Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕр ача çуратса вун пĕр ачана пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă вăл, вун пĕр туй валли кăпăклă чăваш сăрине вĕретсе, кукăль-пӳремеч пĕçернĕ. Пурте ăна çепĕççĕн «анне» тесе чĕнеççĕ.
Нина Афанасьевна Сайкинана Пăва районĕнчи Рункăран вутта каятпăр тесе хĕллехи хĕвеллĕ кун Елчĕк тăрăхĕнчи Вăрăм Хăва ялне вăрласа кайнă. Халиччен курман, кăмăл-туйăмне чухламан-сисмен каччăпа çемье тĕвĕлеме çăмăл пулман ăна. Тăван ялĕнче пикен юратнă каччи пултаруллă купăсçă пулнă. Анчах та пĕрре качча кайнă-тăк пурăнмалла тесе хăйне хăй лăплантарнă Нина чунĕ кӳтсе çитнĕ самантсенче.
— Хам туя хам хатĕрлентĕм – сăра вĕретрĕм, кукăль-пӳремеч пĕçертĕм,-аса илет хĕрарăм. – Мана вĕсем амăшĕн 40-мĕш кунĕнче вăрласа килнĕ пулнă. Килĕнче тата Петьăн кĕçĕн йăмăкĕпе шăллĕ пурччĕ. Туйра пурте чăвашла тăхăннăччĕ. Илемлĕччĕ. Пĕчĕк ялăн пĕр урамĕнче эп качча килнĕ çул 33 хĕрччĕ. Каччăсене темшĕн шутламан. Яш-керĕм йышлăччĕ. Пикесем ĕçе те, вăййа та чăвашла тăхăнса тухатчĕç. Туя, çĕнĕ хăтана, ĕçке-çике çĕнĕ кĕпе çĕленĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе тĕрлеттĕм, ал ĕç мана киленĕç кӳретчĕ. Кăнтăрлахи тивĕçрен те пăрăнни пулман —маларах «Хунав», кайран «Слава» хуçалăхсенче тăрăшрăм, поварта 20 çул ĕçлерĕм.
Носовсен çамрăк çемйинче веçех çынсенни пек пулнă, ача сасси çеç 12 çул янăраман. Чунри кулянăвне, чĕри ыратăвне çăмăллатас тесе вĕсем чиркĕве çӳренĕ, Аслă турăран çылăхсене каçарма, пепке пама ыйтнă. Тархасланийăлăннине Пӳлĕхçĕ илтнех – мăшăра хĕрача парнеленĕ. 1967 çулхи çĕртме уйăхĕнче Людмила çуралнă.
—Пурнăçра çĕр тĕрлĕ кукăр теççĕ. Пĕр ача çуратса 11 ачана вырнаçтарма Турă хушрĕ мана. Çакăншăн шăпана ӳпкелеместĕп. Арăмĕ пĕр ачипе (чи кĕçĕннин умĕнхипе) килĕнчен тухса кайсан шăллăмăн тăватă ачине хамăр пата илтĕмĕр. Асли 5-мĕш класраччĕ, кĕçĕнни виççĕреччĕ. Ĕçке ернĕ хĕрарăм çичĕ ютра чирлесе ӳксен вилес умĕн пĕрле илсе кайнă хĕрачине ытти пĕртăванĕсем ăçта шырамаллине
каласа хăварать. Ăна та эпир ӳстерсе качча патăмăр. Шел, упăшкапа нумай çул пурăнаймарăмăр, кĕмĕл туй пуличчен пилĕк кун маларах чĕри тапма чарăнчĕ, -терĕ Нина Афанасьевна. – Çав каç манпа ăшшăн калаçрĕ вăл. Тăруках: «Нина, эсĕ манран маларах вилсен эпĕ тепре авланнă пулăттăм", – терĕ.
Эпĕ çилленсе тепĕр пӳлĕме тухрăм. Тепĕр кун ирхине вăранмарĕ. Мăшăр мана çапла майпа эп вилсен пĕччен ан пурăн тесе систересшĕн пулнă ахăр. Тӳрех ăнланмарăм. Тĕрĕссипе, иккĕмĕш хут качча каясси пирки шутламан та эп. Пилĕк ачаллă урçапа ачисене шеллесе пĕрлешрĕм. Пĕринчен пĕри пĕчĕкчĕ. Амăшĕ ир вилнĕ. Унăн тăватă хĕрне качча патăмăр, ывăлне авлантартăмăр. Упăшка ку та аванччĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ.
Авăн уйăхĕнче Нина Афанасьевна Носова 79 çул тултарнă. Вăл тăватă çул ĕнтĕ хĕрĕн çемйипе Тереньга районĕнче Подкуровка ялĕнче пурăнать. Шаплаттарса утса çӳрет вăл, ĕçлет.
Эпир пынă кун пĕлнĕ пекех çатма кукли пĕçернĕччĕ, хĕрĕпе (вĕрентекен) мăнукĕсем шкултан киличчен ĕлкĕрес тесе пӳлĕмре кăштăртататчĕ. Нина аппан чăвашла тĕрленĕ ытарайми ал ĕçĕсене курса савăнтăмăр. Кунтах ал шăлли таврашĕ, виткĕчсем, минтер пичĕсем, кĕпе, саппун, тутăр, ал тутри тата ытти те. Пĕр пысăк арчана вырнаçмаççĕ вĕсем. Мĕн тери илем, мĕн тери пуянлăх, ăсталăх! «Тĕрленĕ чухне эпĕ пĕтĕм тĕнчене манатăп, канатăп, ĕлĕк-авалхи чăваш юррисене ĕнĕрлетĕп, хам чăваш пулнишĕн савăнатăп,-терĕ кинеми çӳпçине тирпейленĕ май.- Чирлесен те, сывă чухне те хам мăнуксене, ачамсене кирлине туятăп».
 
Тереньга районĕ,
Подкуровка ялĕ.
 
: 928, Хаçат: 39 (1183), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: