Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
«Известия» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Раççей правительстви халăхсен хушшинчи хутшăнăва çирĕплетес тата хирĕçӳлĕхе пĕчĕклетес тĕллевпе федераци телеканалĕсенче Раççейре пурăнакан халăхсен культурине çутатакан фильмсене кăтартма сĕнесшĕн.
Унсăр пуçне «ТВ-Центр» тата «Мир» каналсемпе тӳрĕ эфирта Сабантуя, çав шутра чăвашсен Акатуйне те, Курбан-байрама, Мэрцишора, Навруза тата ытти уява кăтартмалла иккен. Христиансен уявĕсем валли те эфирта вăхăта ытларах уйăрмалла. Çавăн пекех ăс-тăн вăййисенче те халăхсен культурипе паллаштаракан ыйтусен шучĕ ӳсмелле. «Своя игра» продюсерĕ Сергей Пехлецкий пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен патне кунашкал хушу çитмен-ха, çапах та ку кăларăмра тĕрлĕ халăх культурипе çыхăннă ыйту унччен те сахал мар пулнă.
 
ОБЛАÇРА – КУЛЬТУРА ФОРУМĔ
Авăн уйăхĕн 20-30-мĕшĕсенче пирĕн облаçра Пĕтĕм тĕнчери культура форумĕ иртет. Çак тапхăр тĕрлĕ мероприятисемпе пуян. «Ульяновск – культурная столица» фондăн пуçлăхĕ Татьяна Ившина каланă тăрăх, культура мероприятийĕсем тӳлевлĕ (300-400 тенкĕ), ĕçлисем – тӳлевсĕр пулмалла.
Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – «Пластовская осень» ятпа пĕтĕм тĕнчери ӳнерçĕсен аслă пухăвĕ тата Аркадий Пластов çуралнă тăрăхра — художниксен пленерĕ. Карсунра ачасен ӳнер шкулĕ, Ульяновскра – эрмен художникĕн Мартисян Сарьянăн куравĕ уçăлмалла. Аслă пухура ӳнер ĕçĕнче палăрнисене Пластов премине парса чыслĕç.
Унсăр пуçне вырăс чĕлхине вĕрентекенсен пĕтĕм тĕнчери наукăпа педагогика пухăвĕ, Раççейпе Германи кунĕсенче – «Градостроительство и городская среда» ятпа 3-мĕш пĕтĕм Раççей канашлăвĕ иртмелле.
Облаçри пуканесен театрĕнче çамрăксен Раççей академи тата «Синематографъ» театрсем хăйсен пултарулăхĕсене кăтартĕç.
«Губернаторский» Культура керменĕнче тата «АкваМолл» центрта тĕнчипе паллă ташă-юрă ушкăнĕсен пултарулăхĕсемпе паллашма май пулĕ.
Çамрăк фермерсене — пулăшу
Облаçра фермер ĕçне пуçăнакансене патшалăх 73 млн тенкĕ укçа уйăрнă.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Чăнлă районне пырсан облаçри конкурсра çĕнтерекен çамрăк фермерсене укçа илме сертификат парса чысланă.
Аса илтеретпĕр: пирĕн облаçра кăçал икĕ тĕллевлĕ программа ĕçлеме тытăннă: «Поддержка начинающих фермеров Ульяновской области на период 2012-1014 годы» тата «Развитие семейных животноводческих ферм на базе крестьянских (фермерских) хозяйств Ульяновской области на 2012-2014 годы».
Конкурса 65 çын хутшăннă. Кивĕ Кăлаткă, Майна, Мелекесс, Чăнлă тата Радищево районĕсенчен 40 çын çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. Грандăн калăпăшĕ вăтамран 1 млн та 200 пин тенкĕ.
«Фермер хуçалăхĕсем çулсерен аш, çу, сĕт парассине ӳстерсе пыраççĕ. 2006 çулта фермер хуçалăхĕсем мĕнпурĕ 500 тонна аш-какай тата 5 пин тонна ытларах сĕт панă пулсан кăçалхи 8 уйăх хушшинче 860 тонна аш тата 13,5 пин тонна сĕт (виçĕ хут ытларах) панă. Ман шутпа, çак ӳсĕмсем патшалăх пулăшăвĕсĕр пулман», – тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Чартаклăра соя пуçтараççĕ
Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 431,5 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ – 97,8 процент. Пурĕ 643,5 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран — 14,9 центнер.
Тухăçлăхпа Ульяновск (19,5 центнер) тата Сăр районĕсем (19,7) малта пыраççĕ. Çав вăхăтрах ку кăтарту Инза районĕнче 4,9 центнер çеç, Барăш районĕнче – 7.
Хĕвелçаврăнăш пуçтарассипе Мелекесс районĕ малта – пурĕ 10655 тонна çапса илнĕ. Чартаклă районĕнче вара – 5025 тонна. Соя пуçтарас енĕпе те Чартаклă районĕ палăрать – 942 тонна. Вешкайма районĕнче пахча çимĕç 3080 тонна туса илнĕ, Мелекесс районĕнче – 2990. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ (133040 тонна) тата çĕр-
улми (12416 тонна) кăларас ĕçре Чăнлă районĕ малта пырать.
 
: 959, Хаçат: 39 (1183), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: