тăракан Раççейре хальччен йĕркеленнĕ коллективпа яланхи пек туслă та тупăшлă ĕçлесси. Владимир Артемьевич Фёдоров усламçăпа пĕрле эпир халь строительсен компанине йĕркелерĕмĕр. Планра – темиçе хутлă çурт хăпартасси. Ĕçлекен çынсене пĕтĕмпех тупнă. Ку проект çывăх вăхăтрах хута каймалла.
Пĕр уйăхран ман виççĕмĕш ывăл çуралмалла. Манран телейлĕ çын тата пур-ши?
— Тавах калаçушăн. Ăнăçусем Сире.
 
: 1048, Хаçат: 38 (1182), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: