Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Василий Анатольевич Артемьев - Çĕнĕ Ульяновскри чăваш юхăмĕн шăнăрĕ тесен те юрать. Вырăнти чăвашсен автономи ертӳçине З.М.Рейтера мероприятисем йĕркелеме чи пĕрремĕш пулăшаканĕ вăл. Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçленĕскер çынсене хăй тавра пуçтарма, ĕç хушма тата итлеттерме лайăх пултарать. Артемьевсен ывăлĕсем те чăваш уявĕсенче халăха савăнтараççĕ - сцена çинчен юрлаççĕ, сăвăсем калаççĕ.
В.А.Артемьев – ШĔМĕн, çар хирĕçĕвĕсен ветеранĕ, Çĕнĕ Ульяновск хула администрацийĕнчи вăрçă тата ĕç, правăна сыхлакан, хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен председателĕн обществăлла майпа ĕçлекен çумĕ.
Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи каччи Ульяновск тăрăхне килсе тĕпленнĕренпе самай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. 1980 çулта Упи шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл ку хулари 5-мĕш профтехучилищĕре водитель профессине алла илет. Салтак хыççăн та Ульяновсках таврăнать. Хăй кулса ăнсăртран милицие ĕçлеме çаклантăм тет пулин те тĕрĕслĕх вара тепринче. Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан, йĕркеллĕ çамрăка хаваспах йышăннă милицие. Хĕллехи многоборйĕре шкулта вĕреннĕ чухнех ăмăртнă вăл. Йĕлтĕрпе чупса, пăшал персе, алăпа туртăнса ăна çитекен пулман. Паянхи кун та Василий Анатольевич 30 хутчен алăпа туртăнать. Ирсерен зарядка тăвать. Сăмах май, Василийпе пĕртăван виçĕ шăллĕ те пиччĕшĕн йĕрне суйласа илнĕ.
Милици ĕçне Тури Террасăра йĕркене сыхласа тытăнать Артемьев. Пĕлĕвне ӳстерес туртăм вăйлă пулнипе кĕçех Василий Артемьев Орёлти ГАИ шкулне вĕренме кĕрет. Унта вĕреннĕ чухне 1985 çулта многоборйĕре спорт маçтăрĕн кандидачĕн виçине тултарать. Дипломлă специалист икĕ çултан Ульяновска таврăнать. Артемьев лейтенанта Ульяновск районĕнчи çул çинчи хăрушсăрлăхăн аслă инспекторне лартаççĕ. Пултарулăхне кура тепĕр çултан Çĕнĕ Ульяновска пысăкрах должноçа куçараççĕ. Ĕçри яваплăх, пысăк ĕç вырăнĕ вара аслă пĕлӳ илме хистет. Çавăнпах В.А.Артемьев Мускаври юридици институтне экзаменсем парса пăхать, ăнăçлă тытать. 1999 çулта диплом илет. Ишевкери патшалăх автоинспекцийĕн пуçлăхĕ, Ульяновскри Ленин район милицийĕнчи штаб пуçлăхĕн çумĕ должноçсенче вăй хурать. Чечня Республикинче иккĕмĕш хут вăрçă тытăнсан чи хĕрӳ тапхăра лекет.
-1999-2000 çулсенче пултăмăр Чечняра. Каймалла терĕç те пуçлăхсем – каятăп терĕм. Вăл командировка облаçра асра юлчĕ. Ытларах чăвашсем кайрăмăр вăрçа. Пирĕн пуçлăх та чăваш пулчĕ – Фёдор Петрович Васильев. Виктор Рахманова ун чухне боевиксем вилмеллех амантрĕç, Аргун тăвĕ хушăкĕнче 6-мĕш ротăна боевиксем аркатрĕç. Кун пирки фильм та ӳкернĕ. Мана Шали районĕн вăхăтлăх патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕн пуçлăхне лартрĕç. Шали хули тавра пилĕк блокпостчĕ, унта пропускпа иртмелли йĕркеччĕ. Камăн йĕркене пăхăнас килтĕр? Тапăнатчĕç час-часах. Раççейре вăрланă машинасене нумай тупаттăмăр. Кĕске вăхăтра – 20 машина! Документсем тăрăх хуçисене шыраса тупнă. Анчах килсе илекен пулман, хăратчĕç, - каласа парать вăл.
2003 çулта милици подполковникĕ Артемьев облаçра йĕркене 20 çул сыхланă хыççăн хăй ирĕкĕпе тивĕçлĕ канăва каять. Патшалăх унăн ĕçне «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе хаклать.
-Патшалăх хĕç-пăшаллă вăйсен тытăмĕнче ĕçлекенсене 15-20 çултан ахальтен пенсие кăлармасть. Чунтан ĕçлесен милицире питĕ йывăр, мĕншĕн тесен сотрудниксен обществăн чи начар пайĕпе, тасамарлăхĕпе - вăрлакансемпе, вĕлерекенсемпе, çаратакансемпе – ĕçлеме тивет. Ахаль çынсем та савăнăçпа мар, хуйхăпа пыраççĕ унта. Хăш чухне кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеме тивет. Çавна пула милиционерсен психики те улшăнать, - тет кун пирки Василий Артемьев.
Анчах пенсире кăшт кансанах ывăнать вăл. Темиçе уйăхран хăрушсăрлăх службин пуçлăхне ĕçлеме чĕнсен – килĕшет.
Паянхи кунччен милици ĕçĕпе тĕлĕкре аташать Василий Анатольевич. Хула урамĕсемпе утса пынă чухне те право йĕркине пăснă тĕслĕхсем тӳрех ун куç умне пулаççĕ. Йăнăша тӳрлетме, айваннине тӳрĕ çул çине тăратма тăрăшать кун пек чухне.
Çынсене пулăшма хăнăхнипех Василий Анатольевич Çĕнĕ Ульяновск хула администрацинче обществăлла майпа ветерансемпе ĕçлет. Ветерансем мĕнле пурăннине кайса пăхать, мĕн кирлине ыйтса пĕлет, пулăшать. Облаçри «Дети войны» кĕнеке валли те вăл информаци нумай пуçтарса панă.
Вăхăтне обществăлла ĕçе пама В.А.Артемьева туслă çемйи вăй-хал парса тăрать. Çĕпрел тăрăхĕнчи Турхан Упи хĕрĕпе, Людмила Николаевнапа, çемье çавăрнăранпа кĕçех 25 çул çитет. Людмила Николаевна - медицина сестри. Çав тери ырă кăмăллă та ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ. Çĕнĕ Ульяновскра уйрăм çуртпа пурăнаççĕ вĕсем. Çемьере икĕ ывăл çитĕнет. Асли Артём юрист профессине алла илнĕ, халĕ салтакра. Салтак тивĕçне пурнăçлассине пысăк вырăна хурать ашшĕ. «Манăн асатте те, атте те, хам та хĕсметре пулнă. Ачасен те салтака каймалла. Кĕçĕнни Данил та вăхăт çитсен арçын тивĕçне пурнăçлĕ. Хальлĕхе вĕренет-ха», - тет.
 
: 1002, Хаçат: 38 (1182), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: