Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикавра пурăнакан тивĕçлĕ канури çын Раиса Казакова (1936 çулхи) Ульяновск область правительстви, ĕçпе социаллă аталану министерстви хăйĕнпе пĕр çулалли тантăшĕсен ĕçне «Вăрçă ачисем» удостоверенипе кăкăр палли парса тивĕçлипе хаклать тесе шутлать. Унăн пĕчĕк, шуранка алли те 6-7 çултах пиçен-армути çумласа, кĕрепле-кĕреçе тытса Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Амăшне пулăшнă – Чăнлă юхан шывĕнчен алапа пулă тытнă, кун каçа шăрăхра калхус хирĕнче тăрăшнăшăн кунсерен пĕр стакан та пĕр кашăк çăнăх илсе килнĕ. Амăшĕ ăна курăк çăнăхĕпе хушса пашалу пĕçерсе панăшăн еплерех савăннă.
"Шкула каймасан ФЗОна яратпăр тесе хăрататчĕç пире пĕчĕк чух, - аса илет ачалăхне Раиса Степановна.- Эпĕ çавах тăватă класс кăна пĕтерейрĕм. Ялти фермăра çирĕм çул ĕçлерĕм. Пăру пăхрăм.
«Слава» хуçалăхра нумай ĕçре тăрăшрăм – Йĕпе Пăкăрлă хирне çӳреттĕмĕр. Алексей ывăлăм çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралчĕ. Эпĕ виçĕ эрнерен хуçалăх пахчине ĕçе тухрăм. Мĕн тери сухан, купăста, чĕкĕнтĕр, кишĕрччĕ унта. Хамăрах тиеттĕмĕр, турттараттăмăр. Шăп çав вăхăтра ĕне те пăрларĕ. Пăянам – Ксения Васильевна Казакова – нумай пулăшатчĕ, питĕ аван, сăпайлă чăваш хĕрарăмĕччĕ. Бригадира Макки Çтаппанĕ тетчĕç – Степан Рыбаков. Купăстана пĕр витре шывпа виçĕ пуç шăвармалла тетчĕ. Хăй айккине тĕрĕслеме кайса выртатчĕ те тĕмсем айне – виççĕ вырăнне пилĕк пуç шăварсан чупса килсе вăрçатчĕ».
Фермăра ĕçленĕ чухне пăрусем ӳт хушчăр тесе выльăх пăхакансем хăйсемех çĕклемĕ-çĕклемĕпе утă йăтса кĕнĕ, хушма апат панă. Икĕ теçетке çул хушшинчи çитĕнӳсемшĕн Раиса Степановна Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Мухтав хучĕсене «Слава» хуçалăх председателĕ А.П.Богатов алă пусса çирĕплетнĕ. Ун чух зоотехник пулса А.С. Чебанов ĕçленĕ. «Аван, тӳрĕ кăмăллă çынччĕ,-тет ĕç ветеранĕ.- Питĕ ир тăратчĕ. Кăвак çутăллах фермăна утатчĕ».
Мăшăрĕ Петр Александрович Казаков хуçалăхăн чаплă платникĕ пулнă. Вăл вилнĕренпе 22 çул çитнĕ.
Рая аппапа Петĕр пичче ултă ача пăхса ӳстернĕ. Паян хĕрарăм пĕчченех пурăнать. Тунсăхлать ачисемсĕр. Канмалли кунсенче кĕтет вĕсене. Ĕç ветеранĕ хĕллехи каçсенче чăлха-нуски çыхать, çулла эмел курăкĕ пуçтарса типĕтет.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1051, Хаçат: 38 (1182), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: