Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Йывăçран, хăва-пушăтран, тăмран тĕрлĕ япала ăсталасси чăвашсем хушшинче ĕлĕк пур çĕрте те анлă сарăлнă. Халĕ çав япаласенчен нумайăшĕ манăçа тухнă темелле. Анчах хальхи ăстаçăсем те кăкшăмсемпе чашăксем, алтăрсемпе витресем, карçинккасем, сĕтел-пукан е ача тетти тунă чух халăх пултарулăхĕн пуян меслечĕсемпе усă кураççĕ, кивĕ йăла-йĕркене çĕнетсе аталантараççĕ. Çавна май халь ăсталанă япаласенче халăхăн авалтан килекен хăнăхĕвĕпе паянхи çыннăн эстетика туйăмĕ килĕшӳллĕн çыхăнса тăнине курма пулать.
Халăх ăсталанă япаласем хушшинче йывăçран касса тунă алтăрсем уйрăмах илемлĕ. Вĕсенчен чи пысăккисемпе сăра тунă чух усă курнă, пĕчĕккисемпе уявсенче хăнасене симпыл ĕçтернĕ.
Алтăр тунă чух ăстасем вил тăпри çине лартакан йывăç скульптура техникин авалхи меслечĕсемпе анлăн усă курнă.
Кашни хресчен çемйинчех куллен усă курмалли йывăç савăт-сапа пулнă: тĕрлĕ чашăк-тирĕк, тăвар килли тата ытти те. Уявсенче тыткалакан пысăк алтăрсемпе е сăра куркисемпе танлаштарсан вĕсене питех эрешлемен, çапах вĕсен кашнин хăйне май илемĕ пур. Кунашкал япаласене йывăçран, ытларах тымартан касса, çунтарса е алтса тунă. Япалана мĕнле йывăçран тăвасси, унăн хапи е пысăкăшĕ унпа ăçта усă курассинчен килет. Искусство произведенийĕ тесе ăсталаман пулсан та çак тĕрлĕ хатĕрĕн скульптурăлла илемне тӳрех асăрхатăн, унпа киленетĕн.
Аслисем ачасене пуканесем, тĕрлĕ чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕк тăва-тăва панă. Нумай чухне ачасем хăйсем те ăсталанă. Пуринчен ытла лаша кĕлетки тăвасси йăлана кĕнĕ. Утсене пĕкĕпе, урапа е кӳме кӳлнĕ. Çак пушăтран тунă асам çилхеллĕ урхамах вара кашни ачан чăн-чăн савăнăçĕ пулнă. Хĕрачасем улăмран тунă пепкесемпе выляма юратнă.
Кашни ялта тенĕ пекех чӳлмекçĕсем пулнă. Тăм савăт-сапа яланах пурне те кирлĕ, ăна тăвасси те сĕм авалтан пуçланнă темелле, анчах чăвашсен ку тĕлĕшпе ăсталăхĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула çӳлех çĕкленеймен. Апла пулин те çак искусство паян та пурăнать. Ытларах эпир тăмран тунă теттесемпе, тĕрлĕ кӳлепесемпе тĕл пулатпăр. Тĕслĕхрен, пирĕн ентешĕмĕр Галина Елисеева (вăл Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетне пĕтернĕ, Ульяновскри ачасен ӳнер шкулĕнче ĕçлет) тăмран тĕрлĕ пукане, шăхлич таврашне ăсталать. Унăн ĕçĕсен куравĕсене тăтăшах Ульяновскри Халăх ӳнер музейĕнче, чăвашсем ирттерекен уявсенче курма пулать. Тутарстанри Пăва районĕнчи Чăваш Киштекĕнче çуралса ӳснĕскер чăваш тумĕллĕ пуканесене те юратсах ăсталать. Çак ăсталăха ачасене вĕрентет. Чăвашсен хушшинче пирĕн тăрăхра ун пек тăмпа туслă ăстаçă урăх çук-ха.
Йывăçран касса илемлетесси вара пачах урăхла, халăх пултарулăхĕн вăйлă аталаннă турачĕ тесен те юрать. Ăстаçăсем тĕрлĕ мелсемпе усă курса пир вырăнĕсем, пĕкĕсемпе хăмăтсем, алтăрсемпе йĕтĕрсем тунă, хапха юписене, пӳрт çамкисемпе карнисĕсене илемлетнĕ. Упранса юлнă кивĕ çуртсем çинче халĕ те йывăçран касса тунă эрешсенче хĕвел çаврашкисем, геометри фигурисем, тĕрлĕ чĕр чун кӳлеписене курма пулать. Çĕнĕ ĕмĕрте çурт-йĕре çĕнĕлле тума тытăнчĕç. Йывăç эрешсене МДФ, профнастил, пластик тавраш хĕссе кăларчĕç.
Телее, йывăçран тĕрлĕ кӳлепесем касса кăларасси манăçмасть-ха. Чĕмпĕр чăваш ăстисем ку енĕпе пысăк ӳсĕмсем тăваççĕ. Виктор Егоров, Юрий Фролов, Анатолий Еграшкин ăстаçăсем 2003 çулта Мордва Республикинче иртнĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Поющее дерево» конкурса хутшăнса дипломантсем пулса таврăнчĕç. 2009 çулта вĕсем Чăваш Енре иртнĕ ăстаçăсен конкурсне хутшăнчĕç. Ентешсем йывăçран касса тунă чăваш юмахĕсенчи сăнарсем халĕ Кану çурчĕн паркне илемлетеççĕ.
Виктор Егоров йывăç скульптурипе уйрăмах палăрчĕ. Ăстаçă ятне облаçра, кӳршĕ республикăсенче, Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Вăл кукăр турат, йывăç таврашĕсенчен тĕлĕнмелле пӳ-силлĕ хĕрарăм тата арçын кӳлеписене ăсталать. Унăн ĕçĕсем Германи, Франци, Итали, Финлянди, Япони, Китай, АПШ çĕршывĕсенчи харпăр коллекцисенче упранаççĕ. Виктор Глебович Митта Ваçлейĕ премие тивĕçнĕ.
Халăхăмăрăн илем-эреш искусстви упранса юлни савăнтарать. Вăл халăх шухăш-кăмăлне палăртать, йăла-йĕркен çыхăнăвне тытса пырать, нацин хăйнеевĕрлĕхне аталанса пуянлатма пулăшать.
 
: 991, Хаçат: 35 (1127), Категори: Ăсталăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: