Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ Елена Николаевна Оброкова 23 çул Тереньга районĕнчи Скугареевка ялĕнче пурăнать. Вĕсен кил-çуртне кĕрсен чаплă оранжерейăна лекнĕн туйăнать. Вăтăр ытла тĕслĕ чечек çитĕнтерет вăл. Килĕнче пур çĕрте те чечексем. Мăшăрĕ ятарлă çӳлĕксем туса панă. Пахчинче ешерекен тĕрлĕ тĕслĕ чечек кĕрхи ăмăр çанталăкра та кăмăла çĕклет.
-Чечексене ачаран юрататăп. Мĕн хама астунăранпах пирĕн килти чӳрече янаххи çинче чечексем ӳсетчĕç. Çулла пахчара тĕрлĕ çеçкесем чуна тыткăнлатчĕç. Тен, çавăнпах хамăр çуртлă пулсан чи малтан чечек ĕрчетме тытăнтăм, - каласа парать вăл.
Анат Тимĕрçенти вăтам шкулта 8 класс пĕтерсен Елена Аслă Нагаткинти училищĕре повара вĕренет те тăван шкулах ĕçлеме таврăнать. 1989 çулта кӳршĕ ял каччипе Николайпа çемье çавăрсан вĕсем Скугареевкăна пурăнма куçаççĕ. Елена Николаевна вырăнти ача садне повара вырнаçать. Унтанпа паянхи кунччен шăпăрлансене тутлă апатпа сăйлать.
-Ĕçе вырнаçсанах садикра икĕ ушкăн ĕçлетчĕ, 30 ачаччĕ. Çавăнпа повара пулăшаканĕ те пурччĕ. Хальхи санитари виçипе ачасен вылямалли, çывăрмалли вырăнсем уйрăм пулмалла. Пĕр ушкăн кăна хăварчĕç. Эпĕ те пĕчченех ĕçлетĕп. Ачасене куллен виçĕ хутчен апатлантаратăп, - тет вăл.
Елена Николаевна садикри воспитательсене, тăванĕсемпе юлташĕсене те чечексем ĕрчетме пулăшать. Килти чечек туратне татса илсе тымар яриччен шывра тытать. Кайран савăтсем çине лартсах парать. Оброковсен хĕрĕ Милена та амăшĕ пекех чечек юратать. Ӳсен-тăрана ăслăлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕс пăхас тĕллевпе вĕсем «Цветы», «Домашние цветы» журналсем çырăнса илеççĕ.
 
 
Тереньга районĕ.
 
: 956, Хаçат: 38 (1182), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: