Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза нумай çул ертсе пынă ентешĕмĕр,ЧР Хисеплĕ çынни, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Аркадий Павлович Айдак авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă тенĕ.
Ачак хĕрĕ пулнипе эпĕ ăна 45 çул пĕлетĕп. Вăл пирĕн тăрăха ĕçлеме килнĕ çул эпĕ пуçламăш класс ачи çеç пулнă-ха. Çӳллех мар, патвар, кăн-кăвак куçлă, илемлĕ качча ял хĕрĕсем пĕрре курсах куç хыврĕç. Хирте-и, йĕтем çинче-и – вăл пынине курсан хĕрсем çӳç-пуçне тӳрлетме пикенетчĕç. Çамрăк ертӳçĕ никама та уйрăм тимлĕх уйăрмастчĕ. Çĕнĕ пуçлăхăн тĕллевĕсем урăхларахчĕ.
Вăл вăхăтра председательсен машинасем çукчĕ-ха. Айдак кăвак юлан утпа çӳретчĕ. Малтан мĕнпур хуçалăха пăхса çаврăнчĕ: ферма çурчĕсем чалăшса кайнă, выльăх-чĕрлĕх пылчăк ăшĕнче тăрать. Çулсем çук. Техника кивĕ. Ял халăхĕ ĕçке ярăннă. Хуçалăх районта чи начаррисен шутĕнче. Унта та кунта ӳсĕр çапкаланать. Пĕр сăмахпа – мĕнпур çĕрте йĕркесĕрлĕх. Çамрăк пуçлăх ялти ватăсене, тĕрлĕ специалистсене пуçтарса колхоза мĕнле лачакаран кăлармалли пирки канашланă.
Пĕррехинче пирĕн çемье каçхи апатра. Сасартăк пирĕн ума Айдакăн учĕ пырса чарăнчĕ. Председатель юлан ут çинчен çăмăллăн сиксе анса йĕвенне картаран çыхрĕ те хапхана майĕпен уçса кил картине кĕчĕ. Атте алăри кашăкне хурса хирĕç тухрĕ. Айдак пирĕн пӳрте кĕрсе тăчĕ. Эпир çăвар карса пăхса ларатпăр. Вăл пуçне тайса сывлăх сунчĕ. Анне тăрса Айдака пирĕнпе апат тума сĕнчĕ. Вăл тав туса атте патне ĕçпе килни çинчен пĕлтерчĕ:
-Никита Гаврилович,-терĕ вăл аттене куçран пăхса.-Пирĕн тăрăхра сирĕн пек ăста кирпĕч хуракан çук терĕç. Эпĕ фермăсене çĕнетесшĕн. Юписене кирпĕчрен хуртарасшăн. Эсир пулăшасса шанатăп.
Атте килĕшрĕ. Çапла аттепе анне темиçе çул ферма юписене купаласа çӳрерĕç. Ялта çĕнĕ ферма çĕкленсе ларсан аннене унта пăру пăхма сĕнчĕç. Атте вăрçă участникĕччĕ. Вăрçă суранĕсене пула часах чирлесе ӳкрĕ. Ура çине тăрайми пулсан Айдак аттене курма кĕчĕ. Вĕсем чылайччен калаçрĕç.
Аркадий Павлович килнĕренпе эпир вырăнти радиоузел калаçнине итлеме тытăнтăмăр. Ирхине улттăра анне радио çывăхнерех пырса ларатчĕ. «Вырăнти радиоузел калаçать»,- çак сăмахсенчен пуçлатчĕ Айдак хăй калаçăвне. Паянхи плансемпе паллаштаратчĕ, ĕнерхи ӳсĕмсемпе çитменлĕхсене асăнса хăваратчĕ. Кама мухтатчĕ, кама ятлатчĕ. Хăй ĕçлетчĕ, ыттисене те ĕçлеттеретчĕ. Хăй ĕçместчĕ, туртмастчĕ. Ĕçекенсенчен, ĕçтерекенсенчен хытă ыйтатчĕ. Çавăнпа та трактористсемпе водительсене ĕçтерме юраман.
Хăй тирпейлĕччĕ, йĕркесĕрлĕхпе пур енĕпе те кĕрешетчĕ. «Урамра нимĕнле хăма-пĕрене, кирпĕч тавраш купаланса выртмалла мар!- тетчĕ. –Тиесе килтĕн – пуçтарса кĕрт. Çавна тума виçĕ кун çитет. Тăваттăмĕш кунĕнче штраф тӳле!». Çапла ялта йĕрке турĕ. Часах асфальт хучĕ. Урамсен айккисем симĕс кавирпе витĕнчĕç.
Тыр-пул тухăçлăхне ӳстернипе пĕрлех вăл эрозипе кĕрешӳ пуçларĕ. Ял йĕри-тавра чуллă çырма. Чулĕсене çулран-çул кăларнипе çырансем ишĕлсе пынă. Айдак чулсене кăларма чарчĕ. Сăртсем айккипе йывăçсем ларттарчĕ. Ун валли вăрман хуçалăхĕнчен хурăн, чăрăш хунавĕсене илсе килчĕ. Кĕреçе тытма пултаракан кашни çын 100 тĕпрен кая мар йывăç лартмаллаччĕ. Пĕр хĕвеллĕ кун ĕç уявне çаврăнчĕ. Эпĕ хурăнсем лартрăм. Çулсем иртнĕçем тавралăх вăрмана çаврăнчĕ. Манăн хурăнсем те кашласа лараççĕ. Яла пырсан вĕсемпе «калаçмасăр» чун чăтмасть. Айдак çемйи те халăхпа пĕрле тăрăшса ĕçлерĕ. Çакă пуриншĕн те тĕслĕх пулчĕ!
Айдак вăрмансене тасаттарчĕ. Заповедник йĕркелесе ячĕ. Унта хир сысни, пăши, тилĕ, мулкач таврашĕ хăйсене ирĕклĕ туятчĕç. Плотина тытрĕ. Унта мĕнле кăна пулă ĕрчеместчĕ…
Çемье тенĕрен, вăл Тури Ачакри тăлăх хĕре качча илчĕ. Киле кĕчĕ. Мăшăрне вĕрентсе кăларчĕ. Айдаксем пилĕк ачине икĕ чӳречеллĕ пĕчĕк çуртрах ӳстерчĕç. Хуçалăхри правлени, клуб, шкул, столовăй, лавкка çурчĕсене çĕклесе лартмасăр председатель хăй валли пӳрт лартмарĕ. Пӳрчĕ те ахаль çынсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çапларах çынччĕ вăл Айдак.
Вăл ялти культурăна аталантарассипе нумай ĕçлерĕ. Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ, театр чăмăртанчĕ. Вăл «Халăх театрĕ» ята тивĕçрĕ. Спектакльсене ватти те, вĕтти те хутшăнатчĕ. Хĕллехи кунсенче хĕрарăмсене кичем ан пултăр тесе кĕслепе калакан ушкăн йĕркеленчĕ. Айдак хăй Мари Республикине кайса кĕслесем саккас пачĕ, маçтăрне тупса килчĕ.
Ялта ӳнер шкулĕ туса лартрĕç. Унта таврари ялсенчен шăпăрлансем çӳретчĕç. Унăн ертӳçи Михаил Разумов тăрăшнипе паян нумай ентеш ӳнер тĕнчинче вăй хурать.
Пирĕн колхозра чи лайăх рысаксемччĕ. Районти ăмăртусенче вĕсене çитекен пулман.
1972-73 çулсенче пирĕн колхозра пысăк сăра завочĕ çĕкленсе ларчĕ. Оборудованине Чехословакирен илсе килчĕç. Кăпăклă сăра туянма вертолетпа Шупашкартан çеç мар, Мускавран та килетчĕç. Ахальтен мар «Ленинская искра» хуçалăха çĕршывăмăрăн мĕнпур кĕтесĕнчен курма килетчĕç. Колхоз ячĕ Кремль трибуни çинчен те янăрарĕ. Пирĕн Чĕмпĕр тăрăхĕнчи хуçалăх ертӳçисем те пурте тенĕ пекех пулнă Ачакра. Анчах
Айдак пек пур енĕпе те йĕрке тăвакансем курăнсах каймарĕç-ха, халăхшăн çунакансем сахалтарах. Ял урамĕсем мăян айĕнче. Çуртсен умĕнче мĕн кăна йăваланмасть…Камăн тивĕçĕ ялта йĕрке тăвасси? Çакăншăн яваплисем çук мар, вĕсем уншăн ĕç укçи илсе тăраççĕ. Халĕ пурин те пĕр сăмах: «Укçа çук». Мăяна çулма, урамсенче тирпей тума укçа нумай кирлех-ши вара? Ман шутпа, укçа мар, ĕçлес туртăм çукрах. Хуçалăхри йĕрке йăлтах пуçлăхран килет. Манпа кашни килĕшет пулĕ тетĕп.
Шел, çĕр çине Айдак пек çынсем сайра килеççĕ. Ун пирки 2012 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Аркадий Павлович 75 çул тултарнă ятпа иртнĕ уявра РФ ял хуçалăх министрĕ Николай Фёдоров та, ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев та асăнса хăварнă. Çак кун ăна «ЧР Хисеплĕ çынни» ята парса чысланă. Николай Фёдоров министр Айдакăн кăкăрĕ çине «Ял хуçалăхĕнче пысăк ӳсĕмсем тунăшăн» ылтăн медаль çакса янă. Етĕрне район администрацийĕ Аркадий Айдак ячĕллĕ преми çирĕплетнĕ. Ăна тăван тавралăха сыхлас, унăн пуян-лăхĕсене хушса пырас енĕпе уйрăмах палăрнă шкул коллективне çуллен памалла тунă.
Апла пулсан Аркадий Айдак хăварнă вăрлăх чăннипех асамлă вăй парса тăрать, çирĕп хунав çĕкленĕ.
 
: 908, Хаçат: 38 (1182), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: