Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЗАГСра юратнă çыннипе юнашар тăракан кашни хĕрарăм ĕмĕрне çав çынпах ирттерме шанать. Урăхла пулма та пултараймасть пек. Анчах… Темле ăслă хĕрарăм та пурнăçра çемьене арканма пулăшакан пилĕк йăнăш тăвать.
Пĕрремĕш йăнăш – упăшкана хăвна кирлĕ пек улăштарма хăтланни. Воспитани пама тăнă çавăн пек кашни самант арçын тарăхса кайнипе тата хĕрарăмран аяккарах тарма тăрăшнипе вĕçленет.
Иккĕмĕш йăнăш – çемьере пуç пулассишĕн тупăшни. Арçынпа хĕрарăмăн çемье пуçĕ пулассишĕн ăмăртиччен хуть те мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсакан пĕрлĕх пулма тăрăшмалла.
Виççĕмĕш – ялан тиркени. Пĕр арçын та хăйне ялан ӳпкеленине, кашни ĕçне тивĕçсĕр пĕчĕк хак панине чăтма пултараймасть. Ытти çынсем умĕнче тиркенине пушшех те. Паллах, килĕшмен япалана каламалла, анчах та çемçен, шӳте çавăрса. Арçынсем хăйсене ытларах юратнине манмалла мар.
Тăваттăмĕш йăнăш – арçынна мĕн чухлĕ ĕçлесе илнипе кăна хаклани. Арçын, паллах, мĕн авалтан сунарçă, киле мамонт сĕтĕрсе килекен. Çапах та ăна укçа ĕçлесе илнине кăна пăхса хисеплемелле мар. Пуян кӳршĕпе те танлаштармалла мар. Кун пек чухне çемье саланас патне часрах çитет.
Юлашки йăнăш – çемьере мăшăрсен интересĕсем пĕр пек пулманни. Арçынна хĕрарăм хăйĕн юлташĕсен йывăрлăхĕсемпе ачисем пирки каласа панине итлеме пĕртте интереслĕ мар. Мăшăрăн иккĕшĕ те юратакан ĕç (хобби) пулмалла. Çакă çемьене нумай çул тытса тăма пултараканни.
 
: 604, Хаçат: 40 (1184), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: