Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ачасем ашшĕ-амăшне юратсан, хисеплесен, пур енĕпе те вĕсем пек пулма тăрăшсан чăн-чăн профессионалсен династийĕсем йĕркеленеççĕ. Кун пек çемьесенче йăхран йăха пурлăхпа мул мар, ашшĕ-амăшĕ чунтан парăнса пурăннă ĕçе юратни куçать.
Çакăн пекех Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен шкулĕнчи Иванов-Семенов-Бело зёров-Галкинсен династийĕ те пуçланса кайнă. Халĕ вĕсен педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 1100 çул! «Ивановсен вăрманĕ» тенĕ вĕсен династийĕ пирки облаçри конкурсра.
Çак династири 30 çын тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ шкулсенче ачасене пĕлӳ панă, йăхри вĕрентӳçĕсем ытларах илсе пыракан тĕп предмет – вырăс чĕлхипе литератури. Династири вĕрентӳçĕсем хушшинче икĕ çын Ленин орденне тивĕçнĕ, тăваттăшне «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ятпа чысланă, 1974 çултах Куйбышеври киностуди вĕсем пирки «По наследству» кĕске фильм ӳкернĕ. Ăна аслă Совет çĕршывĕнчи пур кинотеатрта, ют çĕршывсенче кино умĕнхи киножурналта кăтартнă. 1983 çулта çемьене Мускавра иртнĕ пĕтĕм Раççейри педагогика династийĕсен тĕлпулăвне йыхравланă. СССРти учительсен 24 династийĕ хутшăннă унта. Облаçри династисен конкурсĕсемпе форумĕсене, «Çемье кунне», «Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна» тата ытти уявсене Иванов-Семёнов-Бело зёров-Галкинсен династине чĕнмесĕр хăвармаççĕ. Вĕсенчен хальхи ăрăвăн чăннипех тĕслĕх илмелле.
-Манăн кукамай Пелагея Петровна Петрова – Иван Яковлевич Яковлевăн амăшĕпе пĕртăванĕн мăнукĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе, кайран Яковлев çемйипе питĕ çывăх тăнă. Кукаçи – Андрей Петрович Иванов – çав тери пултаруллă çын пулнă. Унран пирĕн йăхра кĕвĕ-юрă пултарулăхĕ кайнă тесе çирĕплетме пултаратăп. Вĕсем – пирĕн династие йĕркелекенсем, - каласа парать Вăта Тимĕрçенте вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Григорьевна Семёнова-Галкина.
Малтанхисем
Андрей Петрович Иванов 1889 çулта Анат Тимĕрçенте кун çути курнă. Чухăн çемьере çуралнăскер йывăр ĕçĕн тути-масине мĕн пĕчĕкрен пĕлнĕ – аслисемпе пĕрле сухаланă, акнă. Самай çуллансан аса илĕвĕнче çапла çырать вăл: «Ман çурăм шăмми пĕкĕрĕлнин тĕп сăлтавĕ – ача чухне йывăр ĕçлени». Шухăшĕнчен пăрăнманни, йывăрлăха çĕнтерме хăнăхни ăна хăй вăхăтĕнчи вĕреннĕ çын пулма пулăшаççĕ. Вăл ӳссе çитнĕ тĕле çĕршывра власть улшăнать. Андрей Петрович малтан Пензăри учительсен семинарийĕнче, кайран Куйбышеври пединститутра вĕренет. Питĕ талантлă пулнă – сĕрме купăс лайăх каланă, ялта спектакльсем лартма сценарисем çырнă. Ял-йыш умĕнче те хисепре пулнă.
Пелагея Петровна 1894 çулта Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Вунпĕр ача пулнă вĕсен чухăн çемйинче – 10 хĕрача та пĕр ывăл. Анчах ачисене вĕрентме тăрăшнă вĕсем. Ашшĕ вилсен те ачисем шкула пăрахман. Пелагейăна пуçламăш класс хыççăн 1912 çулта (18 çул тултарнă хĕре) Чĕмпĕр чăваш шкулне тăлăх тесе патшалăх шучĕпе вĕренме илеççĕ. И.Я.Яковлев унăн вĕрентекенĕ пулать, мăнукăм тесе чĕнет. Хĕр вĕсен килне пырса çӳрет, ачисемпе вылять. Пелагея Петровна 1914 çулта вĕренсе тухса Чĕмпĕр уесĕнчи Таяпа шкулĕнче ĕçлеме тытăнать. Пĕрремĕш шалу укçипе хăй валли кравать тата купăс туянать. 1917 çулта Пелагея Петровнана Каша шкулне куçараççĕ. Унта вăл 1922 çулччен ĕçлет.
Андрей Петрович хӳхĕм хĕр-вĕрентӳçе пĕрремĕш хут земство картлашки çинче курать те… тӳрех юратса пăрахать. Вара хĕр ĕçлекен Каша шкулĕнче директор пулма килĕшет. «Çак çулсем – чи йывăррисем пулнă. Ĕç укçипе шăрпăк курупки кăна илме пулатчĕ. Çăкăр пачах курман, мăян çинĕ. Çапах та ĕçленĕ – спектакльсем те лартнă. Эпир мăшăрпа тĕп артистсем пулнă», - каласа панă вăл кайран ачисене. Совет влаçĕ çынсене çырулăха вĕрентме тытăнсан учительсем ялти хут пĕлмен çынсем валли кружок уçнă.
Ивановсем Ирçел, Вăта Тимĕрçен, Анат Тимĕрçен, Кивĕ Улхаш шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ. Кивĕ Улхаш вĕсемшĕн иккĕмĕш тăван ял пулса тăнă. Вăл шкула ун чухне районти культура центрĕ теме пулнă. Çывăхри 30 ялтан çӳренĕ кунта вĕренме. 1932-1945 çулсенче Андрей Петрович шкул директорĕ пулнă. Пелагея Петровна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапрансан Андрей Петровича фронта илмеççĕ, тылра ĕçлекенсем те кирлĕ пулнă. Анчах 1945 çулхи раштав уйăхĕнче унăн чĕри чăтаймасть, чарăнать. Чунĕ тухнă чух унăн аллинче сĕрме купăс пулнă.
Пелагея Петровна 43 çул шкулта ĕçлет. Унăн ĕçне Тăван çĕршыв Ленин орденĕ парса хаклать.
Йăха тăсакансем
Виçĕ ача çуралнă мăшăрăн – Леонид (1920), Роза (1926), Люция (1928). Вĕсем тата вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем – вĕрентӳçĕ ĕçне малалла тăсакансем.
Леонид Андреевич педучилищĕре пĕлӳ илсе Кивĕ Улхаш шкулне таврăнать. Ашшĕ пекех питĕ пултаруллă пулнă каччă: техника, музыка, платник ĕçне лайăх пĕлнĕ, спортпа аппаланнă. Анчах Леонид Андреевич шкулта нумай ĕçлеймест, 1940 çулта ăна салтака илеççĕ. Вăрçă тапрансан, хĕвеланăç чиккинче службăра тăраканскер, Тăван çĕршывшăн паттăрла çапăçса пуçне хурать. Унăн училищĕре паллашса пĕрлешнĕ мăшăрĕ Валентина Павловна 40 çул шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
Роза Андреевна та учителе вĕренсе ĕçтешне Алексей Тихоновича качча каять, малалла Белозёровсен йăхне тăсать. Вăл та вырăс чĕлхипе литератури предметне суйласа илнĕ. Вăта Тимĕрçен шкулĕнче 30 çул ытла ĕçлесе «РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ята, Ленин орденне тивĕçнĕ. Алексей Тихоновичăн педстажĕ те 40 çул. Вĕсенчен 14 çулне шкул директорĕ пулнă. Фронтра фашистсемпе çапăçса Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, медальсене тивĕçнĕ.
Белозёровсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ – Евгений, Владимир, Леонид. Аслисем педагог ĕçне суйланă, вĕсем Куйбышеври пединститутра музыка факультетне пĕтернĕ. Халĕ Владимир Алексеевич музыка колледжĕнче баян класĕпе вĕрентет , «Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ», «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ятсене илнĕ. Леонид тухтăр ĕçне суйласа илнĕ. Евгенийпа Леонид мирлĕ вăхăтра сарăмсăр вилнĕ. Владимирăн мăшăрĕ Людмила Александровна Ульяновскри 51-мĕш шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, вĕсен ывăлĕ Юрий педуниверситетри истори факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Унăн пĕчĕк хĕрĕ Софья та шкулта ĕçлеме ĕмĕтленет.
Люция Андреевна мĕнле професси суйласа илесси пĕчĕкренех паллă пулнă. Хĕллехи тĕттĕм каçсенче ашшĕпе амăшĕ краççын лампипе уроксене хатĕрленсе ларнă чухне вĕсем те аппăшĕпе урокла вылянă. Шкул хыççăн Люция Андреевна Яковлев уçнă чăваш педучилищинче вĕренет, ун хыççăн тăван шкула таврăнса аслă классенче вырăс чĕлхипе литературине илсе пырать. Çав вăхăтрах Ульяновскри пединститутра куçăмсăр майпа пĕлĕвне ӳстерет. 1951 çулта Вăта Тимĕрçен шкулĕнчи истори учительне Григорий Кузьмич Семёнова качча каять. Семёновсен те ку вăхăта учитель династийĕ йĕркеленнĕ пулнă.
Люция Андреевна – РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ», «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ятсене, «Ĕçри хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ, нумай çул районти депутатсен канашĕн депутачĕ пулнă. Унăн педстажĕ 40 çул ытла. Халĕ вăл 84 çулта, Вăта Тимĕрçенте пĕчченех пурăнать.
Григорий Кузьмичăн педстажĕ те 40 çул. Ульяновскри чăваш педучилищине, пединститут пĕтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăл яланах обществăлла пурнăçа хастар хутшăннă, ăна орденпа, нумай медальпе наградăланă. Унăн ĕçне РСФСР вĕрентӳ министерствин Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе хакланă.
Григорий Кузьмич Семёновăн аслă тетĕшĕ Фёдор Кузьмич Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, пĕр вăхăт шкулта ĕçленĕ, фронтра хыпарсăр çухалнă.
Унăн шăллĕ Николай Кузьмич ĕмĕрĕпех шкулта хими тата биологи, мăшăрĕ Лидия Леонтьевна математика вĕрентнĕ.
Венера Кузьминична йăмăкĕн пурнăçĕ те шкулпа çыхăннă.
Семёновсен йăхĕ пирки роман çырма пулать. Вĕсем хăйсен йăх-несĕл историне 1700 çултан пуçласа пухнă. Владимир Львовичпа Людмила Владимировна Хирти Анникав шкулĕнче ĕçлеççĕ, Георгий Львович, Иван Павлович, Николай Павлович та педагогсем.
Люция Андреевнапа Григорий Кузьмичăн ачисем – Валентина, Татьяна тата Александр.
Хĕрĕсем паянхи кунччен Вăта Тимĕрçен шкулĕнче ĕçлеççĕ.
Валентина Григорьевна шкул доски умĕнче 40 çул ытла тăрать. Амăшĕ пекех – вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
-Мĕн хама астунăранпах эпĕ шкулта, учительсемпе вĕренекенсем хушшинче. Кукамай вĕрентекен çитменнипе пенсире ларайман, мана, ута пĕлмен ачана, шкула пĕрле йăтса кайнă. Эп çак ĕçе суйласа илнишĕн пĕр самант та кулянса ӳпкелешмен. Хамăн, йăхăн профессине çав тери юрататăп, çемье хама ăнланнишĕн, пулăшнишĕн савăнатăп, - каласа парать вăл.
Унăн мăшăрĕ – Евгений Николаевич Галкин – биологипе хими учителĕ – 40 çул ытла шкулта. Чăн-чăн интеллигент теççĕ ун пеккисем пирки. Туризмпа интересленекен педагог ачасене ялан çулçӳреве ертсе çӳрет. Туризмпа иртнĕ облаçри первенствăра вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ачасем ун патне туртăнаççĕ. Евгений Николаевичăн та амăшĕ енчи тăванĕсем пурте педагогсем.
Ачисем – Андрей, Татьяна, Александр педагог ĕçне суйласа илмен пулин те мăнукĕсем йăх профессине тăсасса шанаççĕ Галкинсем.
Татьяна Григорьевна 35 çул истори вĕрентет. Нумай çул Мускавра ачасене пĕлӳ панă вăл. «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» паллăпа, РСФСР вĕрентӳ министерствин Тав çырăвĕпе палăртнă унăн ĕçне. Хĕрĕ Людмила – педагог. Вăл династин тăваттăмĕш сыпăкĕнчен ĕнтĕ.
Учительсен династийĕсем пирки çырнă май аслă педагогăн А.С. Макаренкăн сăмахĕсем аса килеççĕ: «Воспитани вăл – аслă ăру çыннисем кĕçĕнреххисене хăйсен опытне, тавракурăмне, шухăш-кăмăлне кĕçĕннисене вĕрентсе хăварни».
Иванов-Семёнов-Бело зёров-Галкинсен династийĕн пуян опычĕпе паллашнă май çак сăмахсем çирĕпленеççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕн ĕçне суйлани – ăнсăртран е йăнăшпа мар – чĕререн, чунпа тунă суйлав.
Çавăнпа та çак династири педагогсен ячĕсем хăйсем вĕрентнĕ ачасен асĕсенче, вĕсен юратăвĕнче ĕмĕрлĕхех сыхланса юлĕç.
 
: 1054, Хаçат: 40 (1184), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: