Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Газпром газораспределение Ульяновск» тулли мар яваплă обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕнче 177 çын вăй хурать. Кунти çынсем Карсун, Вешкайма, Сăр тата Чăнлă районĕсенчи газ пăрăхĕсене тата оборудованине пăхса, тĕрĕслесе, юсаса тăраççĕ. Бухгалтерире пилĕк çын ĕçлет, вĕсене Римма Пегова ертсе пырать.
 
Мелекесри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан вăл районти «Сельхозтехника» уйрăмĕнче 20 çул бухгалтерта, пуçлăх çумĕнче ĕçленĕ. 2000 çулта вара хальхи вырăна куçнă.
-Çураласса эпĕ Сахалин посёлокĕнче çуралнă. Унтах 4 класс пĕтернĕ – вăл вăхăтра посёлокра 60-70 килĕччĕ, пуçламăш шкул та пурччĕ. Аттепе анне – Василий Васильевич тата Раиса Александровна – шкулта вĕрентетчĕç. Вăтам пĕлӳ эпĕ Аслă Нагаткинти шкулта илтĕм. Пирĕн çемьере пилĕк ачаччĕ. 1947 çулхи аппа – Тамара 24 çултах чирлесе вилни ĕмĕрлĕхех чĕрере суран хăварчĕ,- каласа парать Римма Васильевна.
Интереслĕ, Римма Васильевнан пĕтĕм çемйи газ хуçалăхĕпе çыхăннă. Ун тетĕшĕ — Вячеслав Васильевич Салюков — 35 çул Çурçĕрте газ кăларнă çĕрте ĕçленĕ, халĕ Мускавра пурăнать. «Газпром» уçă обществăри çутçанталăк газне турттарса куçаракан управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнче вăй хурать. Вăл техника наукисен докторĕ, Раççей Патшалăх Думинчи энергетика енĕпе эксперт.
Ывăлĕ те – Сергей – куккăшĕ патĕнче Мускаврах, вăл «Газпромэнергодиагно стика» управленире пай пуçлăхĕ. Пĕлтĕр вăл Мускаври халăхсем хушшинчи çыхăнусен институтне (МГИМО) пĕтернĕ. Халĕ ют чĕлхесем вĕренет, дипломат пулма хатĕрленет. Ун арăмĕ те — Дария çак управленирех. Римма Васильевнан мăшăрĕ — Пётр Андреевич (вăл Сахалинпа кӳршĕллĕ Солнце посёлокĕнче çуралнă) вара 2005 çултанпа Аслă Нагаткинти филиалта газ пăрăхĕсене тутăхасран электро тата хими мелĕсемпе сыхланă çĕрте слесарьте вăй хурать. Вĕсен хĕрĕ те — Наталья Мускаврах тĕпленнĕ, вăл та газ тытăмĕнче вăй хурать. Урăхла каласан Салюковсем тата Пеговсем – газовиксен династийĕ. Ун пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 70 çултан та иртсе кайнă.
Мĕн вăл сирĕншĕн бухгалтери тесен Римма Васильевна çапла хуравларĕ:
-Шутлама юрататпăр! Чăваш пурне те шута илсе, перекетлĕ пурăнма вĕреннĕ вăл. Эпир те хамăр мĕн ĕçленине веçех шутлатпăр, ăна тишкеретпĕр, малалла мĕнлерех пулмаллине план тăватпăр. Ĕнер мĕн тунине пĕлмесен ыран тухăçлă ĕçлейместĕн, аталанаймастăн.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 917, Хаçат: 41 (1185), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: