Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юдинсем пĕрле пурăнма тытăннăрапа пĕлтĕр 30 çул çитнĕ. Антонина Ивановна тата Евгений Григорьевич Чăваш Сайманра пурăнаççĕ.
Вĕсем каланă тăрăх, пурнăçĕ пĕр самант пек вĕçсе иртнĕ, анчах ырă вăхăчĕсем асран тухмаççĕ.
Евгений 1976 çулта яла таврăннă. Йывăр ĕç кунĕ хыççăн вулама та вăхăт тупнă вăл. Кăмăлне кайнă сăмах çавăрăнăшĕсене блокнота çырса пынă. Каçсерен ялти Культура çуртне васканă. Çакăнта тупнă та вăл пулас мăшăрне. Антонина, Ульяновскри культпросветучилищĕ ре вĕренекенскер, Чăваш Сайманри Культура çуртĕнче практикăра пулнă. Хăюллă хĕр хăйĕн асăрхаттарăвĕсемпе малтанласа качча вĕчĕрхентернĕ. Вăл хăйне чаплă юрăç тесе шутланă-çке-ха… Хирĕçӳпе юрату хушшинче пĕр утăм çеç иккен. Вăл хăй сисмесĕрех репетици вăхăчĕ çитессе чăтăмсăр кĕтме тытăннă.
1981 çулта Юдинсем пĕрлешеççĕ. Иккĕшĕ «Балаганчик» ятпа театр студине йĕркелесе яраççĕ. Антонина Ивановна çавăнтанпа çак студие ертсе пырать.
Вĕсен икĕ ывăл çуралать. Ашшĕ, спорта юратаканскер, ачисене çирĕп сывлăхлă ӳсчĕр тесе тĕрлĕ вăйăсене явăçтарать: пĕрле шыва кĕме, йĕлтĕрпе чупма, велосипедпа ярăнма çӳреççĕ. Ачасен пӳлĕмне Евгений тренажёр кĕтесне çавăрать.
Аслă ывăлĕ Слава чирлесе ӳксен çемье çак йывăрлăхра çухалса каймасть. Ача хăйне унчченхи пекех сывă туйтăр тесе ăна аппаланма ĕç тупса параççĕ: верстак лартаççĕ, йывăçран касса кăларма хăмапа тата инструментсемпе тивĕçтереççĕ. Слава кĕçех кухньăра усă курмалли япаласене, эрешлĕ шкатулка таврашне ăсталама тытăнать. Хăй ĕçĕпе вăл хăй савăнать. Вăл ăсталанă япаласенчен шкулта, каярахпа ялти тата район центрĕнче куравсем йĕркелеççĕ. Унăн «Юмах çуни» композицийĕ районти конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Часах Слава компьютера та алла илет.
Юдинсем ывăлне çак ăсталăха алла илме пулăшнăшăн паян та ялти ватă столяра Пётр Салмина, унăн мăшăрне Наиля Халиловнана тата ял çыннисене тав тăваççĕ.
Юдинсем халĕ тивĕçлĕ канура. Килти хуçалăхпа аппаланаççĕ, кĕнеке вулама та вăхăт тупаççĕ. Евгений Григорьевич спорт вăййисене тата политикăпа çыхăннă передачăсене курма кăмăллать. Ун çумĕнче вăл самантра яланах мăшăрĕ ал ĕçĕпе аппаланать. Çемье пĕрле пуçтарăнсан амăшĕ тутлă кукăльсемпе сăйлать.
Евгенийпа Антонина хăйсене çуратса ӳстернĕшĕн ашшĕ-амăшне тав тăваççĕ. Паянхи çамрăк мăшăрсемшĕн вĕсен чунĕ ыратать. «Ним çук çĕртен «тăвăл кăларма» васкамалла мар. Пурнăçра тем те пулать. Пĕр-пĕрне ăнланса каçарма пĕлмелле»,- теççĕ вĕсем пĕр шухăшлă пулса.
Евгений Григорьевичăн блокнотĕнче çапла çырса хуни пур: «Хĕрарăм ĕçчен пулни аван, анчах унăн тĕп тивĕçĕ — лайăх мăшăр тата ачасен амăшĕ пуласси. Çемье тĕрекĕ те хĕрарăмранах килет. Кĕмĕл туйччен ылтăн арăмпа çеç пурăнса çитме пулать».
 
Николаевка районĕ.
 
: 740, Хаçат: 40 (1184), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: