Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарта авăнăн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пирĕн ентеш, чăваш тĕнчинчи паллă писатель, поэт, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман 80 çул тултарнине халалланă литература каçĕ иртнĕ. Çакăнтах «Ман çĕнĕ йĕркесем сан ятупа» кĕнекесен тата Пётр Сымкин хатĕрленĕ сăн ӳкерчĕксен куравĕ уçăлнă.
Юбиляра саламлама Чăваш Республикинчи паллă писательсемпе юрăçсем, композиторсемпе скульпторсем килсе çитнĕ. Литература музейĕн наука аслă сотрудникĕ Галина Еливанова уява уçнă май Анатолий Юманăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Саламлама пĕрремĕш сăмах илекен Юрий Кудаков композитор пулнă, вăл поэтпа пĕрле мĕнле ĕçлени пирки каласа панă. Сăмах май, композитор юбилярăн 16 сăввине юрра хывнă.
-Анатолий Юман тăрăшнипе иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи йăхташăмăрсемпе туслă çыхăну йĕркелерĕмĕр, унта концертсемпе тухса çӳрерĕмĕр. Унăн тарăн шухăшлă сăввисем мана килĕшеççĕ, çĕнĕ юрăсем кĕвĕлеме хистеççĕ, - пĕлтернĕ шухăшне Юрий Дмитриевич.
Сăмахне ĕçпе çирĕплетсе композитор баянне тăсса янă, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Никифоров, Полина Константинова юрăçă, ЧР халăх артисткисем Зоя Лисицынапа Тамара Гурьева «Сăпка юрри», «Арăм», «Ах, аннеçĕм, анне», «Ах, мĕн-ма-ши», «Юрату» юррисене шăрантарнă.
«Ах, мĕн-ма-ши» юрă «Кăвак сирен айĕнче» юрăллă-ташăллă камите кĕнĕ. Ăна кăçал Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче кăтартмалла.
Иван Вутлан писатель юбиляр пултарулăхне хакланă:
-Тĕрĕссипе, эп унччен Юманăн сăввисене вуласах кайман. Юлашки çулсенче çырнисене вуларăм та – питĕ килĕшрĕç, уйрăмах сонетсем. Ку вăхăтри аслă ăрури писательсемпе танлаштарсан унăн пултарулăхĕ пĕртте кая мар. 1988 çултах, «Çунатсем» кĕнеки пичетленсе тухсан, Чăваш Республикинче те, Чĕмпĕр тăрăхĕнче те Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ят памалла текен сăмах çӳретчĕ. Ун чухне «РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята панипелех çырлахрĕç. Маларах асăннă хисеплĕ ята тивĕç Юман.
Анатолий Кипеч, Виталий Енĕш, Пётр Лаштай, Владимир Кузьмин, Геннадий Кабанов, Василий Сипет писательсем те Анатолий Юман пултарулăх ĕçĕсене пысăк хак панă, сăввисем кĕвĕллĕ, илемлĕ пулнипе юрра хывăннине, çавăнпа унпа паллă композиторсем хаваспах ĕçленине палăртнă.
Виталий Енĕш хăйне çырма вĕренме пулăшакансенчен пĕри Анатолий Юман тесе шутлать.
Анатолий Кипеч хăш-пĕр писатель хисеплĕ ятсем илнĕ хыççăн çырма пăрахать, Юман вара нумай çул хушши пĕр тикĕс, шанчăклă, чарăнмасăр çырса пырать тенĕ. Вăл юбиляра халалланă сăввине вуласа панă, юрă юрланă, хăйĕн дискне парнеленĕ.
Тухса калаçакансем хушшинче пирĕн ентешсем – Пётр Сымкин журналист, фотограф, «СВ-Пресс» издательствăн директорĕ Александр Вражкин, Раççей тава тивĕçлĕ скульпторĕ Владимир Нагорнов – пулнă.
Пётр Сымкинпа Анатолий Юманăн пĕрле аса илмелли, калаçмалли нумай. Вĕсем çамрăклах пĕр-пĕрне пĕлеççĕ, пĕр районта, кӳршĕ ялсенче çуралнă, аслă классенче пĕр шкулта – Вăта Тимĕрçенте – вĕреннĕ, район хаçатне çырса тăнă. Çулсем иртнĕ май вĕсен сукмакĕсем уйрăлсан та çыхăну çухалман, паянхи кунччен вăл тачă. Пётр Сымкин аса илӳсен авăрне путнă май сăмахĕсене сăн ӳкерчĕксемпе çирĕплетнĕ. Юлташне çамрăк чухнехи (25 çулта) сăн ӳкерчĕкне илемлĕ рамăна вырнаçтарса парнеленĕ.
Александр Вражкинпа Владимир Нагорнов хăйсен тăрăхĕнчен (Чăнлă районĕнчен) çапла чаплă писатель тухнишĕн савăннине, вăл вĕсемшĕн пурнăçра яланах ырă тĕслĕх пулнине палăртнă.
-Чĕмпĕр тăрăхĕнчен тухнă паллă писательсем тата пур - Владимир Сатай, Ваççа Аниççи, Ехрем Иванĕ. Анчах эпир вĕсен произведенийĕсене кăна вуланă, хăйсемпе курса калаçман. Юманпа вара хаçатсен редакцийĕнче, писательсен пĕрлĕхĕнче, издательствăра час-часах курса калаçатпăр, вăл Чăваш Республикинче пурăнакансене Чĕмпĕр хыпарĕсемпе паллаштарать, чĕмпĕрсене – Чăваш Ен пурнăçĕпе. Эпир вăл «Чăваш халăх писателĕ» ята илме тивĕç тесе шутлатпăр, - тенĕ вĕсем.
Юлашкинчен Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман хăйне хисеплесе пултарулăх каçне саламсемпе пынă ĕçтешĕсемпе ентешĕсене чун-чĕререн тав тунă. Ырă сăмахсем малашне те хăйне хастар ĕçлеме хавхалантарнине пĕлтернĕ.
Шупашкарти наци телевиденийĕ Анатолий Юманăн литература каçне ӳкернĕ, юбиляртан, хăнасенчен интервью илнĕ.
 
: 972, Хаçат: 40 (1184), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: