Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Осиповсем Чăваш Кăлаткăра çуралнă, çакăнтах ӳснĕ. Нумай çул вырăнти хуçалăхра вăй хунă. Халĕ ял ĕçченĕн пысăк мар пенси укçипе пурăнаççĕ. Ачисем хулара: аслă ывăлĕ Ульяновскра пурăнать, кĕçĕнни – Сызраньте.
Михаил Арсентьевич шкул пĕтерсен Тереньга районĕнчи Скугареевка ялĕнче механизатора вĕреннĕ, сварщик специальноçне илнĕ. Ун хыççăн 40 çул ытла комбайнпа ĕçленĕ, çăкăр ӳстернĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе тăван ялта пурăнать. Антонида Александровнан та ĕç стажĕ пысăк – 39 çул. Вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен цехра бригадир пулнă, учётчицăра вăй хунă. Анчах çемье сăлтавĕсене пула ача чухне ун тăван ялĕнчен вăхăтлăха тухса кайма тӳрĕ килнĕ.
-Эпĕ виççĕре чухне анне вилсе кайрĕ. Атте вăрçăра. Мана воспитани пама Кузьминсен çемйи усрава илчĕ. Вĕсем пирĕн тăвансем, пурăнасса вара Кăлаткăпуçĕнче пурăнатчĕç. Эп унта тутарла калаçма вĕрентĕм. Григорий Кузьминсем 1953 çулта Туркмение куçса кайрĕç, мана та пĕрле илчĕç. Чарджоу хули çумĕнчи пĕр кишлакра пурăнаттăмăр. Григорий Васильевич механикра ĕçлетчĕ. Пиллĕкмĕш класа эпĕ вырăс шкулне кайрăм, вырăсла калаçма вĕрентĕм. Тепĕр çул вара мана туркмен шкулне ячĕç. Тутарла пĕлни çĕнĕ чĕлхене хăвăртрах алла илме пулăшрĕ. Икĕ çул Вăтам Азире пурăннă хыççăн эпир тăван яла таврăнтăмăр. Темиçе çултан Мишшапа туй турăмăр,- каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ.
Чăваш Кăлаткăра мĕншĕн-тĕр Ульяновск телекăларăмĕсене курма май çук. Çавăнпа ялти нумай çурт тăрринче спутник антеннисене асăрхама пулать – çынсем вĕсем çине куçнă. Анчах та Осиповсене пăшăрхантараканни вăл мар.
-Ялтан çамрăксем каяççĕ те каяççĕ… Пĕр çамрăк та юлмасть-и ĕнтĕ? Мĕн туччăр ĕнтĕ вĕсем? Ĕç пурин валли те çитмест. Вырăнти хуçалăхра 10-12 çемье вăй хурать – унта урăх кирлĕ мар. Ыттисен вара ĕç шыраса юта кайма, ашшĕ-амăшĕн çуртне хăварма тӳрĕ килет. Тен,çынсем ялта юлччăр тесен вырăнти хуçалăхра выльăхсен шутне ӳстерсе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тумалла е пĕр-пĕр производство цехĕ уçмалла… Ялта çамрăксем пулмасан малашне ачасем ăçтан пулччăр? Хăçан та пулин ял пĕтсе лармĕ-ши? Çавăнтан хăратпăр, — кулянаççĕ Осиповсем.
Çуллахи вăрăм кунсенче вĕсем пахчара аппаланаççĕ: тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла туса илеççĕ, çĕрулми акаççĕ. Качака та усраççĕ, халь вĕсем улттăн, хăш чухне вара путеккисене шутласан 12 пуçа та çитеççĕ. Сĕтел çинче кашни кун – сиплĕ сĕт. Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, алла курка тытса кӳршĕсем патне сĕт ыйтма кайман.
– Ĕçлеме ӳркенмесен веçех пулать, - тет вăл. Пушă вăхăтра вара Осиповсем вулама юратаççĕ. Ача чухне шкулта чăвашла эрнере пĕр урок чăвашла вĕрентнĕ пире, çавăнпа тăван чĕлхепе вулама-çырма пĕлетпĕр теççĕ. «Канаш» хаçата вĕсем нумай çул çырăнса илеççĕ ĕнтĕ. Уйрăмах çынсем çинчен, калавсем вулама кăмăллаççĕ.
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 891, Хаçат: 38 (1182), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: