Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Туя туй арăмĕсем пуянлатаççĕ»,-тенĕ ваттисем. Çав вăхăтрах вĕсем: «Туя туй пек тăвар-и те, туя туй пек тăвар-и?» - тесе юрланă… Калас сăмахăма ахальтен пуçламарăм. Савăнăçлă çак пулăм кĕр мăнтăрĕпе уйрăмах «тĕпелелле иртет». Анчах туй пек пулать-ши вăл? Мăн асатте-асаннен йăли-йĕркине упраса хăварнă-ши?
20-25 çул каялла пирĕн енче (Трак тăрăхĕнче) туй-çуй калама çук вăйлă иртетчĕ. Виçĕ куна тăсăлатчĕ вăл. Пĕрремĕш кунне арçын туйĕ (туй арăмĕсемпе пĕрле ĕнтĕ) хĕр илме каятчĕ. Арçынсемпе йĕкĕтсем умĕсене тĕрĕллĕ, хăюпа капăрлатнă саппун çакатчĕç. Кăкăр умне тĕрленĕ пит тутри вырнаçтаратчĕç. Туй арăмĕсем хура халат тăхăнатчĕç, умĕнче саппунччĕ, ун çийĕн амаччĕ.Пуçа хушпу капăрлататчĕ. Урара сăран атăччĕ. Чаплă туйра вĕсен йышĕ 30-40-рен те иртетчĕ. Иккĕмĕш кунне хĕр енчисем каччăн килне кайнă. Виççĕмĕш кунне çĕнĕ мăшăр хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ патне хăнана килнĕ. Туйра ентешĕмсем картишне шилĕк йывăççи (хурăн) лартатчĕç. Купăс каланă, пупăнь çапнă, туй юррисене шăрантарнă, «ура хуçса» ташланă. Йăлтах туй евĕрлех пулнă. Туй халăхĕ каччă енчи хурăнташсем патне килĕрен киле çӳретчĕ. Ку йăла тахçанах манăçнă ĕнтĕ. Ялти туйсенче те темиçе çул каяллах чăвашла тумланма пăрахрĕç. Хулари пекех кафесенче, шкул апатланмăшĕсенче туй кĕрекине ларма пуçларĕç», – тесе çырать Роза Власова «Хыпар» хаçатра. Ман шутпа, чăвашсем туйсене вырăсла ирттерме пуçланин айăпне чи малтан хамăрта шырамалла. Эпир мар-и вырăссене юрас тесе аркăллă чăваш кĕписене чăлана çакса хăварса майралла тăхăнма пуçлакансем? Çĕнĕ вырăс хăта-тăхлач ан пĕлтĕр тесе йышпа пĕрлех чăваш туйĕн юррисене юрламăпăр тесе калаçса татăлакансем те хамăрах. Асăватăп-ха анне Хусана иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен вĕçĕнче Михала пиччен пĕртен-пĕр хĕрĕн туйне еплерех кайса килнине каласа панине. Пике тутара качча кайнă кун пĕртăванĕсене шаккаса пĕр чăваш сăмахне калама та, юррине юрлама та хушман. Чăвашла тумланасси пирки пушшех те сăмахĕ хытă пулнă. Тутарсем наци тумĕсемпе килнине курса чăвашсем купăсне тăсса хăйсен юррисене шăрантарма пуçланă, ресторанта кӳршĕ залта канакансем те курма килнĕ, алă çупнă тет анне. Кун пек туйра халиччен те пулман тесе калаççĕ тет çĕнĕ хăта-тăхлачсем. Вăт сана чăваш туйĕ! Шел, таврана 7-8 çухрăма кĕрлекен чăваш туйĕсем хыçа юлчĕç. Купăс сасси, параппан, илемлĕ туй юррисем илтĕнекен чăваш туйĕсене паян чăвашсен театрĕнче кăна пысăк сцена çинче курма пулать. Чăваш туйĕсем мĕн авалтан пуян йăла-йĕркипе, хитре тумĕпе, асамлăхĕпе, мăн шухăшлă сăвви-такмакĕпе, пĕлтерĕшлĕ юрри-ташшипе уйрăлса тăнă. 18 çул каялла Шупашкар районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче хĕр-тантăшăн туйĕнче хĕр çумĕ пулма тӳр килчĕ. Çак виçĕ кун нихăçан та асран тухас çук. Чăвашла ирттернĕ туйра пулса ятарласа хатĕрленмен чăн-чăн спектакль (халăх драми) вылявне курма тӳр килчĕ: кунта мĕнпур ял-йыш хутшăнчĕ, мĕнле кăна ĕç пулса иртмерĕ, мĕнле кăна юрă-такмак илтмерĕм пуль! Кунтах евчĕ сăмахĕ, кĕлĕсемпе пил-халал калаççĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ тăтăш ар енĕпе хĕр енĕ хушшинчи калаçу евĕр çыхăнса пырать, поэзипе проза тексчĕсем ылмашăнса тăраççĕ. Хăйматлăх ашшĕпе амăшĕн ролĕ те пысăк кунта. Качча каякан пике хĕр йĕррине юрлать. Мăн кĕрӳ такмакĕ, каччă çумĕсен, туй арăмĕсен, хăйматлăх, хĕр çумсен юррисем чун-чĕрене хускатаççĕ. Юррисем пĕринчен тепри чаплă. Паян Шупашкар, Муркаш, Етĕрне районĕсенче кăна çапларах чаплă чăваш туйĕсем иртеççĕ. Ĕçтешсенчен илтнипе калатăп. Тен, унта та пуртех мар.
Нивушлĕ паян туй юррисемпе йăли-йĕркисем чăваш халăх сăмахлăхĕнче çырăнса юлнипе çеç çырлахăпăр-ши? Çĕнĕрен чĕртсе тăратма пултараймăпăр-ши? Çук та пуль, фольклор юррисем вĕсене пĕлекен ватăсемпе пĕрле пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлаççĕ пулас.
Нумаях пулмасть Шупашкарта кафере ирттернĕ туйра пулма тӳр килчĕ. Ашшĕ-амăшĕ – чăвашсем йышлă пурăнакан чăваш çемйисенче çитĕннĕ чăвашсем. Халăх йышлă пухăннăччĕ. Каччăпа хĕр иккĕшĕ те хулара вырăсла калаçса ӳснĕ. Ĕçкĕ-çикĕ (ман ăна чăвашсен туйĕ теес килмест, пĕркенчĕк айĕнчи хĕрпе хура костюм тăхăннă каччăсăр пуçне кунта мăшăрланăва сăнлакан паллă тек çукчĕ) вăраха тăсăлчĕ, нумайăшне килĕшнĕн туйăнчĕ. Ют халăх кĕвви-çеммипе ташларăмăр. Чăваш ташшине ташламаншăн, туй юррине юрламаншăн чун хурланчĕ. Чăвашла тумланса килнĕ пĕр кинемее сăмах та памарĕç. Паянхи çамрăксен ачисем тата мĕнлерех «акăш-макăш» туйсем ирттерĕç-ши?
Çуркунне Раççей телевиденин «Мир» каналĕпе «Раççей тĕрĕкĕсем» фильмра балкар, карачай, кумык, нухай, алтай, азербайджан, пушкăрт, тутар…халăхĕсен йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Асăннă тĕрĕк халăхĕсем хăйсен туй йăли-йĕркине упраса хăварма пултарнă. Кумык хĕрне ĕлĕкхиллех кавирпе витнĕ лашапа (е çиелтен кавирпе витнĕ кивĕ йышши шурă «Волгăпа») илме пыраççĕ. Хĕр «куç ӳкесрен» тутăрпа пĕркенет. Карачайсем туй валли ятарлă çиме – уча – янтăлаççĕ. Балкарсен качча каякан пике çичĕ тутăр айĕнче пытанать. Мишерсен туй йăли-йĕрки пĕр уйăхах тăсăлать. Кăçалхи кĕр кунĕнче — авăнăн 23-мĕшĕнче — Ульяновск хулинче Пĕтĕм Раççейри наци туйĕсен йăли-йĕркисен фестивальне «Обломовкăри туй» ятпа ирттерчĕç. Çак шухăша ырлас килет. «Юнашар пурăнакан пур халăхсене чăваш туйне кăтартса парсан еплерех чаплă пулинччĕ»,- шутларăм эпĕ. Хулара пурăнакан яш-кĕрĕм юлашки вăхăтра туйсене питĕ хăйнеевĕр ирттерме пуçларĕ. Кашни асра юлмалла палăртасшăн çак савăнăçлă пулăма. Сунарçăсен, байкерсен туйĕсене кĕрлеттереççĕ. Ырламалла-и ку пулăма е хурламалла-ши? Пирĕн чăвашсен – тăрантас кӳлсе, кĕмĕле чăнкăртаттарса, чăвашла юрласа, ташласа, мăн кĕрӳ такмакĕсене, туй арăмĕсене итлесе, хĕре «йĕртсе», «хĕве хупса» чăвашла ирттересчĕ!
 
: 1111, Хаçат: 39 (1183), Категори: Публицист шухăшĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: