Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Тутар Каша тăрăхĕн йĕркелĕхне Кунтикав çынни Сергей Еленкин полицейский тытса тăрать. Вăл Чулхулари шалти ĕçсен министерствин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче икĕ çул куçăмлă, тăватă çул куçăмсăр майпа вĕреннĕ. 2002 çулта Чăнлăра милицире ĕçлеме пуçланă, 2006 çултан – Тутар Каша тăрăхĕн участковăй уполномоченнăйĕ, 2008 çултан – милици капитанĕ.
 
Эсир пĕчĕкрен кам пулма ĕмĕтленнĕ тенине хирĕç Сергей Владимирович кăмăллăн кулчĕ çеç. «Ача чухнех çак професси килĕшетчĕ, чăнахах та,-терĕ вăл.- Шкулта вĕреннĕ çулсенче инçет хушша чупма юрататтăм, спорта явăçрăм, ӳт-пĕве тĕреклентертĕм. Кайран çакă академие кĕме питех те пулăшрĕ. Тĕрĕссипе, халĕ те ĕçре унсăр ниепле те май çук».
Тутар Каша тăрăхĕн хутлăхĕнче 2400 çын. Куллен кашнин ирĕклĕхне хӳтĕлеме тăрăшать вăл, саккуна пăснă тĕслĕхсем сахалтарах пулччăр тесе ĕçлет.
— Шел, ял тăрăхĕнче кашни кунах мĕн те пулин пулса иртет,-терĕ йĕрке хуралçи.- Ялсенче эрех ĕçессипе кĕрешетпĕр. Ӳсĕр çынпа юнашар яланах лăпкă мар. Вăрланă, çухатнă тĕслĕхсем те тĕл пулкалаççĕ. Ĕç кунĕ ирех тытăнать те – сĕм çĕрлеччен. Кăçалхи çур çул хушшинче тăхăр усал ĕç тупса палăртнă. Чĕнӳсем пайтах.
Чăнлă районĕнче пурĕ 11 участковăй. Вĕсенчен çурри ытла чăваш арĕсем. Яваплă, шанчăклă пулма çамрăккисем аслă ĕçтешĕсенчен вĕренеççĕ. Участковăй полицейскисен пуçлăхĕнчен Юрий Васильевич Годуновран тĕслĕх илмелли нумай теççĕ вĕсем. Аван, анлă тавракурăмлă çын хăйне пăхăнса тăракан кашни ĕçчен кăмăлне чухлать, май пур таран ырă канашпа, ĕçпе пулăшать.
— Районти шалти ĕçсен пайĕн тытăмĕнче ырă кăмăллă, харсăр юлташсем вăй хураççĕ, – терĕ Сергей Еленкин. – Чăнлăра вăй хуракан Алексей Шалаев, Алексей Сайгушев оперуполномоченнăй. Çак шанчăклă туссемпе эп разведкăна кайма хирĕç мар. Çирĕп тыл – çемье. Çемье мана ăнланать. Арăм – Кунтикав шкулĕн математика вĕрентекенĕ – Алёна Викторовна, ывăл Глеб, анне Раиса Николаевна. Манпа юнашар пит уçă, пуян чунлă, тӳрĕ кăмăллă хĕрарăмсем пурри ĕçлеме хавхалантарать. Сергей Владимировичăн пурнăçĕнчи девизĕ – вĕçсĕрех малалла талпăнмалла. Тен, çавăнпа та куллен малалла ăнтăлать çамрăк капитан, 2009 çулта «Лучший участковăй» медале тивĕçнĕ малкурăмлă çăмрăк. Тăрăхри йĕркелĕх, çынсен лăпкă пурнăçĕ уншăн темĕнрен те хаклăрах. Унăн кĕсье телефонĕ кашни самантрах хуçине яваплă ĕçĕ пирки аса илтерсе тăрать.
 
: 826, Хаçат: 39 (1183), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: