Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш тĕнчинчи паллă писателĕн, поэтăн, ентешĕн, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Анатолий Юманăн пултарулăхĕнче сонетсем уйрăм вырăн йышăнаççĕ, вĕсене вулакансем хапăлласах вулаççĕ. Юратнă çыннине халалланă тетралоги (пĕр шухăшпа çыхăннă тăватă уйрăм произведени) «Ватă Юман шухăшĕ» ярăмпа вĕçленет.
Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, паллă поэт, куçаруçă Анатолий Смолин хăй çут тĕнчерен уйрăличчен кăшт маларах вырăсла куçарма ĕлкĕрнĕ. Тетралогин юлашки ярăмĕн вырăсла варианчĕ «Думы Батюшки-Дуба» ятпа çак кунсенче Ульяновскра пичетленсе тухрĕ.
Сонетсенче автор хăйĕн пурнăçĕ, хăй пурăнакан вăхăт пирки шухăшлать, этемлĕхĕн ĕмĕрхи ыйтăвĕсене – юратупа туслăх, тăван чĕлхене сыхласа хăварасси – çĕклет. «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекене хатĕрлекен Дмитрий Кузьмина, Николай Кондрашкин художника халалланă сăвăсем те кĕнĕ унта.
Кĕнекене Николай Кондрашкин ӳкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ.
 
: 717, Хаçат: 40 (1184), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: