Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ульяновск облаçĕнче кăларнă «ИЛ-476» самолётăн хăйнеевĕрлĕхне палăртнă.
Промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Денис Мантуров патшалăх пуçлăхне Раççейĕн çĕнĕ транспорт самолётне тăвассипе çыхăннă проекта вĕçлесе пынине пĕлтернĕ.
—2006 çулта производствăна Ташкент хулинчен Раççее куçартăмăр. Анчах та ку ахаль куçару çеç пулмарĕ, тĕрĕссипе, çĕнĕ производство йĕркеленчĕ темелле. Самолёт конструкцине те, оборудованине те, управлени системине те улшăнусем кĕртнĕ. Вĕçев инçĕшĕ 25 процент ӳснĕ, тиев çĕклемелли вăйĕ – 15 процент, çункăç хатĕрĕпе те 15-17 процент тухăçлăрах пулса тухнă. Паян саккассен пакечĕпе самай тăрăшса ĕçлетпĕр. Чи малтан вăл оборона министерстви. Самолёта эпир икĕ хутчен сывлăша çĕклерĕмĕр, кĕске вĕçевсем ирттертĕмĕр. Тĕпчев вĕçевне тухма хатĕр,-пĕлтернĕ Денис Мантуров.
Владимир Путин самолёт тунă çĕрте ĕçлекенсене пурне те тав тунă. «Ку питĕ кăмăллă хыпар, проекта вĕçне çитермелле. Тĕнчере кунашкал самолётсем питĕ сахал. Вĕсем питĕ кирлĕ, - тенĕ президент.
Правительствăна 224 çыру килнĕ
Иртнĕ эрнере Ульяновск область правительствине граждансенчен 224 çыру килнĕ.
Кĕпĕрнаттăрăн çумĕ Анатолий Озернов каланă тăрăх, çав çырусенче çĕклекен ыйтусем ытларах çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă.
Ульяновск, Сăр, Чăнлă, Чартаклă, Заволжски, Засвияжски районĕсенче пурăнакансем нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттермелли, çурт тăррине витмелли, хваттершĕн нумай тӳлемелли пирки хурланса пĕлтереççĕ.
Кĕпĕрнаттăр ярмăрккана пырса курнă
Ульяновскри Чукун çул районĕнче ял хуçалăх ярмăркки иртнĕ. Унта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулса курнă.
Ярмăрккăсен ĕçне кăçал облаçри пур муниципаллă пĕрлĕхсенчи тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсем хутшăнĕç: фермерсем, харпăр хуçалăхĕсем, коопераци тата апатлану предприятийĕсем. Тепĕр çĕнĕлĕх – халăх нумай çӳренине шута илсе кăçал ярмăрккăсене кашни районта икшер хут ирттерме палăртнă.
Чукун çул районĕнчи ярмăрккăра 100 тонна çĕр улми, 50 – купăста, 20 – кишĕр, 11 – хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 12 – çăнăх, 30 – аш-какай, 300 пин штук çăмарта сутнă. Çаплах кунта çăкăр, кукăль таврашĕ, пылак çимĕç илсе килтисене савăнтарма пулнă.
Ярмăрккăна уява çавăрас тĕллевпе аслă ăрури çынсене кунта волонтёрсем пулăшнă, социаллă такси кирлĕ çĕре илсе çитернĕ. 1932 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ – 1945 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тапхăрта çуралнисене «Дети войны» кăкăр палли тата удостоверени парса чысланă.
Ачапа ларакансене вĕрентеççĕ
Ульяновскра виçĕ çула çитеймен ачапа вăхăтлăх отпускра ларакан хĕрарăмсен професси пĕлĕвне ӳстерес, компьютерпа 1С программăпа ĕçлеме вĕрентес тĕлĕшпе ятарлă курссем йĕркелеççĕ.
Хулари ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтернĕ тăрăх, курссене юпа уйăхĕн 5-мĕшчен çырăнма пулать. Хĕрарăмсене тӳлевсĕр, 2-4 уйăх хушши вĕрентĕç. Çакăн пек курссем йĕркелени пĕчĕк ачапа килте ларма тивнĕ хĕрарăмсене пурнăç таппинчен, профессири çĕнĕлĕхсенчен кая юласран сыхлать.
Информацие тĕрĕсрех пĕлес е курссене çырăнас текенсем çак телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ: 8(8422)32-11-51.
Ăшă пама тытăннă
Ульяновск хула администрацийĕн çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнчен хулари ăшă паракан станципе котельнăйсене хута янă.
Çак кунран нумай хваттерлĕ 382 çурта (12 процент), сывлăх сыхлавĕн 130 (55 процент) объектне, шкулчченхи 113 (75 процент) тата хушма вĕрентӳ 95 (62 процент) учреждение ăшă панă. Юпа уйăхĕн 8-мĕшчен хулари пур çуртсене те ăшă çитмелле.
Хутмалли тапхăр çитнипе Ульяновскра «хĕрӳ лини» ĕçлеме тытăннă. Çуртсене ăшă памалли ыйтупа кашни çын шăнкăравлама пултарать. Хула пуçлăхĕ çумĕнчи «Контакт-центр» талăкĕпех ĕçлет, унăн телефонĕ: 05, 41-28-01.
Засвияжски районĕнче пурăнакансем - 48-69-11,73-78-38;
Чукун çул районĕнче – 36-90-13, 73-53-04;
Заволжски районĕнче – 73-54-11, 73-54-03;
Ленин районĕнче – 27-45-46.
 
: 1022, Хаçат: 40 (1184), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: