Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă посёлокĕнчи пĕр çурт умĕнче оранжерейăри пек тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ. Ку илеме кам тăвать тесе ыйтсан кунта пурăнакансем Анастасия Алексеевна Тарасована тĕллерĕç. Çирĕм çула вăл çак çуртра иккĕмĕш хутра пурăнсан та подъезд умне чечексем лартса илемлетет.
Анастасия Тарасова «Вăрçă ачисем» медальпе удостоверенине чи черчен те хаклă япала пек асăрханса тытса кăтартрĕ. Хаяр вăрçă вĕсене еплерех нушалантарни пирки каласа пачĕ:
-Эп 1939 çулта Кунтикавра çуралнă. Атте вăрçа тухса кайсан çемьере пиллĕкмĕш ача çуралчĕ. Анне иртен пуçласа каçчен ĕçре, эпир ăна аслă аппапа килте выçă кĕтсе ларатпăр. Çуркунне вара тутлă курăксем çисе хырăма тăрантарнă. Выльăх усрасан та ашне-çăвне веç налук вырăнне илсе тухса кайнă, хамăр çисе курман.
Вăрçă пĕтсен яла салтаксем таврăнма пуçларĕç. Пирĕн аттерен нимĕнле хыпар та çук, вилнĕ хучĕ те килмен. Анне чĕрĕ пулсан хальччен таврăнать тесе йĕретчĕ. Асанне юмăçа кайнă, ăна таврăнать тесе шантарса янă. Чăнах та, пĕрре анне Ульяновска каять. Вокзалта вăрçăран килейменнисен эшелонĕ çитет тесе пĕлтереççĕ, ултă тавар вакунĕпе. Пуйăс чарăнсан анне те шанчăк кайăкне шырама перрон çине тухать.
Вакунсенчен алăсăр-урасăр салтаксем тухаççĕ. Анне кашни вакун патне пырса Элекçей эс çук-и тесе чăвашла ыйтать. Юлашки вакунĕнче вăйран кайнипе сасси те аран тухакан, хытса ларнă, аран утакан арçын аннене: «Эпĕ ку, Çерахви», - тет. Киле çуран килмелле пулнă. Халтан кайнă аттепе аран Аслă Нагаткина çитсе выртмалли çурта вырнаçнă вĕсем. Ун чухне çул çинчи çынна унта вырттарса çитерсе янă, тӳлевсĕрех. Тыткăнра пулнă иккен атте, тарнă. Тытнă вĕсене, йĕкехӳресем чупса çӳрекен путвалта усранă. Çав тискер чĕрчунсем Каша арçыннине çисе янине те каласа панă атте. Çемйине курма ĕмĕтленмен те иккен вăл. Киле таврăнсан атте чирлерĕ, нумаях пурăнаймарĕ пулин те аннепе тата тăватă ача çуратнă вĕсем. Анне вара пирĕн, Серафима Герасимовна, 100 çул та 5 уйăх пурăнчĕ.
1946 çулта Анастасия Такташкина (хĕр хушамачĕ) шкулта вĕренме тытăнать. Çичĕ класс хыççăн пĕлĕвне малалла ӳстерме май пулманнипе вун-тăваттăри хĕр вербовкăпа каять. Инçех ямаççĕ – Ульяновска кăна. Хамăр тăрăхри вăрмансенче мĕн чухлĕ шур чул кăларман-ши вĕсем! Кайран вăл чулсене çуса тасатнă, Ульяновскра Атăл хĕррине дамба тунă çĕре сĕтĕрнĕ вунтăваттăри хĕр. Икĕ çултан вăл тăван ялне таврăнать, колхозра ĕçлеме тытăнать. 16 çулхи хĕре фермăна, ĕне сума кайма сĕнеççĕ. Алăпа 10 ĕне сума тивет, кайран – 25. Вунă çул хушши çапла. Мĕнпур йывăр ĕçе алă вĕççĕн тунă ун чух.
-Мана пĕрремĕш хут пăрулакан ĕнесене паратчĕç яланах. Вĕсене сума йывăр, пĕр вырăнта тăмаççĕ, тапаççĕ. Сутарма мар, тыттармастчĕç те çамрăк ĕнесем. Чупса пырса мăйракинчен ярса илеттĕм те карта çумне çыхса хурса сăваттăм. Çапла ирĕн-каçăн 25 ĕнепе нушаланнă. Ытти дояркăсем хытă чупан-çке эсĕ, капла урасăр юлан тетчĕç.
Çапла пулчĕ те халь. Сăвăма ирпе 3 сехетре тăрса каяттăмăр. Çамрăкăн çывăрас та килнĕ. Сĕтне 40 литрлă бидонсене ярса йӳçесрен çăла антарса хунă. Юрать, Цыбуля ятлă ĕнен тутлă та çуллă сĕтне ĕçсе хамăра вăй кĕртеттĕмĕр. Капла тума та юраман паллах, - аса илет вăл йывăр вăхăта.
19 çулта Анастасия Алексеевна ял каччипе Александр Тарасовпа çемье çавăрать. Иккĕшĕ те пĕр вăхăтра фермăра вăй хураççĕ. Кĕçех вĕсен хĕр çут тĕнчене килет. 1974 çулта çемье Чăнлă посёлокне куçса кайма шутлать. Анастасия Алексеевна 2-мĕш ПМКра стройкăра ĕçлеме тытăнать – строитель профессине тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаканран штукатур-маляр таранччен веç вĕренет. 22 çул хушшинче бетонщик та, каменщик та пулать.
-Ман ĕç стажĕ пурĕ 42 çул. Стройкăна кăна пурнăçри 22 çула панă. Анчах пенси чи сахал илекенсен хушшинче. Ĕçлеменнисем те 10 пин илеççĕ, эпĕ – 6 пин. Çакă мана шутсăр кӳрентерет. Укçа çитменнипе каламастăп, перекетлĕ пурăнма хăнăхнă эпĕ, веçех çитеретĕп. Çамрăкранпа çĕршывшăн мĕнпур вăя, сывлăха парса ĕçленине хакламанни кӳрентерет, - тет вăл.
Апла пулин те пуçне усса йĕрсе ларакан хĕрарăм мар Анастасия Алексеевна. Çулла дачăра ĕçлет. Унта унăн килĕнчи пекех таса та йĕркеллĕ теççĕ кӳршисем. Юрлама юратать вăл, сасси уçă. Хĕллехи вăрăм каçсенче авăрласа е çыхса ларнă чух та ĕлĕкхи юрăсене юрлать, нумайăшне астăвать вăл. Пире те авалхи «Чие çырли» юрра юрласа пачĕ. «Канаш» хаçатра пичетленекен юрăсене те касса илсе пухса пырать.
 
Чăнлă посёлокĕ.
 
: 1039, Хаçат: 38 (1182), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: