Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурнăçа мĕнле страхлаççĕ?
Анатолий ВАСЮКОВ.
Пурнăçа страхлани – укçа пухмалли тата пенси çумне укçа хушмалли меслет. Паян вăл икĕ тĕрлĕ:
Хăрушсăрлăха пăхмасăр страхлани (рисковое страхование). Хăйне страхлакан пĕррелĕх взнос тӳлет. Инкек сиксе тухсан вăл пĕр хутчен пысăк укçа илет.
Перекетлев страхлавĕ. Страхлав компанин клиенчĕ хăйĕн счёчĕ çине пĕчĕкшерĕн укçа хурса тăрать. Страхлав килĕшĕвĕн вăхăчĕ иртсен вăл пухăнса пынă укçине кăна мар тата инвестици тупăшне (бонус) илет. Енчен те унпа инкек сиксе тухрĕ пулсан мĕнпур пухăннă укçине тӳлеççĕ.
Нумайăшĕ перекетлĕ страхлав мелĕпе усă курать. Шанчăклă страховани компанийĕ ватлăхра пысăк пулăшу пама, ачасене кĕтмен йывăрлăхран хăтарма пултаракан орган.
Килĕшӳ тунă чух клиент срокне палăртать, тӳлесе пымалли графикне алла илет. Тӳлев калăпăшне хăйĕн палăртма ирĕк пур. Инвестици тупăшне страхлакана пĕтĕмĕшпех памаççĕ, ун аллине 2-10 проценчĕ çеç лекет. Ытти укçи компани клиенчĕсем хушшинче пайланать. 20 проценчĕ компанирех юлать. Процент калăпăшĕ сирĕн укçăра мĕнле ĕçе хывса мĕнле тупăш панинчен нумай килет. Çавăнпа унăн калăпăшĕ пĕр пек мар.
 
: 744, Хаçат: 38 (1182), Категори: адвокат хуравлать

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: