Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çавăн пек çав Чемен хĕрĕсем…
 
«Ĕçĕсем ăнса кăна пыраççĕ,
Кĕçĕн Чемен ĕçчен хĕрĕсен.
Ахаль мар пуль каччăсем çунаççĕ
Çула май курасшăнах кĕрсе.»
 
Тăхăрьял поэчĕ Валентин Урташ тата Александр Галкин композитор «Çавăн пек çав пирĕн ял хĕрĕсем» юрра ятарласа Серафима трактористка çинчен çырнă тейĕн. Унпа юнашар яланах мăшăрĕ Николай. Вăл та тракторист.
Серафима Николаевна Кержеманова (мăшăрланнă хыççăнхи хушамачĕ) Чăваш Республикин Патăрьел районне кĕрекен Кĕçĕн Чементе 1955 çулта çуралнă. Сăкăтра сакăр класс пĕтернĕ. Канашри тракторист-машинист сене хатĕрлесе кăларакан училищĕне вĕренме кĕнĕ. Производство практикине тăван хуçалăхĕнче – «Мир» колхозра - МТЗ-50 тракторпа ирттернĕ. Вырăнти пуçлăхсем пĕчĕк те ырхан пикене хурçă утпа хуçаланма пултарнине çийĕнчех туйса илеççĕ. Вĕренсе тухсан кунтах таврăнма ыйтаççĕ.
Питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ Серафима трактористка тăван хуçалăха таврăнса Т-40 трактор çине ларать. Ялти древкомбинатра виçĕ çул тĕрлĕ япала турттарать. Кайран колхозра выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм илсе килсе тăрать. Унта вăл çемье çавăриччен – 1984 çулччен – арçынсемшĕн тĕслĕхлĕ тракторист пулса вăй хурать.
Тин çеç ура çине тăма пуçланă çамрăк çемье Ульяновск облаçĕн Çинкĕл районне кĕрекен Каша ялне куçса килет. Кержемановсем выльăх-чĕрлĕх самăртакан совхозра вăй хума тытăнаççĕ: Серафима Николаевна Т-40, Т-25 тракторсемпе фермăна выльăх çими турттарать, Николай Борисович тĕрлĕ тракторпа уй-хир ĕçĕсене пурнăçлать.
Вăтăр виçĕ çул хурçă утсене çăварлăхлать Серафима Николаевна. Тивĕçлĕ канăва РФ Ĕç ветеранĕ пулса каять. Мĕнле каласан та арçын ĕçĕ – хĕрарăмшăн мар. Ентешĕмĕр чирлесе (тивĕçлĕ канăва кайиччен вăл чирлине никам та пĕлмест) сусăра тухать. Коммунизмла ĕç ударникĕ совхоз панкрута тухичченех ытти механизаторсем хушшинче тĕслĕх пулать.
Кержемановсем икĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшне икĕ мăнук парнелеççĕ. Николай Борисович мăшăрĕнчен çамрăкрах, вăл совхоз арканнă хыççăн Ульяновскра строительство тытăмĕнче вăй хурать.
Серафима Николаевна вулама юратать. Уйрăмах чăваш çыравçисен мелодрама жанрĕпе хайланă произведенийĕсене кăмăллать. Хаçат-журнал нумай çырăнса илет. Вĕсен хушшинче, паллах, «Канаш» хаçат та пур.
Çавăн пек çав Чемен хĕрĕсем…
Хресчене, ял çыннине – тракторист-и, ĕне сăвакан-и? - патшалăх ĕçне кура тӳлемен, тӳлемест те. Тивĕçлĕ канăва кайсан та (рабочи профессисемпе танлаштарсан) вĕсен пенси укçи «чăхсем кулса вилмелле». Серафима Николаевна 33 çул трактор çинчен анмасăр тар тăкса уйăхне пилĕк пин ытларах пенси илсе тăрать. Сусăрлăхпа тата пин çурă. Çавăнпа çамрăксем ял хуçалăхĕнчен тарма тăрăшаççĕ те. Патшалăх ял хуçалăхне малашне те тимлĕх уйăрмасан ялсем пĕтсе ларасси – куçкĕрет.
 
: 937, Хаçат: 38 (1182), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: