Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Николай Ивандеевăн фермер хуçалăхĕн базине пырса кĕрсен куçа тӳрех тирпейлĕх курăнать. Техника ретĕн-ретĕн ларать, механизмсем, агрегатсем пĕр вырăнта, вĕсем тап-таса. Çӳпĕ-çапă йăваланса выртнине кураймастăн. Нумаях пулмасть 3000 тонна вырнаçакан пахча çимĕç усрамалли путвал, тырă хумалли çĕнĕ ангар хăпартса лартнă кунта.
- Кашни çĕрте йĕрке пултăр, эпир килте япаласене тĕллĕн-паллăн пăрахмастпăр вĕт. Кунта та тирпей тума тăрăшăтпăр. Культура пур çĕрте кирлĕ. Ĕçри йĕрке — пуçран, шухăшсенчен пуçланать . База хĕррине улмуççи сачĕ лартрăмăр. Çывăх вăхăтра пура турттарса килсе Механизаторсен çурчĕ туса лартасшăн. Малашне хырсем тата кăвак чăрăшсем лартса парк тăвас шухăш пур -, тет фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ.
Николай Ивандеев – облаçри паллă фермер. Область делегацийĕпе пĕрле вăл яланах ют çĕршывсене семинарсене, куравсене, тĕрлĕ тĕлпулусене тухса çӳрет. Америкăра, Германире, Финляндире тата ытти çĕрте пĕрре мар пулнă. Уйăх каялла çеç Питĕртен ял хуçалăх техникин куравĕнчен килнĕ-ха, унта Финлянди фермерĕсем те хутшăннă. Унта вĕсемпе элита вăрлăх туянма тата ял хуçалăх продукцисене сутас ыйтупа пĕрле ĕçлесси пирки калаçнă.
РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Г.Ивандеев хăй ĕçне пуçарса яни 20 çул ытла ĕнтĕ. Çак вăхăтра ун ун çумĕнче ывăлĕ — Герман ĕçлесе нумай вĕреннĕ, халь вăл хăй ЧП «Ивандеев» предприяти йĕркеленĕ. Сăмах май, çак кунсенче С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр Чăнлă посёлокне çитсе облаçри лайăх аталанса пыракан, ятарлă конкурсра çĕнтернĕ 40 çамрăк фермера кашнине 1 миллион та 200 пин тенкĕлĕх сертификат панă.
Вĕсем хушшинче Герман Николаевич та пур. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен облаçри пуçласа ĕçлекен çичĕ фермера Мускава вĕренме яраççĕ, ку списока Герман Ивандеева та кĕртнĕ.
Ку кĕркунне тăтăшах çумăрсем пулчĕç. Çак кун çанталăк хĕвеллĕ тăнипе усă курса хуçалăхра çĕрулми кăларатчĕç. Паян КамАЗ автомобильпе Николай Григорьевич хăй çӳрет, Герман Николаевич вара — ЗИЛ-130 автомобиль рулĕ умĕнче. Сăлтавĕ – пĕр водитель çак кун пĕр тăванне пытарма ялне кайнă, тепри лайăх çанталăк тăнă чух килти пахчинчи çимĕçсене нӳхрепе кĕртесшĕн.
Хирелле çул тытатпăр.
-Типĕ çанталăк тăрать паян, икĕ смена ĕçлемелле, пĕр 22 сехетчен тăрмăшмалла пулать. Çынсене пĕлтермелле каçпа хире килме,- тет Герман Николаевич ашшĕне.
Хăй вара комбайн çинчи çĕрулмие машина çине тиесе базăналла вĕçтерет. Эпир Николай Григорьевичпа Устеренка ялне каç валли çынсем пуçтарма кайрăмăр. Çула май хире сухалакан трактористсем валли лавккаран минераллă шыв туянтăмăр.
Çĕрулмие «Беларусь» тракторпа Сергей Лянкин кăларать. Вăл сĕтĕрсе пыракан Германи комбайнĕ çинче икĕ хĕрарăм тымар çимĕçе тăпра муклашкисенчен тасатса пыраççĕ. КамАЗ çинчи пысăк бензобакран насуспа уçласа трактор çине солярка ярса хăваратпăр. Çаплах Виталий Алексеевăн К-701 тата Марат Абиновăн Т-150 суха тăвакан тракторĕсене заправка турăмăр. Çумри хирте кĕрхи тулă акаççĕ – ак агрегат патне ГАЗ-53 машина килчĕ, сеялка çине вăрлăх ячĕç. Каç енне сулăна пуçларĕ. Часах хире каçхи апат илсе килмелле. Пăхатпăр та – çĕрулми аврине çулакан трактор чарăнса ларнă. Пысăк хăвăртлăхпа çаврăнакан диск çинчен çĕрулми аврине касса пыракан сăнчăрĕ тухса кайнă. Хута яма базăна çитсе дискне сверло станокĕпе çĕнĕрен виçĕ шăтăк шăтармалла. Эпир базăна васкатпăр. Николай Григорьевич юсав мастерскойне кĕрсе темиçе минут хушшинче диск çине çĕнĕ шăтăксем туса тухрĕ. Халь ăна хире трактор патне çитермелле. Фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн кĕсье телефонĕ пĕрре те шăнкăртатма пăрахмасть. Унран вĕçĕмсĕр мĕн те пулин ыйтаççĕ, канашлаççĕ — хушса, вĕрентсе тăмалла.
-Ĕлĕкхи колхоз председателĕ пекех эсĕ, Николай Григорьевич. Веçех ху пуçу çинче, веçех хăвăн пĕлсе ертсе пымалла. Çĕр лаптăкĕ те пĕчĕк мар – 1000 гектара яхăн,- тетĕп эпĕ.
-Мĕн председательпе танлаштармалли пур пире! Председатель груз турттаракан машина е трактор рулĕ умне ларать-и? Сверло станокĕпе ĕçлет-и? Сварщик ĕçĕсене тăвать-и? Машина çине тырă тиет-и? Вăл хăйне турттарма панă çăмăл машина рулĕ умне те лармасть – ăна ятарлă водитель илсе çӳрет. Председательсем мĕнле ĕçлесен те пĕчĕк мар шалу илнĕ. Манăн веçех урăхла, никам та ĕç укçи памасть. Тухăç илейсен, ăна йĕркеллĕ вырнаçтарайсан, уншăн банка укçа килсен тин усси пулать пирĕн. Кăçал ак çанталăк типĕ тăнипе тухăç чаплă мар. Пĕрчĕллĕ культурăсене гектартан 28 центнер кăна илтĕмĕр, çĕрулми тухăçĕ те 200 центнертан иртмест, - тет вăл.
Председатель çинчен каланă сăмахсем тĕрĕссине темиçе минутранах курса ĕнентĕмĕр. Хирĕç килекен пысăк трактор чарăнчĕ. Ку паллакан çын пулса кайрĕ: фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Пётр Краснов. Ун тракторисчĕ чирлесе ӳкнĕ – çавăнпа вăл та паян тракторпа хăех çӳрет. Çапларах вăл фермер пурнăçĕ…. Çĕр кĕтсе тăмасть, пурне те вăхăтра ĕлкĕрмелле.
-Халь хĕрӳ вăхăт. Типĕ çанталăкăн кашни сехетне шута илес пулать, унпа усă курмалла. Хамăн çынсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав сăмахĕ каласшăн. Иван Григорьев (ăна база начальникĕ тесен те юрать) базăра йĕрке туса тăрать, Мария Милова повар тата бригадир тивĕçĕсене пурнăçлать, Николай Караполов, пĕртăван Абиновсем , Виталий Алексеев, Сергей Лянкин кирлĕ чух тракторпа, кирлĕ чух комбайнпа ĕçлеççĕ. Сезон вăхăтĕнче юлташсене, тăвансене пулăшма чĕнетĕп. Иван Ивандеев, Юрий Вражкин, Анатолий Уткин çулсерен пысăк пулăшу параççĕ. Паллах, çумри мăшăрăм Галина Владимировна – манăн çирĕп тĕрек,- каласа парать Николай Григорьевич.
-Сирĕн ĕçĕрте чи йывăрри мĕн?- тĕпчетĕп фермертан.
-Пуçтарнă тухăçа ăнăçлă вырнаçтарасси!- тӳрех хурав парать вăл. - Питĕ нумай тырă е тымар çимĕç туса илме пулать – усăллă сутаймасан пурпĕр «çунса каятăн». Хакĕсем капла та пĕчĕк те – хăш чух унпа та вырнаçтараймастăн. Патшалăх тытăмĕнчи учрежденисене çулталăкĕпех çĕрулми е пахча çимĕç сутса тăма тендр урлă тухмалла. Вăл мĕн япалине тĕппипе ăнлансах пĕтерме те çук. Сăмахран, эпир çĕрулмие килограмне 6-7 тенкĕпе сутма хатĕр, шкулсемпе садиксене вара урăх çĕртен 15 тенкĕпе сутаççĕ. Мĕншĕн йӳннине илмеççĕ, мĕне пĕлтерет ку? Продукцие вырнаçтарас тесе тĕрлĕ меслетсем, çулсем шыратпăр, туянакансене облаçра та шыраса тупатпăр, ытти хуласене кайса та сутатпăр. Укçа
кашни кун кирлĕ. Техника туянма илнĕ кредита та тавăрмалла, ĕçлекенсене те тӳлемелле, тепĕр çулхи ака валли те хатĕрленмелле. Çĕр ĕçченĕн пурнăçĕ пĕр чарăнмасăр кусакан кустăрма евĕрех вăл. Акара тырçи çинчен шутлатăн, тырçинче ака пирки шутлатăн…
 
Чăнлă районĕ,
Хирти Репьёвка ялĕ.
 
: 963, Хаçат: 39 (1183), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: