Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Скугареевкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта шăп. Виççĕмĕш урок пырать. Эпĕ иккĕмĕш класс пӳлĕмне шыратăп. Пуçламăш классен вĕрентӳçи Людмила Иванова вăхăтлăха икĕ класпа ĕçлет иккен. Пĕрремĕшсем те, иккĕмĕшсем те вĕрентӳçĕ куçĕнчен пăхса лараççĕ, çăварĕнчен тухакан кашни сăмаха «çăтса» яраççĕ».
Вырăс чĕлхи урокĕнче предложенисенчен хăшĕсене тĕрĕс йĕркеленĕ, хăшĕсене тĕрĕс маррине сӳтсе яваççĕ. Мĕншĕн аплине ĕнентереççĕ. Людмила Петровнан йăваш сасси вĕренекенсенче лăпкăлăх çуратать. Вĕсем хăюллă та иккĕленӳсĕр тыткалаççĕ хăйсене. Алă йăтса хуравлаççĕ, пĕр-пĕрне пӳлме юраманнине пĕлеççĕ. Вĕрентӳçе кӳрентерес килмест вĕсен.
Тăван килĕнче – Елчĕк районĕнчи Вăрăм Хăва ялĕнче — пĕр-пĕччен ӳснипе качча кайсан виçĕ ача çурататăпах тенĕ Людмила. Ку пикен чи çутă ĕмĕчĕсенчен иккĕмĕшĕ пулнă. Пĕрремĕшĕ – вĕрентӳçĕ пуласси, хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ пек ырă камăллă, ăслă, анлă тавракурăмлă пуласси. Шкул хыççăн Теччĕри педагогика училищине кĕрет Люда Носова, кайран ку профессие суйласа йăнăшманнине ăнланса илсен Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет. Чăваш филологине алла илни ăна, пуçаруллă специалиста, Скугареевка шкулĕнче «Чăваш фольклорĕ» кружок йĕркелеме май парать. Çемйипе Тереньга районне 1987 çулта куçса килнĕ. Кĕçĕнни Подкуровкăра çут тĕнчене килнĕ.
— Шкулти 176 ачаран 43-шĕ чăваш çемйисенче çитĕнет, вĕсене пурне те хамăн уроксене йыхравларăм. 2-11-мĕш класс вĕренекенĕсем, чăвашсем пирки калатăп-ха, пурте тенĕ пекех çӳреме пуçларĕç. Чăваш фольклорне çиччĕмĕш çул вĕрентетĕп ĕнтĕ. Мана çилçунатлă ачасен тăрăшулăхĕ хавхалантарать. Маттурсем мăн аслашшĕ-асламăшĕн культурине, йăли-йĕркине, сăмахлăхне, юрри-ташшине пысăк паллăпа хаклаççĕ, çăмăллăн вĕренеççĕ, – терĕ Людмила Петровна. – Ман ывăл Андрей Иванов, 10-мĕш класс вĕренекенĕ, 2011-2012 вĕренӳ çулĕнче область шайĕпе чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ олимпиадăна хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Тĕпренчĕкĕм чăваш историйĕпе интересленет, чăваш хаçатне хайлавсем çырать. Çакăнтан хаклă парне тата мĕн пултăр? Эпĕ вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарма тăрăшатăп, пуçарусене тата творчество ĕçĕсене ырласа йышăнатăп.
Виçĕ çул каялла Людмила Петровна Скугареевка шкулĕнче облаçри уçă мероприяти ирттерет. Вĕрентекен ĕçне хаклама Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев, вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева тата ытти чăвашсем килнĕ пулнă. Çак кун тĕлне ятарласа йĕркеленĕ чăваш çурчĕн ăш-чиккине Людмила Иванова хăй аллипе тĕрленĕ япаласемпе илемлетнĕ: ал шăллисем, турăш кĕтессине çакмалли тĕрĕсем, минтер пичĕсем, виткĕчсем, чăваш хĕрарăмĕпе арçын тумĕ (кĕпи-тумтирĕ, саппунĕ, тутри, ал тутри). Хăнасем кăсăк урок темипе те, хатĕрленӳ материалĕпе те кăмăллă юлнă.
— Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче ĕçтешсене районтан тата облаçран чĕнсе тепĕр уçă урок ирттересшĕн, – терĕ хĕрĕх пилĕк çулхи ăшпиллĕ чăваш хĕрарăмĕ. – Пирĕн, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçисен, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлес пулать. Пуян опытпа паллашассине ырă йăлана кĕртмелле тесе шутлатăп. Кашнинченех мĕн те пулин интереслине илме пулать. Эпир ачасене тăван чĕлхене вĕрентме пăрахсан вăл пачах Çĕр çинчен çухалас хăрушлăх пур. Пуян та интереслĕ чăваш еткерлĕхне ывăл-хĕре, мăнуксене вĕрентсе хăварасчĕ. Вĕсем чăвашла çырусем çӳретме пултарччăр. Интернетра çĕнĕ хыпарсене хамăрла çырччăр, Чăваш Ен, Пушкăртстан, Тутарстан чăвашĕсемпе çыхăну тытчăр. Тантăшсем хушшинче йăхташсем пулни аван-çке. Телее, пирĕн шкулти ачасен ашшĕ-амăшĕсем тĕпренчĕкĕсем чăваш кружокне çӳреме пуçланине хирĕç пулмарĕç. Май пур таран мана пулăшма тăрăшаççĕ вĕсем. «Пĕрлĕхре — вăй тенĕ,»- ватăсем. Тереньга районĕнче пултаруллă чăвашсем пурри пурнăçа хаклама вĕрентет, ĕçлеме хавхалантарать.
 
: 977, Хаçат: 40 (1184), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: