Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелекесс районĕнче хальхи вăхăтра 14 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан, 7 тĕп пĕлӳ паракан шкул ĕçлет. Районти ултă шкулта чăваш культурипе историне кружок е факультет майĕпе вĕренеççĕ.
Филипповка шкулĕ – Мелекесс районĕнче ачасене тăван чĕлхене предмет майĕпе вĕрентекен пĕртен-пĕр шкул. Чăваш чĕлхине туллин ăса хывма вĕренекенсене Лидия Алексеевна Куликова пулăшать.
-Пирĕн шкулта 138 ача вĕренет. Вĕсенчен 23-шĕ чăваш ачи, - каласа парать вăл.
Кӳршĕ Тури Мелекесс ялĕнче çуралса ӳснĕ Лидия Алексеевна ачасемпе ĕçлеме, тăван чĕлхене шкулта вĕреннĕ чухнех кăмăлланă. Çавăнпа та пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарса аттестат илсен Çинкĕл педучилищин вĕренме кайнă.
-Эпĕ вĕреннĕ çулсенче Çинкĕлте тăван чĕлхепе вĕрентекен ятарлă преподаватель çукчĕ. Занятисене Вера Александровна Архипова килсе ирттеретчĕ. Лайăх пĕлӳ пачĕç. Диплом илсен Филипповкăна ĕçлеме килтĕм. Малтанхи çулсенче пуçламăш класс ачисене вĕрентеттĕм. Шкулта Л.И. Куликова, Г.Д. Беспалова вĕрентекенсем чăваш урокĕсене илсе пыратчĕç, - тет Лидия Алексеевна.
Ултă çул каялла чăваш чĕлхипе литературин урокĕсене илсе пыма Л.А. Куликована шанса параççĕ: предмет майĕпе, эрнере пурĕ 21 сехет. Кăçал шкулти иккĕмĕш-саккăрмĕш классем тăван чĕлхене эрнере 3 сехет, 9-11-мĕшсем 4 сехет вĕренеççĕ. Çаплах кунта «Халăх кĕввин кружокĕ» ĕçлет. Ăна музыка преподавателĕ Э.В.Шайдуллина ертсе пырать. Вĕренекенсем кружокра тĕрлĕ халăх юрри-ташшине вĕренеççĕ, çав шутра чăвашсенне те. Çавăнпа мероприятисем ирттерме пире çăмăл теççĕ вĕсем. Пĕрлĕхре вăй тесе ахальтен каламан ваттисем.
Чӳк уйăхĕнче Филипповка шкулĕнче Ухсай Яккăвĕн çуралнă кунне халалланă пысăк мероприяти ирттерме палăртнă. Чăваш литературин классикĕн юбилейĕ пĕлтĕр пулнă пулин те, ачасен тăван халăхăн аслă çыннисене ялан асра тытмалла тесе шутлаççĕ преподавательсем.
 
: 992, Хаçат: 39 (1183), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: