Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Кăлаткăри çыхăну уйрăмĕ — вырăнти халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ялта 282 çурт, кӳршĕ Бахтеевкăра – 201. Халăх кирлĕ ĕçĕсемпе çак почтăна çӳрет. Кунта çынсен нумай ыйтăвне тивĕçтереççĕ: пенси тата ача укçи параççĕ, укçа куçараççĕ (çав шутра электрон майĕпе те) телефоншăн, сотовăй телефоншăн, электроэнергишĕн, газшăн тӳлеме май пур, социаллă тӳлевсене те çакăнтах илеççĕ, посылкăсем яма пулать. Çаплах килте куллен кирлĕ япаласем те сутаççĕ кунта. Ку ĕçсене куллен туса пыраканни – Татьяна Караченцева.
Икĕ почтальонка – Татьяна Барнаева тата Мария Мансурова эрнере тăватă хутчен хăйсен участокĕпе утса тухаççĕ, кашни хăйĕн ялĕ тавра çаврăнать. Икĕ ялта 315 пенсионер, вĕсене уйăхра пĕрре пенси памалла.
-Халăх халь, чăнах та, хаçат-журнал сахал çырăнать,- каласа парать çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Ю.Зайникова. - Интернет пур тесе хуравлаççĕ. Халăх вулама чарăнса пырать. Кунта, ман шутпа, интеллигенци çыннисем тĕслĕх кăтартмалла, анчах вĕсем хăйсем те çырăнмаççĕ. Çамрăксем вĕсене кура хаçат-журналтан писсе пыраççĕ. Пуçлăхсем, вĕрентӳçĕсем çырăнтару ĕçĕнче пуçарулăх, ырă тĕслĕх кăтартсан хаçат-журнал тиражĕсем ӳсме пултараççĕ.
Халь кунта «Канаш» çырăнакансен шучĕ пилĕк çынран иртмест. Кашни çулах çырăнса тăракансем: Михаил Осипов, Николай Чилимцев, Вера Самайкина, Валентина Журавлёва, Валентина Черкасова. Маларах вара ку çынсен шучĕ çирĕм ытлаччĕ. Лилия Юсуповна сăмахĕ тăрăх, çамрăксем вула пĕлместпĕр тесе сăлтав тупаççĕ. Анчах та Чăваш Кăлаткăра пурте чăвашла калаçаççĕ. Калаçакан çын вулама епле ан пĕлтĕр-ха ĕнтĕ? Кунта урăхла калама пулать: чăвашла хаçат вулас килменнин пĕр сăлтавĕ – çамрăксенче наци ăнланулăхĕ сахал пулни. Тепĕр енлĕ каласан – вулас килменни, наци пуласлăхĕ çинчен пачах шутламанни. Ăна вара пĕр кунра е пĕр çулта тума çук. 1956 çулта чăваш ялĕсенче тăван чĕлхене вĕрентме чарни, ăна пăрахăçа кăларни халĕ те хăйĕн «хура ĕçне» тăвать.
Мĕн те пулин вĕренес, пĕлес кăмăл пурри çинчен çакна аса илсе кăтартма пулать. Хăй вăхăтĕнче тĕнчипе паллă академик, этнопедагогика наукине пуçарса яракан Геннадий Волков Германири Эрфурт хулинче университетра вĕрентнĕ. Унта вăл нимĕç профессорĕпе туслашса каять, унпа ирĕккĕн нимĕçле калаçать. Лешĕ чăваш нимĕçле пĕлнĕшĕн, хăй чăвашла пĕлменшĕн намăсланать. Вара Волков парнеленĕ кĕнекесем тăрăх хăй тĕллĕн чăваш чĕлхине алла илме пуçлать. Мĕн тетĕр? Çур çултан ку профессор чăвашла калаçма тытăнать. Германире çуралса ӳснĕ, унта пурăнакан нимĕçе чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ? Хăйĕн тусĕпе калаçма çеç. Çакăншăн çеç пулсан та вăл çĕнĕ чĕлхе вĕреннĕ, мĕншĕн тесен ун вĕренес кăмăлĕ питĕ пысăк пулнă. Кĕскен каласан — мĕн те пулин тăвас, вĕренес текен çын меслетне, майне шыраса тупать, тăвас килменни сăлтавне шыраса тупать…
Тепĕр интереслĕ япала: ку тăрăхра ĕç тупма йывăр, çынсем укçа ĕçлесе илме инçетри хуласене çӳреççĕ. Çав вăхăтрах Т.Барнаева почтальонка тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, ĕçне пăрахасшăн. Анчах ун вырăнне çын тупаймаççĕ. Почтальонкăсем отпуска кайнă чух та вĕсен вырăнне çын шыраса ывăнаççĕ. Кун сăлтавĕ мĕнре?
Тĕпрен илсен халăх психологийĕ хуллен улшăнать, çĕнĕ самана варкăшĕ пирĕн ăс-тăна витĕм кӳретех.
 
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 1024, Хаçат: 40 (1184), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: