Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хăй ĕмĕрĕнчи пĕрремĕш операцие вăл Куйбышев (халь Самар) пульницинче 4-мĕш курсри тухтăр практики вăхăтĕнче хирургсем "Грушинский" фестивале хутшăнма кайсан тунă. Дежурствăна юлнă çамрăк тухтăрсем аслисен шанăçне тӳрре кăларнă. Аппендикс касса илнĕ, ачана çут тĕнчене килме пулăшнă. «Пирĕн ĕçе ырларĕç те, мухтарĕç те,-тет Çĕнĕ Ульяновск хулинчи А.Ф. Альберт ячĕллĕ хула пульницин пĕртен-пĕр травматологĕ Владимир Иванов. – Веçех ăнăçлă иртрĕ. Малалла ăнтăласси манра яланах пулнă».
Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен чăваш ялĕнче çуралнă йĕкĕт ачаран хирург пулма ĕмĕтленнĕ. Шупашкарти медицина училищипе Куйбышеври медицина институтне парăнтарса тухтăр ятне тивĕçет вăл.
-Анне, Зоя Павловна, ялти ытти пускил-хурăнташĕсен чен уйрăлса тăракан хăйнеевĕр тĕлĕнтермĕш хĕрарăмччĕ.
Эпир вĕреннине, калаçнине сăнатчĕ, кĕнеке-журнал нумай вулаттаратчĕ, тĕнчере мĕн пулса иртнине пирĕнпе сӳтсе яватчĕ. «Хулана кайса вĕренĕр, çынсемпе хутшăнăр, аталанăр, ăслă çынсем —хисепре»,-тетчĕ. Сакăр ачана чун парнеленĕ вĕсем Аслă вăрçа хутшăнса киле сывă таврăннă
Илья Анисимовичпа, - аса илет Владимир Ильич.
Куйбышев хулинче вĕреннĕ çамрăк 1981 çулта Ульяновскри васкавлă медицина пулăшăвне паракан пульницара интернатура иртет, хирург-травматолог специальноçне алла илет. 1982 çултанпа – Çĕнĕ Ульяновскра. Хула пульницине тертпе пыракансем паян Владимир Ильича инçетрен курсан çĕлĕкĕсене хывса саламлаççĕ, сума сăваççĕ. Тухтăр вара час-часах хăй вĕреннĕ хулашăн тунсăхлать.
—«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хамăр пульницана çĕнĕ УЗИ аппарат, операци оборудованийĕ, хальхи вăхăт ыйтакан техникăна туянса вырнаçтартăмăр,-тет Çĕнĕ Ульяновскри чăваш наци юхăмне хастар хутшăнакан тухтăр.- Модернизаци, çĕнетӳ тенĕрен сиплев пахалăхне ӳстертĕмĕр эпир, нор-мăна пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Хирурги уйрăмĕнче выртакан чирлисем кăнтăрла сипленеççĕ, каç кӳлĕм килне каяççĕ.
Паян хулари пĕртен-пĕр хирург-травматолог патне кунсерен çирĕмрен пуçласа аллă таран çын килет. Хăшĕ ӳксе аманнă, хăшĕ кĕтмен çĕртен усал чир «туяннă», хăшĕн тухтăр патне çийĕнчех пыманни пирки суранĕ шала кайнă. Пурне те Владимир Ильич тарават кĕтсе илет, профессионал куçĕпе пăхса хаклать, сиплев курсне çырса парать.
«Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла. Вăхăтлă апатлану, кану, зарядка, спортпа туслă пулни, сывлăха лайăхлатни, кил-çуртри тăнăçлăх, сана ăнланакан çемье, юратнă ĕç – çаксем пурте çын сывлăхне упраççĕ,-терĕ Владимир Иванов.- Енчен те вара ăнсăртран кĕмсĕрт сиксе тухсан тӳрех – хирург патне. Эпир кашнин нушине тимлеме тăрăшатпăр».
 
: 938, Хаçат: 39 (1183), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: