Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тереньга районĕнчи чи ватă çын Патуелĕнче пурă-нать. Александра Леонтьевна Чернова, 1911 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнăскер, кăçал 101 çул тултарнă!
Вăл пурăнакан виçĕ чӳречеллĕ кивĕ çурта пырса шаккасан мана хирĕç вăр-вар хĕрарăм чупса тухрĕ. Ку вăл унăн хĕрĕ Вера Семёновна пулчĕ.
-Эсир вара миçе çулта?- ыйтрăм тарават хĕрарăмран пӳрте кĕнĕ май.
-Эпĕ сакăрвунă иккĕре çеç-ха,- хуравларĕ вăл мана тĕпелерех иртме сĕнсе.
Çĕр çул урлă каçнă çынсене эпĕ унччен те куркаланă. Ытларах чух вĕсем хăй тĕллĕн куçкалаймаççĕ е вырăнпах выртаççĕ. Пире аллине туя тытнă, йăрăс пӳллĕ хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Эпĕ мĕн нушапа çӳренипе кăсăкланчĕ. Ăс-тăнпах калаçать хăй, хăлхи те хытсах ларман-ха. Акă мĕн каласа пачĕ вăл хăй шăпи çинчен:
-Эп астăвасса, пирĕн аттепе аннен тăхăр ача пулнă: Гриша, Варвара, Елена, Василий, Алексей, Нина…(ыттисен ячĕсене аса илеймерĕ). Эпĕ аннерен çиччĕре юлнă. Вăл ача çуратнă чух вилнĕ. Пĕр çул пирĕн тăрăхра тырă пулмарĕ. Выçлăх килчĕ. Выçăпа вилесрен атте – Леонтий Гаврилович Антушкин –мана Баку хулине илсе кайрĕ (ытти ачасене кампа хăварнине астумастăп). Кавăн çисе сывă юлтăмăр. Пĕр еврей патĕнче пурăнтăмăр. Эпĕ нянькăра ĕçлерĕм. Хуçа патне баржăпа курага, иçĕм çырли таврашне тиесе килетчĕç. Вăл лавкка тытатчĕ. Атте ăна пулăшатчĕ пулас. Кил хуçи арăмне Фигара тесе чĕнетчĕç. Мана вĕсем юрататчĕç, вулама вĕрентрĕç. Аттепе тăвансемшĕн тунсăхлаттăмăр. Тăватă çултан киле таврăнтăмăр.
Хĕрĕ каласа панă тăрăх, ӳссе хĕр пулсан вăл çак ял ачипе –Семён Черновпа — çемье çавăрнă. Колхозсем чăмăртанма тытăнсан Черновсем унта кĕмен. Харпăр хуçалăхĕпех пурăннă. Тен, йышăнман, мĕншĕн тесен ашшĕ вăрçăра тыткăнра пулнă. Хăй ирĕкĕпе мар, аманса лекнĕ.
Черновсем тăхăр ача çуратса ӳстернĕ. Раясăр пуçне пурне те килте çуратнă. Паян тăваттăшĕ çеç пурăнать. Ашшĕ 75 çула çитсе çĕре кĕнĕ. Оля ятлă хĕрĕ Украинăра – Киевра тĕпленнĕ. Кĕç-вĕç амăшне илме килмелле. Хĕл каçма ăна çулсерен хăшĕ те пулин хăтлă хваттере илсе каять. Амăшĕн çуртĕнче хĕл каçма май çук: çут çанталăк газне кĕртмен, çурчĕ кивĕ, ăшă тытмасть. Пӳрчĕ вутăпа хутăнать. Вуттине хĕрĕ хăй укçипе туянать, тӳлесе кастарать. Амăшĕ нимĕнле çăмăллăхпа та усă курмасть – пенси укçисĕр пуçне.
Мĕншĕн патшалăх çак хĕрарăма çапла уйăрса хăварнă-ха? Хĕрĕ каласа панă тăрăх, вăрçă çулĕсенче вăл та ытти хĕрарăмсемпе пĕрле хăй çутипе çĕрĕ-çĕрĕпе алса-нуски таврашĕ çыхса фронта ăсатнă, хирте ыттисемпе тан тар тăкнă – колхоза кĕмен пулсан та…Вăл та Çĕнтерĕве çывăхлатас тесе тăрăшнă-çке… Вăрçă вăхăтĕнче ĕçленисене халĕ патшалăх хваттер уйăрать, çурчĕсене юсаса парать. Саня аппана нихăш енчен те тимлĕх çук. Е ку кинемей çав-çавах нумай пурăнаяс çук тесе патшалăх алă сулнă-ши?
-Çăмăллăхĕ пурччĕ пĕр вăхăт,- тет Вера Семёновна.- Аннене пăхнăшăн уйăхсерен пин те икçĕр тенкĕ тӳлесе тăратчĕç. Темшĕн халĕ пама пăрахрĕç. Хам та ватăлса пыратăп. Эпĕ Ульяновскра пурăнатăп. Манăн виçĕ ача, мăнуксем …Çу кунĕсенче аннене пăхма килетĕп. Телее, анне хăех тухса çӳрет. Тирпейлĕ. Эпир унпа мунча хутса кĕретпĕр.
Тăватă чăх усратпăр. Пахча çимĕç кăштах аккалатăп. Çапла иксĕмĕр кăштăртатса пурăнатпăр.
Калаçăва Александра Леонтьевна хутшăнчĕ.
-Мана ялти, шкулти мероприятисене тăтăшах чĕнеççĕ. Ĕлĕкхи йăласем çинчен каласа пама ыйтаççĕ: салтака мĕнле ăсатнă, туйра мĕнле юрăсем юрланă?
Хăй «Сортирует сортировка…» тата «Ах, попалась, птичка» сăвăсене пĕр такăнмасăр каласа пачĕ. Вĕсене вăл Бакура пурăннă чухнех вĕреннĕ иккен. Туй юррисене, шел, аса илеймерĕ.
-Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнин сăлтавĕ мĕнре-ха,- тесе ыйтсан Вера Семёновна çапла хуравларĕ:
-Анне эрех ĕçмест, ĕçекенсене халĕ те тӳсме пултараймасть. Çынпа пĕрле хăнара ларатчĕ, черкке те çĕклетчĕ, кăшт сыпса паратчĕ те лартатчĕ. Çынна нихçан та усал туман. Пире питĕ юратса ӳстерчĕ. Турра шанать.
– Турра шанатăп, анчах чиркĕве çӳреме ӳркенетĕп, – хушса хучĕ амăшĕ çурма чăнласа, çурма шӳтлесе. – Эпĕ килти Турăш умĕнче кĕлтăватăп. «Мана илсе кай-ха тархасшăн. Мĕн усси халĕ эпĕ пурăнни?» – тесе йĕрсе ыйтатăп. Çук, мана Турă илтмест ахăр. Украинăна кайса вилес килмест. Килти вырăн çинчех вилес – Тепле çав, эпир пурте Турă аллинче те...
Çапах та хăйĕнче тата пурăнас кăмăл пур-ха. Апла пурăнас кунĕсем – малта.
 
: 991, Хаçат: 39 (1183), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: