Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулхи çурлан 23-мĕшĕнче «Канаш» хаçатра Н.И. Егоров профессорăн «Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене…» ятпа тухнă статйи мана хама вутпа ăшаласа илнĕ пек хĕртсе ячĕ!
Тĕрĕссипе каласан, чун-чĕре паян кунччен те вырăна лараймасть-ха: вĕçсĕр-хĕрсĕр шухăш пуçăмра…Калăпăшĕпе пысăках мар очеркра мĕн чухлĕ патваррăн çавăрса илнĕ шухăш çĕклемĕ! Тарăн тишкерӳ-пĕтĕмлетӳ! Пулать вĕт пурнăçра! Телепатилле асамлăх теем-и? Шăп та шай çав вăхăтсенче эпĕ те хамăн «Çухалнă шăнăр» ятлă поэмăпа ĕçлерĕм вĕт. Эрнекун, çурлан 24-мĕшĕнче, «Канаш» килчĕ. Уçатăп. Вулатăп. Çӳлерех асăннă материалпа паллашнă хыççăн шалт тĕлĕнсе кайрăм: профессорпа поэт шухăшĕсем, калаçса татăлнă пек, пĕр килеççĕ! «Халăха тытса тăракан шăнăр вăл – культура (этеплĕх). Чĕлхе – этеплĕхĕн пĕр пайĕ кăна. Чăваш культурине илес пулсан унта лару-тăру тата йывăртарах. Хурлăхлă 1937 çул хыççăн наци культурипе ĕçлеме пачах пăрахнă…» – тет Егоров. Çак асаплă самант ман поэмăра, виççĕмĕш строфинче, ак çапларах каланнă:
Шел! Питĕ шел: вакланчĕ халăх,
Çухалчĕ шăнăрĕ çынсен!
Çук тивĕçлĕх, йĕрке, тасалăх,
Чунри хĕвел пырать сӳнсе…
Епле илемлĕн вăл çунатчĕ!
Нихçан сӳнмессĕн туйăнатчĕ.
Салху тĕнче – çăлкуç типет;
Çĕннисене этем кĕтет:
Хăçан тапса тухать Шыв Çулĕ?
Тур аллинче Раççей шăпи.
Тен, питĕ çылăхлă Юпи?
Вĕсемшĕн Руç мĕн чухлĕ тӳлĕ?
Анчах кайма инçетелле—
ИНÇЕТ ХАКНЕ ТӲЛЕМЕЛЛЕ!
«Малтан Сăмах пулнă», – илтетпĕр эпĕр час-часах. Паллах, кирпĕч купаланчăкĕ çурт мар-ха вăл теме пулать. Ман шутпа, СĂМАХ-КИРПĔЧ нумайтарах, чун-чĕререн тĕреклĕн пиçĕхсе-шăранса тухсан, çултан-çул йышлăланса пырсан, ырă ĕçсем тума – чăваш халăхĕн никĕс-шăнăрне çĕнĕрен хăйĕн авалхи вырăнне – çурăм варрине – йĕркеллĕн вырнаçтарса лартма пулатех пуль. Ку ĕçре, паллах, чăрмавсем сахал мар. Тĕслĕхрен, кĕнекесем сахал: вĕсем паян хаклă та, тиражĕсем те нишлĕ пĕчĕк. Паян лайăх кĕнеке вăтамран 400 тенкĕ тăрать. Çур литр эрех вара (чи йӳнни) – 125 тенкĕ. Çавна пула пирĕн Раççейре çын пуçне виçĕ кĕнеке те 36 савăт «шуйттан шывĕ» тивĕçет. Сăмах май каласан, Японире çын пуçне 11 кĕнеке лекет (2012 çулхи статистика кăтартăвĕ). Профессор «Атьăр-ха, чăваш тĕнчи йăлт пушанса юличчен халăхăмăра упраса хăварас тесе ырă ĕçсем пуçласа ярар»,- тет. «Ырă ĕçсен» шутне мĕн-мĕн кĕнине кăштах чухлатпăр-ха…Анчах та камсемпе пуçласа ярар? Пирĕн Чĕмпĕр тăрăхĕнче «Канаш» хаçатпа «Еткер» телекăларăм пур-ха, тавах Турра! Вĕсем, ман шутпа, чăн-чăн локомотив пулса тăраççĕ ку тăрăхри чăваш халăхĕшĕн (тавлашусăр факт). Вĕсем кашни кăларăмпа, кашни номерпе чăн-чăн ЫРĂ ĔÇ тăваççĕ. Анчах та асăннă ĕçсем, паллах, çителĕксĕр – халăхăмăра упраса хăварас тесен. Кунта чăнтан, урăхла, тĕпрен çĕнетнĕ, çав хушăрах авалхи несĕлсен мифологийĕпе çыхăннă философи системине йĕркелесе (çуратса) ямалла. Ку интеллигенци ĕçĕ, пирĕн ĕç. Укçа çеç шутласа ларакан делец-прожектёрсем хăçан та пулин истори урапи айне лекеççех! «Йăлтах пулать, анчах та часах мар», – тенĕ. Эпĕ ĕненетĕп: çак çут тĕнчере чăваш халăхĕшĕн те, эп чунтан-чĕререн юратнă тăван халăхшăн, çутă хĕвел сӳнмен, çутатать! Пирĕн те «пăхăт пăхансем» тупăнĕç, пуç çинчи тĕтре сирĕлĕ.
Хăва ӳсет кас пулнă вырăнта,
Салатнă вăхăт йывăç кĕпере.
Ялта юлмарĕ çывăх хурăнташ,
Туссем çӳреççĕ тахăш тĕнчере…
Шăнкăртатса юхмасть текех Кăнна,
Питне хупланă хăмăшлăх-хăватлăх.
Сарлакăшĕ ун пыслăх пек кăна,
Сăлтавĕ çук халь шăлавар хывмалăх:
Каçас тесессĕн – икĕ пучушши
Ик çырана ансатлăн пĕрлештернĕ.
Капланнă туйăн миçе çул хушши!
Чарусăр вăхăт этеме çĕнтернĕ…
Ăçта çухалтăн, тусăмçăм, Кăннам,
Ман теветкеллĕ, хум сассиллĕ тинĕс?!
Камран ыйтам, кама халь йăлăнам?
Хӳхлевĕме камсем ăнланĕç, илтĕç?
Ачалăхăм та яшлăхăм кунта
Юмах ярса, сăпка пулса усрарĕç.
Хăва ӳсет кас пулнă вырăнта!
Паян çав кассăн çыннисем юлмарĕç…
Эп чăтлăхра çӳретĕп халь пĕччен.
Çак чăтлăхрах, çумрах çӳрет пуль вĕçĕм…
Нимех те çук тĕлĕнмелли тĕнчен;
Пĕр ывçă кĕл тата саланнă тĕтĕм…
Анчах та лăпкă чунăмра кунта,
Пĕрмай сӳтетĕн иртнĕ ĕмĕре.
Хăва ӳсет кас пулнă вырăнта,
Салатнă вăхăт йывăç кĕпере.
 
: 660, Хаçат: 39 (1183), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: