Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Николай Някин профессийĕ пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулать, вăл лини обходчикĕ. Чăнлă районĕнче ун пек çынсем пурĕ те виççĕн кăна.
Район çĕрĕ урлă «Холмогоры – Клин» пысăк пусăмлă нефтепровод иртет, пăрăх (труба) диаметрĕ — 122 сантиметр. Вĕсене пăхса тăракансенчен пĕри – Николай Някин. Ун участокĕ Типĕ Пăкăрлăран пуçланать те Солнце посёлокне çитет, пурĕ 18 çухрăм.
- Эрнене ултă хут хам участок тăрăх тухатăп, - тет Николай Анатольевич. – Оборудование тĕрĕслесе ун çинчи пломбăсене кашни пăхмассерен улăштармалла. Çулла шăтса тухакан тĕмсене, ашкăрса каякан мăяна е ытти çумкурăка çулмалла, хĕлле юр тасатмалла. Электролини ĕçленине тĕрĕслемелле. Алăран раци каймасть, ăна каçпа та сӳнтерме юрамасть. Ху мĕн ĕçленине, тĕрĕсленине веçех Пăва районĕнчи Кивĕ Студенец ялĕнче вырнаçнă управление çийĕнчех пĕлтерсе тăмалла, - тет Николай Анатольевич.
Нефть пăрăхне районта 1985 çулта хунă. Н.Някин кунта 1999 çултанпа ĕçлет. Питĕ яваплă вырăн ку. Унăн линийĕнче икĕ вандуз (кашнинче 2 задвижка, 2 пăхмалли пусă, 7 вентиль вырнаçнă). Обходчиксене кашни пилĕк çулта пĕрре Хусана чĕнсе илсе вĕрентеççĕ. Кашни кварталта пĕрре хăрушсăрлăх техникипе экзамен памалла. Пĕри-пĕри отпуска каймалла пулсан вара теприн ĕç калăпăшĕ чылай ӳсет, ку тивĕçсене кӳршĕ лини обходчикĕ пурнăçлать. Мĕншĕн тесен кун пек яваплă вырăна кашни çынна илейместĕн.
 
 
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 928, Хаçат: 41 (1185), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: