Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(К а л а в)
 
Пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтесе чупкалать Анна Петровна. Ĕнтĕ тӳсĕмлĕхĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ темелле. Ăша лекнĕ ĕнерхи апат-çимĕç те, паянхи те хăй çинчен тăрăшсах пĕлтерет. Шаккать, канăçсăрлантарать вăл. Йӳçĕхет, пăлханать… Миçемĕш хут туртса пăхрĕ ĕнтĕ хĕрарăм «патша çуран çӳрекен» пӳлĕме. Çук, уçăлмасть лешĕ. Шаккаса та пăхать хĕрарăм. Лере çын çук пулас. Пулин — çур сехет таран ларман пулĕччĕ унта. Ĕç вăхăчĕ-çке. Шăрши-марши те симпыллă мар киленсе ларма. Çăрапах питĕрсе илнĕ иккен туалета. Акă юнашар пӳлĕмрен «Ăсталăх» хуçалăхăн тĕп экономисчĕ Елена Никандровна тухрĕ. Йăл-ял çиçет хăй. Калăн, лотерейăпа пысăк укçа выляса илнĕ. Темле чеен пăхать.
— Уçăр-ха хăвăртрах туалета. Кам питĕрсе хунă ăна? Намăс куратăп вĕт,-тархасласа пăхать куçран тĕп экономиста Анна Петровна.
Лешĕ йăл кулчĕ те пуçĕпе хуçалăх ертӳçин пӳлĕмĕ еннелле сĕлтрĕ. Хуçалăх ертӳçин алăкне пырса шаккамастăн вĕт туалет алăкне уçма тархасласа. Тапса сикрĕ урама хĕрарăм. Унталла-кунталла чупкалать. Кăнтăр варринче çурт кĕтессине лараймастăн вĕт. Йĕркеллĕ çын çĕрле те çын çӳрекен вырăна вараламасть. Ним тăвайман енне вăл çул урлă чупса каçрĕ те кантура хирĕç ларакан уйрăм хуçалăх картишне кĕресшĕн пулчĕ. Лешсем калиткене тул енчен çăрапа питĕрнĕ иккен. Ĕçе çӳрекенсем кил-çурта ют куçран сыхлаççех ĕнтĕ. Анна Петровна çӳллĕ карта урлă нушалана-нушалана каçрĕ те çурт хыçне тапса сикрĕ...
Çав вăхăтра таçтан кăкарнă сăнчăрне чăнкăртаттарса пăру пысăкăш йытă сиксе тухрĕ. Майлашса кăна ларнă хĕрарăм çиçĕм хăвăртлăхĕпе хыçалти карта урлă сиксе каçрĕ те каçхине çуса тултарнă кăпăшка юр ăшне чăмрĕ. Çăмăллăн сывласа ячĕ вăл…
«Ăсталăх» хуçалăхпа «Ăнăçу» хуçалăх икĕ хутлă кивĕ çуртра вырнаçнă. Перестройка текен тапхăр пуçланиччен вĕсем пĕр хуçалăхах пулнă-ха. Чиновниксем нумайланчĕç тесе ахрашакансем хуçалăха «панкрут турĕç» те пысăк парăмлă хуçалăхран уйрăлса тепĕр хуçалăх туса хучĕç. Вĕр çĕнĕ хуçалăх. Тар тăкаканнисене çĕннисене пуçтарчĕç, лараканнисем вара – киввисемех. Малтанласа çак парăма «списать» тума шантарнăччĕ. Шаннă йăвара кайăк пулмарĕ. Тарăн тымар янă «çăпан» пек халь çак парăм «Ăсталăх» хуçалăхшăн.
—Петр Николаевич, атьăр-ха тăрăшса пĕрле тӳлесе татар çав парăма,-тилмĕрсе каларĕ пĕррехинче «Ăсталăх» ертӳçи «Ăнăçу» ертӳçине.
—Мĕнле парăм?! Ман нимĕнле парăм та çук сирĕнпе пĕрле тӳлемелли,-тӳрккеср ех хуравларĕ Петр Николаевич.
— Эх, Петр Николаевич. Вăрă-хурах та сирĕн пек хăтланмасть. Мĕн те пулин юлать çуртра ун хыççăн. Эсир пĕтĕм хуçалăх пурлăхне хăвăрпа пĕрле илсе кайрăр. Пысăк парăмсăр пуçне нимĕн те хăвармарăр вĕт.
—Мĕнле хăварман тет?-хĕсĕкрех куçне чарса пăхрĕ «Ăнăçу» ертӳçи.
Вара кӳпшек тутине чаплаттарса илчĕ те сассине чĕтретсе, кăштах хăпартса аллипе хăлаçланма пуçларĕ.
—Уйрăличчен çак икĕ хутлă çурт веçех манăн пулнă,- «манăн» сăмаха пусарах палăртрĕ «Ăнăçу» ертӳçи.
— Санăн пулнă иккен апла,-«санăн» сăмаха кăшкăрнă пекех каларĕ те «Ăсталăх» ертӳçи — аллине сулса пăрăнса иртрĕ.
Тепĕр ирхине Василий Петрович кантур ĕçченĕсене хăй пӳлĕмне пухрĕ.
—Так,-терĕ вăл пĕтĕм чун-чĕринчен тарăхса,-паянтан «Ăнăçу» ĕçченĕсем пирĕн туалета çӳреме пăрахаççĕ. Çитет вĕсем хыççăн пуçтарса. Туалета халех питĕрсе илĕр.
Çакна илтнĕ «Ăсталăх» ĕçченĕсем малтанласа чĕлхисене çăтса ячĕç. Шăп директор пӳлĕмĕнче. Унтан пĕр харăс кĕрлеттерсе кулса ячĕç.
—Представляю всю картину!-варне тытсах ахăлтатрĕ тĕп экономист, вырăс хĕрарăмĕ.
—Представляй, представляй,-пĕр кулмасăр каларĕ Василий Петрович.
—Уççине ăçта упратăр вара?-сас пачĕ тĕп бухгалтер.
—Ман пӳлĕмре. - Хăйсем валли урамра туса лартчăр туалет. Ăнăçу сунатăп вĕсене,-кăтăр хыçса илчĕ вăл шакларах пуçне.
Ик-виç кун нушаланчĕç çапла «Ăнăçу» ĕçченĕсем.
—Кайса калаçăр-ха Василий Петровичпа. Хăçанччен туалетсăр нушаланмалла пирĕн?-каларĕ пĕр ирхине Анна Петровна Петр Николаевича.
—Çу-у-ук. Калаçас çук вара туалет пирки.
—Парăмне тӳлеме пулăшмалла апла пулсан. Тĕрĕс калать Василий Петрович. Вĕсем тунă парăм мар-çке вăл.
—Пĕтрĕ калаçу кун пирки. Манăн нимĕнле парăм та çук. Килĕртен пушатса килĕр ăш-чикĕре.
Анна Петровнан, уйрăличченех тĕп бухгалтерта ĕçлекенскерĕн, чĕри чиксе ыратса илчĕ. Шутлама та пултарайман вăл тĕрĕс-тĕкел ĕçлесе пурăнакан хуçалăх икĕ пая пайланса хирĕçсе пурăнасса. Тепĕр кунхине «Ăнăçу» хуçалăха хуларан инспектор килмеллине пĕлтерчĕç. Мĕн тумалла вăл «патша çуран çӳрекен» çĕре каяс тесен?
Анна Петровна «Ăсталăха» утрĕ.
—Эй, Турă. Ватăлмалăх кунра çапла кĕлмĕçленсе çӳремелле-и ĕнтĕ çав туалетшăнах? - саспах кулянса калаçрĕ хĕрарăм.
—Уçăр-ха, тархасшăн, туалета. Çынсем килмелле паян хуларан. Намăс куратпăр вĕт, - тилмĕрсе ыйтрĕ вăл.
Сас паракан пулмарĕ.
Анна Петровна каялла таврăнчĕ те пуртă илсе туалет алăкне уçма васкарĕ. Пĕрре çапрĕ вăл çăрана, тепре çапрĕ. Лешĕ хăнк! та тумасть.
—Та-а-ак!-кăшкăрчĕ те хĕрарăм пĕтĕм вăйран тепĕр хут çапрĕ. Çăра айккине сирпĕнсе кайрĕ, туалет алăкĕ тăпсинчен хăпăнса çĕре шаплатрĕ. «Ăсталăх» кантурĕнче ĕçлекенсем Анна Петровнана хупăрласа илчĕç.
—Хулиганство! Милицие чĕнтермелле!
—Пысăк штраф тӳлеттермелле!
— Чĕнтерĕр! Чĕнтерĕр!-кăшкăрчĕ Анна Петровна икĕ чăмăрне тăратса. — Ку туалета эпĕ тĕп бухгалтер пулса тăрăшнă чух тутарнă! Никамран та хăрамастăп!
 
: 988, Хаçат: 40 (1184), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: