Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕлĕвĕпе вăл инженер-строитель, акă çиччĕмĕш çул Ульяновск хулин администрацийĕнче вăй хурать: маларах Хула Думин председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, халĕ – Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.
Ульяновскри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ, вырăнти хастар чăвашсемпе Ульяновск облаçĕпе хули администрацийĕсем хушшине кĕпер хывакан пуçаруллă чăваш. Хастарлăхпа ыркăмăллăхшăн «Çĕрçуллăх меценачĕ» кĕмĕл ордена тивĕçнĕ, ун ятне «Ульяновск хулин чи аван çынни-сем» Хисеп хăмине кĕртнĕ. Пирĕн хăна паян – Петр Капитонович Столяров. Авăн (сентябрь) уйăхĕн 21-мĕшĕнче хисеплĕ ентеш 60 çул тултарчĕ.
 
— Петр Капитонович, Ульяновск облаçне Эсир хăçан килнĕ?
—1972 çулта Курганти машинăсем тăвакан техникумран вĕренсе тухсан ĕç карьерине Димитровградри «Уралпроммонтаж» тресчĕн монтажпа строительсен 14-мĕш управленийĕнче слесарь-монтажникра н пуçла-рăм. Часах мана маçтăр, прораб, аслă прораб ĕçĕсене шанса пачĕç. 1980 çултанпа «Гидромонтаж» строительсен пĕрлешĕвĕнче участок пуçлăхĕнчен производствăна хатĕрлекен инженер, тĕп инженер çумĕ, генеральнăй директор çумĕ таран çитрĕм. 1998 çултанпа эпĕ Ульяновскра пурăнатăп. Хамăрăн пысăк предприятие — Çĕнĕ хулана куçарсан пĕр хушă уйрăмлатнă «Ульяновск монтажпа строительсен 14-мĕш управленийĕнче» генеральнăй директорăн çумĕнче вăй хутăм. 2004 çултанпа эп – виçĕ теçеткене яхăн ĕçленĕ хамăрăн акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ. Çамрăклăх вăхăчĕ питĕ интереслĕ иртрĕ. Мĕнлерех пысăк класслă профессионалсемпе юнашар вăй хума тивнĕшĕн хĕпĕртетĕп.
—Ульяновск облаçĕнчи чăваш юхăмне еплерех пырса кĕтĕр Эсир? Чăваш халăхĕшĕн çунни-и ку?
—Юн туртнă пуль. Ульяновскра пурăнма пуçласан хастар чăвашпа Борис Улендеев сăвăçпа паллашма тӳрĕ килчĕ. Иксĕмĕр те Тури Террасăра пурăнатпăр. Борис Александрович мана УОЧНКАн отчетпа суйлав конференцине йыхравларĕ. «Облаçри пултаруллă чăвашсемпе паллашăн»,-терĕ. Чăнах та çапла пулса тухрĕ темелле. Чи малтан паллашнисенчен пĕри –Аслă Нагаткинта пурăнакан Анатолий Узиков. 2003 çултанпа хама хисеплĕ Владимир Сваевăн сылтăм алли тесен те йăнăшмастăп. Владимир
Ильичпа мана шăпа маларах – вăл Ульяновск облаçĕн миграци службинче ĕçленĕ чухне — паллаштарнă. Ăна облаçри чăвашсен автономийĕн тилхепине шанса парсан эпĕ те унта усăллă пулассине ĕнентĕм.
Чăваш халăхне шухăшлаттаракан çивĕч ыйтусене татса пама пуçланă çĕрте ытти ĕçтăвком членĕсемпе пĕрлех манăн тӳпе те пур тесе шутлатăп. Маттур чăвашсемпе тăрăшса ĕçлени малалла талпăнма хавхалантарчĕ. 2003 çулта чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕ чăмăртанчĕ. 2006 çулта харсăр чăвашсемех мана Ульяновск хула Думин III созывĕнчи депутатне суйланма хамăн кандидата тăратма сĕнчĕç.
— Çавăнтанпа Эсир Ульяновск хула Думин председателĕн çумĕ.
— Çапла, çынсемпе ĕçлес опыт ман чăнах та пысăк пулнă. Халиччен тăрăшнă обществăра монтажниксемпе строительсем пине те çитнĕ. Вĕсемшĕн яланах яваплăх туйнă, шанăçĕсене тӳрре кăларма тăрăшнă. Депутата суйласан хула проблемисене, уйрăм çын ыйтăвĕсене татса панă çĕрте тăрăшрăм. Ăнăçса пынине курсан – шаннă ĕç хама килĕшнине туйрăм.
-Пурнăçра еплерех правилăсене пăхăнса тăратăр?
-Хам мĕнле пулнă, çапла юласси, яваплăха хам çине илесси – ман пĕрремĕш тĕллев. Мĕн те пулин тĕрĕс мар пулса тухсан – йăнăшне хамран шырама пуçлатăп. Айăплисене тупсан каçаратăп. Аван çынсенчен ырă тĕслĕх илетĕп. Иккĕмĕшĕ — хуть те мĕнле аталанса пыракан ĕçĕн те результачĕ курăнса тăтăр. Пур пуçарăва та ячĕшĕн çеç мар, вĕçне тухиччен тумалла. Ума лартнă пур ыйтăва та хам йĕрлесе пыма тăрăшатăп. Пăхăнса тăракан çынсемпе пĕр чĕлхепе калаçатăп. Тури Террасăри 8-мĕш участокри 16 пин те 100 çыннине пурне те сăнран палламастăп пулин те вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусене хам тĕрĕслесе тăратăп, татса пама тăрăшатăп. Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн, хула хуçалăхĕпе экологи комитечĕн председателĕн ĕçĕ çителĕклех.
— Çемйĕр çинчен каласа парăр-ха.
—Çемьене вăхăт нумай уйăрайманнишĕн чи малтан çывăх çынсем кулянаççĕ паллах. Арăм, Татьяна Николаевна, бухгалтер. Вăл мана ăнланать, яваплăха чунĕнчен туять. Ман икĕ хĕр. Асли — юрист, кĕçĕнни — тухтăр. Виçĕ мăнук, асли Влада 2-мĕш класа çӳрет. Шăллăм çемйипе питĕ туслă эпир. Владимир Капитоновичпа пĕр сăмахлă. Мана пурнăçăмра ăнать темелле. Çул çинче вĕçĕмсĕр ăнланакан çынсемпе тĕл пулатăп. Юлташсемсĕр тĕнче ытла та кичем пулнă пулĕччĕ. Анчах та ĕçе пула тăтăш тĕл пулаймастпăр.Марк Твен калани аса килчĕ, чăн-чăн юлташ вăл кашни кун куракан çын мар, ырă канаш е пулăшу кирлĕ чухне самантрах çитекенни.
—Ял пурнăçне аса илетĕр-и Эсир? Ахăртнех, вăл Сире инженер профессине юратма хăнăхтарнă.
- Ачаран эп механик пулма ĕмĕтленнĕ. Атте, Капитон Корнилович, Карапай-Шăмăршă вăрманĕнче ĕçлетчĕ. Вăл çĕнĕ бензопăчкă туянсан унпа кăсăклансах кайрăм. Юлташĕпе иккĕш урăх ĕçпе пăрăнсан ăшĕнче мĕн пуррине курас тесе веçех сӳтсе тăкрăм. Кайран ăна кил таврашĕнче те, заводра та пуçтараймарĕç урăх. Эпĕ ун чухне 8 çултаччĕ. Анне, Анна Ивановна, çирĕп кăмăллă, аван хĕрарăмччĕ, хуçалăхра тăрăшатчĕ. Эпĕ вăрманлă, юхан шывлă, уй-хирлĕ илемлĕ вырăнта ӳснĕ. Атте-анне ырми-канми ĕçленĕ, пурнăçа юратнă, тăван тавралăх илемне сăнама пĕлнĕ. Пире те ĕçе юратма ачаран хăнăхтарнă, çын тунă. Ял хавалĕ çапла пулнă. Канма та пĕлнĕ. Чăвашсем туйсене чаплă ирттернĕ, юрлама-ташлама ăста пулнă.
—Петр Капитонович, Эсир Ульяновск хулинче пурăнса Чăваш Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ çын.
—Чăваш тĕнчинче пулса иртекен ĕçсем мана чăннипех кăсăклантараççĕ. Икĕ кӳршĕллĕ регион хушшипе туслăх кĕпер хывни чăвашлăха аталантарма май парать.
УОЧНКА пуçлăхĕн çумĕ пулнă май Мускаври Пĕтĕм Раççей чăваш Акатуйне çитрĕм. Çавăнтах Андриян Николаев космонавтпа, Пĕтĕм Раççей чăвашĕсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕпе Геннадий Аксаков депутатпа куçа-куçăн калаçма май пулчĕ. Вырăнти чăвашсем çулсерен Шупашкара Хула кунне, Республика кунне уявлама çӳретпĕр, ĕçлĕ çыхăнусем тытатпăр. Паян Ульяновск хулин Думи Шупашкар хула мэрĕпе Леонид Черкесовпа тачă çыхăнса ĕçлет. Эпир РФ Президенчĕн çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕпе Геннадий Фёдоровпа аван хутшăнусенче. Вăл малтан Раççей чăвашĕсен автономийĕн председателĕччĕ. Чăваш Наци Конгресĕн сьездĕнче пĕр хутчен çеç мар пулнă. 2011 çулта ЧР культура министрĕ Роза Лизакова Чăваш Республикин Хисеп хутне парса чысларĕ. Маншăн ку хаклă награда. Тавах уншăн. Эпĕ хам та чăвашсене çӳлелле çĕклеме тăрăшатăп. Чăваш пулма килĕшет мана.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр та облаçра пурăнакан пур наци çыннисене ăнланать. УОЧНКАн ĕç тăвакан комитечĕн, ман шутпа, ентешсен чун-чĕрине хускатакан, хавхалантаракан чăваш уявĕсене малалла тăсмалла, тăрăшса ĕçлемелле; «Эртел» йышне хушмалла. Ульяновск хулин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте те, чăвашсен автономийĕн ертӳçин çумĕн ĕмĕт-тĕллевне татса панă çĕрте те, депутат ĕçĕнче те чун, ырă кăмал тата ăс-хакăл кирлĕ. Çак кăмăл-туйăма хамра шайлаштарма тăрăшатăп.
—УОЧНКА пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ канма — чăваш юррисене итлеме, чăваш апатне çиме юратать-и?
— Чее ыйту. Паллах, юрататăп. Чăваш юрри-кĕввине итлесе савăнатăп. Кану кунĕнче пушăрах пулсан хашлама пĕçеретĕп. Питĕ тутлă апат. Чăвашсем сунара çӳреме юратнă, эпĕ те çулталăкне икĕ хутчен те пулин сунара тухатăп.
— Ульяновск чăвашĕсен ĕçне мĕнле паллăпа хаклатăр?
— Тăваттăпа. Область чă-вашĕсен тачăрах пĕрлешмелле тесе шутлатăп. Хамăр хушăра пирĕн ним уйăрмалли те çук. Пурте – пĕр ĕç туса пыратпăр. Кар тăрса «Йĕплĕ садик» паркра И.Я.Яковлев палăкне лартрăмăр, Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта Чăваш Культура центрне уçрăмăр, пĕлтĕр Ульяновск çĕрĕ çинче Раççей чăваш Акатуйне кĕрлеттертĕмĕр тата ытти те. 2013 çулта Ульяновскра Раççей шайĕпе И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул, Чĕмпĕр чăваш шкулне 145 çул çитнине халалласа тата Раççей чăваш пикисен «Сарпике» конкурсне ăнăçлăн йĕркелесе ирттермелле.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр чăваш автономине Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çурта пачĕ. Паян ăна юсас ĕçсем хĕрӳ пыраççĕ. 1 миллиона яхăн укçа кирлĕ пулать. Эртелçĕсемпе ку ыйтупа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.
— Петр Капитонович, Сире Ульяновск хула Думинче тухăçлă ĕçленĕшĕн, «Ульяновск хули» муниципаллă пĕрлешĕвĕн вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвĕнчи пысăк çитĕнӳсемшĕн тата 60 çул тултарнă ятпа нумаях пулмасть «Ульяновск хули умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе чысланă. Эпир те Сире çак наградăпа чун-чĕререн саламлатпăр.
—Хăвăра та тав. «Канаш» хаçата вулатăп, пысăк ĕç туса пыратăр эсир, малашне те пирĕн пĕрле ĕçлемелле. УОЧНКА ĕçĕ-хĕлне аван çутатса пыратăр, вăхăтпа пĕр тан утатăр.
 
: 877, Хаçат: 39 (1183), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: