Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тереньга районĕнче хăйне уйрăм йăла-йĕркепе пурăнаççĕ
 
«Канаш» хаçатăн облаçри кашни районтах шанчăклă юлташĕсем пур. Вĕсем пулăшнипе эпир вырăнти ĕç-пуç, пултаруллă ентешсем çинчен пĕлсе тăратпăр. Тереньга районĕнче çавăн пек ентешĕмĕрсенчен пĕри – район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Пётр Иванов.
Пётр Андреевичпа эпир нумай çул çыхăну тытса тăратпăр.
Унăн тăван çĕршывĕ – Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕ. Вăл пысăк çемьере ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ сакăр ачине те вĕрентсе çын тунă.
-Манăн атте, тăватă класс пĕтернĕскер, вунă çул ытла колхоз председателĕнче ĕçлерĕ, кайран мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен ферма пуçлăхĕнче, бригадирта вăй хучĕ. Çĕре юратма пире вăлах вĕрентрĕ. Анне—Нина Павловна—Чĕмпĕр чăваш педучилищине пĕтернĕ. Пуçламăш класс ачисене çирĕп пĕлӳ парас ĕçре нумай çул тăрăшрĕ. Пире те тарăн пĕлӳ илме пулăшрĕ. Ку тăрăха килсе тĕпленсен аттепе аннене мăшăрпа хамăр пата пурăнма илтĕмĕр. Шел, çулталăк каялла анне çĕре кĕчĕ,- каласа парать ентешĕмĕр.
Ку тăрăха мĕнле килсе тĕпленнипе кăсăклансан вăл çапла каласа пачĕ:
-Куйбышеври план институтне пĕтерсен тăван тăрăхри «Путь Ленина» колхозра тӳрех тĕп экономист тивĕçне шанса пачĕç. Ульяновск облаçне ăнсăртран килсе лекрĕм темелле. Тереньга тăрăхне пĕрре курсах кăмăлларăм. Йĕри-тавра вăрман, ешĕл çаран. Халăхĕ те тăрăшуллă, ĕçчен. Мăшăра та питĕ килĕшрĕ кунта. Вăл хамăр тăрăхранах, чăваш. Çакăнтах пурăнма юлтăмăр,- тет кăмăллăн кулса Пётр Андреевич.
Вăл кунта хăй специальноçĕпех ĕçлеме вырнаçать. Ял хуçалăх управленин планпа экономика пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлама тытăнать. Тепĕр икĕ çултан ăна район администрацин пайĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Çулталăк та иртмест – вăл район администраци пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрать. Тепĕр виçĕ çултан – район пуçлăхĕн тилхепине шанса параççĕ. Паллах, çак ӳсĕмсем тăрăшмасăр пулман. Ытти районсен пуçлăхĕсенчен нумай вĕренме, кулленхи çивĕч ыйтусемпе çывăрмасăр пуçа çĕмĕрме сахал мар тивнĕ ăна. Виçĕ çул тăвалла туртать вăл район лавне. Халĕ пĕрремĕш çумĕн тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа туса пырать. Пуçлăхсен тĕллевĕ — халăх пурнăçне лайăхлатасси. Халăх тенĕрен, Тереньга районĕнче хăйне уйрăм йăла-йĕркепе пурăнаççĕ.
-Пирĕн районта мĕнпурĕ 31 наци. Вĕсенчен 13 проценчĕ — чăвашсем, 5 — тутарсем, 11 — мордвасем. Чăваш ялĕсем мĕнпурĕ виççĕ: Патуел, Тури Кукка тата Хĕветĕрьел. Кунта ытларах тĕрлĕ çĕртен килсе тĕпленнĕ чăвашсем, тĕприсем те пур. Вĕсем вырăнти йăла-йĕркене пăхăнса пурăнаççĕ. Çавăнпа та хальхи Акатуйсене йышăнасшăнах мар. Вĕсенче чăн чăвашсен йăлисем çукпа пĕрех теççĕ,- тет Пётр Андреевич. -Апла пулин те эпир пĕлтĕр Акатуй йĕркелесе ирттертĕмĕр. Унччен тата икĕ Акатуйра чăвашсене савăнтарнăччĕ. Пирĕн вырăнти тĕп уяв — Хурăн уявĕ. Ĕлĕкрех вăл районĕпех иртнĕ, халĕ Патуелĕнче çеç сыхланса юлнă. Ăçтан кăна килмеççĕ çак кун уява…
Чĕлхемĕр пирки сăмах хускатсан Пётр Андреевич чунне пĕр пытармасăр уçса пачĕ.
-Эпĕ ку тăрăха пурăнма киличчен чăваш чĕлхипе, историйĕпе интересленсех кайман. Вăтанаттăм та темелле. Пĕрре мана Шупашкара ЧНК ларăвне илсе кайрĕç. Кунта манăн куçăм «уçăлчĕ». «Пирĕн вăтанмалла мар, пачах тепĕр майлă, мухтанмалла чăваш пулнипе!» – терĕм хама. Паянччен савăнатăп çавăн чух чăвашсен тĕп хулине кайма килĕшнĕшĕн.
«Канаш» хаçат пирки кăсăклансан вăл хăйĕн çывăх пулăшаканĕсене (вĕсем те чăвашсем) — Тереньга район пуçлăхне Виктор Филиппова тата Тереньга хула тăрăхĕн ертӳçине Геннадий Антонова — чĕнсе илчĕ. Виççĕшĕ районта хаçат тиражне мĕнле майсемпе ӳстермелли пирки калаçрĕç. Пĕр шухăшлă пулса чи малтан вулавăшсене çырăнтарса пама пулчĕç. «Канаш» хаçата кăна мар, тутарсемпе мордвасен хаçачĕсене те. Ентешсем çапла пĕрле канашласа ĕçлени ăшра ырă шанчăк çуратрĕ.
 
: 1022, Хаçат: 40 (1184), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: