Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Надежда Вармандеевна Романова Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕнче 25 çул пуçламăш класс ачисене пĕлӳ тĕнчине кĕме пулăшать. Юлашки икĕ çул вăл чăваш ачисене Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культурине вĕрентет.
-Чăвашсен йăли-йĕркине вĕрентнĕ чух ытти халăхсеннипе танлаштаратăп. Иртнĕ вĕренӳ çулĕн вĕçĕнче çак темăпа пирĕн семинар пулчĕ. Унта вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци чĕлхисен пулĕмĕн методисчĕ Вера Архипова та хутшăнчĕ. Эпир «Великий педагог» темăпа Яковлев вулавĕсем ирттертĕмĕр. Унта 1 –6-мĕш классенче вĕренекен ытти наци ачисем те хутшăнчĕç. Пирĕн шкулта пуян музей пур. Вăл облаçри шкулсем хушшинче иртнĕ конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕр «Чи лайăх наци кабинечĕ» конкурсра эпир 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Паллах, çак çитĕнӳсенче ытти вĕрентӳçĕсен тӳпи те пысăк. Тĕслĕхрен, эпĕ пирĕн шкулта нумай çул вăй хунă вĕрентӳçĕрен – Валентина Петровна Ванюковаран нумай вĕренсе пыратăп. Вырăнти чăвашлăха упраса хăварас ĕçре вăл сулмаклă ĕçсем турĕ. Ман шутпа, вĕрентӳçĕн пур çĕре те ĕлкĕрмелле. Пĕлтĕр пирĕн районта «Малыклинский каравай» фестиваль кĕрлесе иртрĕ. Вăл икĕ куна пычĕ. Пĕрремĕш кун конференци пулчĕ. Эпĕ унта «Мой родной язык» темăпа кĕске доклад турăм.
Килес çул Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул пулать. Эпир те чăваш общественноçĕпе пĕрлех çитес вĕренӳ çулĕнче унăн манăçми ĕçĕсемпе çыхăннă уроксем, конкурссемпе викторинăсем ирттерĕпĕр. Мĕнпур ырă ĕçсем Иван Яковлев ячĕпе пулĕç, - каласа парать вĕрентӳçĕ.
 
: 868, Хаçат: 38 (1182), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: