Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ульяновск хулине РФ Президенчĕ Владимир Путин килнĕ. Вăл «Авиастарăн» вĕçевпе сăнав комплексне çитсе «Ил-76-МД-90А» çĕнĕ транспорт самолёчĕ вĕçнине сăнанă.
Ку самолёт пысăк груз турттарма пултарать. Унăн двигателĕ çункăç материалĕсене перекетлет. Вĕçев çулĕ унчченхинчен 5000 çухрăм вăрăмрах. Йывăрăшĕ — 210 тонна.
Унтан Владимир Путин канашлу ирттернĕ. Вăл самолётсене хамăр çĕршывра туса кăларма патшалăх саккасĕ йĕркелемелли пирки каланă. Канашлăва РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ предствителĕ Михаил Бабич хутшăннă.
Йывăç лартса ӳстеР
Юпан 6-мĕшĕнче Ульяновск хулинче «Йывăç лартса ӳстер» тăвăм иртнĕ.
Винновка ращинче 200 тĕм ытла йывăç лартнă. Унта облаçри экологи министерствин ĕçченĕсем, Чукун çул район администрацийĕ, Экологи палатин членĕсем тата ытти обществăлла организацисен членĕсем хутшăннă.
Ращара йывăç лартас ĕçсем вĕçленмен-ха.
Вакцина пур
Ульяновск облаçне гриппа чирлесрен сыхлакан вакцина килнĕ. Региона «Гриппол плюс» вакцинăн 75 пин дозине янă.
«Препарата кăçал грипа хирĕç тумалли профилактика прививкисен планĕпе килĕшӳллĕн сиплев учрежденийĕсем хушшинче пайланă, вăл 6 уйăхран пуçласа 18 тултарман ачасене вакцинаци тума çитмелле»,-тенĕ Ульяновск область сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова.
Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, грипп тата ОРВИ йышши ерекен чирсем облаçра сарăлман, лару-тăру тăнăçлă. Юлашки эрнере ОРВИн 7335 тĕслĕхне регистрациленĕ, вĕсенчен 70 проценчĕ вун тăваттă тултарман ачасем хушшинче. Пĕтĕмĕшле чирленин кăтартăвĕ маларахри эрнерин шайĕнчен 3 процент пĕчĕкрех.
Çĕнĕ сахăр завочĕ кирлĕ
Регионта сахăр кăшманне кăларас ĕç малалла пырать. Облаçри ял хуçалăх министерстви кăтартăвĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне пылак тымара 9,2 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ.
Ку вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 45 проценчĕ. Пухса илнĕ пĕтĕм чĕкĕнтĕр 264,4 пин тоннăпа танлашать, вăтам тухăçлăхĕ – гектартан 289 центнер. Çак кăтарту вăтамран ытти çулсенчен 15 процент пысăкрах. Анчах та пысăк тухăç ял хуçалăх ĕçченĕсем умне çĕнĕ çивĕч ыйту килсе тăратнă – Чăнлăри сахăр завочĕ сахăр кăшманне йышăнса ĕлкĕреймест. Çĕнĕ завод кирлĕ.
КанУ кунĕсем пирки
Раççей Федерацийĕн ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хĕллехи каникул кăçал 10 куна, çуркуннехи 9 куна тăсăлĕ.
РФ правительствин «О переносе выходных дней» йышăнăвĕн проекчĕпе Раççей çыннисем Çĕнĕ çулта 10 кун канĕç – 2012 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчен (29-мĕш, шăматкун, ĕç кунĕ пулать) тытăнса 2013 çулхи кăрлачăн 8-мĕшчен.
Çуркуннехи уявсенче (Çуркуннепе Ĕçлев уявĕ тата Çĕнтерӳ кунĕ) кану кунĕсем 9 талăка тăсăлĕç: çу уйăхĕн 1-5 тата 9-12.
 
: 999, Хаçат: 41 (1185), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: