Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кремльти Президент полкне Чăваш Республикинчен çулсерен çара илесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кĕске вăхăт хушшинче çак хисеплĕ часть витĕр 90 ытла чăваш ачи тухнă. Президент полкĕ пирĕн çĕршывăн «визит карточки», çавăнпа та кунти службăна ачасене уйрăмах тĕплĕн суйлаççĕ — çирĕпписене, тӳсĕмлисене, мораль тĕлĕшĕнчен тата пултарулăх енĕпе хастаррисене.
Иртнĕ кĕркунне Кремль полкне Чăваш Республикин районĕсенчен мĕнпурĕ вунпилĕк çамрăк лекнĕ. Вĕсене Чăваш Енри темиçе пин ачаран суйласа илнĕ. Канаш хулинчи республикăн призыв пунктĕнче пуçтарăннă пулас салтаксене ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев саламланă. Служба тытăннăранпа çур çул ĕнтĕ, чăваш ачисем патшалăх шайĕнче иртекен нумай мероприятие хутшăнаççĕ,нихçан сӳнми çулăм умĕнчи постра тăраççĕ.Полк командованийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен ачисем çар тивĕçне çӳллĕ шайра, тӳрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Президент полкне салтаксене Чăваш Енрен суйласа илессине пуçарса яраканĕ –çакăнти офицер Анатолий Крылов. Вăлах Чăваш Ен общественноçĕпе пĕрле ачасене шефа илнĕ. Утă уйăхĕн вĕçĕнче Президент полкĕн кавалери подразделенийĕн салтакĕсем хăйсен ентешĕсемпе тĕл пулнă. Мускав çывăхĕнчи Албинона Чăваш Енрен çĕр ытла çын килсе çитнĕ. Вĕсен хушшинче – РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, регионти «Сыны Отечества» обществăлла организаци çыннисем тата артистсем. Хăнасем валли кавалери полкĕнче экскурси ирттернĕ, концерт кăтартнă. Чăваш ачисене (вунпилĕк салтака) çак кун хăнасем умне кăларса чысланă. Кашни салтак строй умне тухса регионти обществăлла организаци ертӳçин çумне Эрик Васильев полковника (вăл та чăваш) чыс парса хăйпе паллаштарнă (ячĕпе хушаматне, званине, Чăваш Енри çуралнă районне асăннă). Леонид Волков чи маттуррисене дипломсем тата хаклă парнесем парса чысланă. 1962 çулта кунта Сергей Бондарчук «Война и мир» кино ӳкернĕ. Унтанпа тата 900 ытла кинофильм «çуралнă». Паян кавалери полкĕн тĕллевĕ – патшалăх шайĕнчи мероприятисене Мускаври Кремль лапамĕнче тата чикĕ леш енче илемлĕ ирттересси. Кавалери подразделенийĕ пограничниксемпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Чăваш ачисем Президент полкĕнче хĕсметре тăраççĕ пулсан – Чăваш Республикинче патриотла воспитани парас ĕç тивĕçлĕ шайра.
 
: 812, Хаçат: 38 (1182), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: