Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей халăхĕ Бородино хирĕнчи çапăçура Наполеон çарĕсене аркатса хамăр çĕр çинчен хăваласа янăранпа кăçал 200 çул çитрĕ. Çапăçусем çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса авăн уйăхĕн 8-мĕшчен пынă. Çак паллă кун манăн та ку тăрăха кайса уява хутшăнас килчĕ.
 
Бородино хирĕнче эпĕ иккĕмĕш хут пулса куртăм. Пĕрремĕш хут пилĕк çул каялла — 1812 çулхи вăрçă иртнĕренпе 165 çул çитнине паллă тунă çĕре кайнăччĕ. Питĕ çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнтăм ун чух. Кăçалхи уяв тата чаплăрах пек туйăнчĕ. Сарлака лапама çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 200-250 пин çынна яхăн пуçтарăннă. Кунта Мускав хулинчен, облаçĕнчен, Тула, Рязань, Псков, Смоленск, Санкт-Петербург, Свердловск, Ростов, Волгоград хулисемпе облаçĕсенчен, Пушкăрт, Чăваш, Тутар Республикисенчен – мĕнпурĕ 180 автобуспа тата çăмăл машинасеме (вĕсен шучĕ те çук) килсе çитнĕ. Ульяновск облаçĕнчен "Витязь", "Руль", "Вега" клубсем пынăччĕ.
Мускавран кашни сехетре электричка килсе тăчĕ. Уявра ют çĕршывсенчен 2 пине яхăн хăначчĕ: французсем, итальянецсем, нимĕçсем, поляксем, венгрсем, швейцарсем, шведсем, румынсем, австриецсем. Америкăпа Канадăран та пур терĕç.
Мероприяти икĕ сехете тăсăлчĕ. Çар çыннисем 200 çул каялла мĕнле тăхăннă, уява та çавăн йышши тумсемпе килнĕ. Тупăсемпе 300 хут печĕç. Бородино хирĕ çийĕн çăра тĕтĕм çĕкленчĕ.
Вунпилĕк сехетре РФ Президенчĕ Владимир Путин вертолётпа вĕçсе çитрĕ. Пире обелиск çывăхне ямарĕç. Унта хаклă хăнасене тата ют çĕршыв делегачĕсене кĕтсе илеççĕ терĕç. Бородино çывăхĕнчи çапăçусене Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен пĕр батальон хутшăннине пĕлетĕп. Ахăртнех, çавăнта чăвашсем те пулнă… Шел, ăна никам та тĕпчесе пĕлмен.
 
: 864, Хаçат: 40 (1184), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: