Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ТĔЛĔНТЕРМĔШ ÇЫНСЕМ – ПУР-ХА
 
Вăл хăй пирки ыттисем мĕн шутланине шута илмест. Ыттисене пулăшас туртăма ачаранах ăшне хывнă. «Çамрăк ăрушăн, ял малашлăхĕшĕн, таврари юхан шывсемпе кӳлĕсемшĕн, илемлĕхпе хăтлăхшăн камăн та пулин тăрăшмаллах вĕт-ха», - тет Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте тĕпленсе пурăнакан, ĕçĕсемпе ыттисене тĕлĕнтерекен, вырăнти влаçа «кирлĕ-кирлĕ маршăнах» (пуçлăхсемшĕн çапла туйăнать) «чăрмантаракан» Николай Владимирович ЯТМАНОВ. Ун пеккисене тĕлĕнтермĕш çынсем теççĕ.
 
Вăл ĕмĕрĕсене колхозра выльăх-чĕрлĕх пăхса тата тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса ирттернĕ Анна Афанасьевнапа Владимир Ильич Ятмановсен çемйинче 1956 çулта çут тĕнчене килнĕ. Николай ялти шкулта сакăр класс пĕтерет те 1971-1972 çулсенче Скугареевкăри 4-мĕш СПТУра механизатора вĕренет. Колхоза таврăнсанах çамрăк та кĕрнеклĕ специалиста Т-38 чĕкĕнтĕр тракторĕ (ялта çапла калаççĕ) çине лартаççĕ. Вăл чĕкĕнтĕр кăларакан комбайнпа та нумай вăй хурать. Хĕллехи вăхăтра ДТ-75 тракторпа колхоз выльă-хĕсем валли утă-улăм турттарать. Шăвармалли установкăн машинистĕнче, бригадăн маçтăр-наладчикĕнче çичĕ çул ĕçлет. Анлă шайлă механизатор 1979 çулта авланать. Ял хĕрĕ – Зинаида Моисеевна Кузнецова – унăн мăшăрĕ пулма килĕшет. Вăл хăй вăхăтĕнче Ульяновскри М.Горький ячĕллĕ çĕвĕ фабрикин Анат Тимĕрçенти уйрăмĕнче çĕвĕçĕ пулса, колхозра выльăх-чĕрлĕх самăртса ĕçченлĕхĕпе палăрать.
Ятмановсен икĕ ача: Галина (Аслă Нагаткинра пахчаçă-бухгалтерта ĕçлесе икĕ ача çитĕнтерет) тата Андрей (Аслă Нагаткинра тракториста вĕренсе тухнă, авланман-ха, ашшĕпе пурăнать). Вулакан:«Мĕншĕн ашшĕпе? Амăшĕ ăçта?» - тесе ыйтма пултарать. Ятмановсен çемйи 2012 çулта кил ăшшисĕр – амăшĕсĕр – тăрса юлать. Зинаида Моисеевна синкерлĕн çут тĕнчерен уйрăлать.
Николай Владимирович та паян пысăк ĕçсене хутшăнаймасть, вăл иккĕмĕш ушкăнри сусăр.
- Эх, çамрăклăх! – ассăн сывлать ентешĕмĕр. – Хăй вăхăтĕнче унта-кунта йăваланса выртакан машина покрышкисене пуçтарса пӳрт умнех Чечня вăрçин паттăррĕсене халалласа футбол стадионĕ турăм. Ял çамрăкĕсен футбол командин ырă ячĕ таврара кĕрлесе тăратчĕ! Паян стадион - хыт-хура айĕнче. Çумрах – çырма, пĕве. Ял илемĕ темелле. Пĕве çыранĕсем ишĕлсе ан анччăр тесе мĕн чухлĕ тăпра, тислĕк турттарнине хам кăна пĕлетĕп. Çак тĕллевпе «самосвал» турăм. Ăна туртасемпе çыхăнтарнă. Лаша кӳлетĕп те мĕн кирлине «самосвал» çине тиетĕп. Тăкнă чухне кузовĕ хăех уçăлса каять . Пӳрт умĕнче тимĕр-тăмăр нумай выртнипе тĕлĕнеççĕ. Çук, вĕсене эпĕ укçа-тенкĕ тума пуçтарман. «Самосвал» пек тĕрлĕ механизмсем тунă çĕрте кирлĕ пулма пултараççĕ. Ялта çамрăклăх туйăмĕ палăрмасть. Каччăсемпе хĕрсем валли яла таврăнсан пуçтарăнса канмалли вырăн та çук вĕт. Спорт, культура тени веçех пĕтсе ларчĕ. Пулăçăсем, канма килнĕ çынсем пĕве хĕррине пырсан ĕçсе çиеççĕ те пушă савăт-сапине, ăпăр-тапăрне пăрахса хăвараççĕ. Кайса пуçтаратăп вара, çĕр айне чавса хуратăп. Пĕве таврашне илемлетес, çирĕплетес, йывăçсем лартса хăтлăх тăвас килет. Çак вырăнта тĕрлĕ мероприятисем ирттерме меллĕ пулĕччĕ. Ку ĕçе вырăнти власть, усламçăсем, ял çыннисем пулăшмасăр пурнăçлама май çук. Пулăшу кирлĕ. Йĕркелесе, ертсе пыма яланах хатĕр.
Эпир Николай Владимирович хăтлăх тытса тăракан вырăнсенче пултăмăр. Чăнах та, Анат Тимĕрçенĕн чи илемлĕ вырăнĕ ку. Ку пĕверен чăн-чăн çăтмах кĕтесĕ йĕркелесе яма пулать. Çамрăк-сем те, тен, сăра-эрех ĕçсе çапкаланса çӳремен пулĕччĕç. Тĕрлĕ спорт вăййисем ирттерĕччĕç…
Николай Владимирович мăшăрĕ вилнĕренпе çулталăк çитиччен пĕчченех пурăнасшăн-ха. Кайран Турă пӳрсен, тен, çак кил-çурта икĕ хĕрарăм кĕртме май пулĕ. Çук, виççĕ, ара, ентешĕмĕрĕн шăллĕ те авланман вĕт-ха. Вăл уйрăм çуртра пурăнать.
 
: 958, Хаçат: 38 (1182), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: