Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юлашки çыравпа Раççейре 1 миллион та 440 пин чăваш пурăнать. Эпир хамăр çĕршывра халăхăн йышĕпе пиллĕкмĕш вырăн йышăнатпăр. Пирĕнтен нумайраххисем – вырăссем, тутарсем, украинсемпе пушкăртсем. Çапла йышлă халăх пулсан та чăвашла калаçакансен, тăван чĕлхепе ирĕклĕ çырма тата вулама пĕлекенсен йышĕ сахалланса пырать. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Халĕ калаçу ун пирки мар, мĕншĕн чăваш чăвашла калаçманни пирки пырĕ. Ку ыйтăва пирĕн респондентсем хуравлаççĕ.
 
Ирина, 46 çулта, инженер:
- Эп тахçанах хулара пурăнатăп. Упăшка ман вырăсчĕ. Халь унпа уйрăлнă ĕнтĕ. Ачасемпе ялан вырăсла калаçатăп. Вĕсем чăвашла пĕлмеççĕ, вĕрентме тăрăшмастăп та. Мĕн тума кирлĕ? Хам та ялан вырăсла калаçнипе яла кайсан калаçура чăваш сăмахĕсене шыраса тупаймастăп. Ирĕксĕрех çурри чăвашла, çурри вырăсла пулса тухать. Илемсĕр, паллах, ăнланатăп.
Елена, 30 çулта, рабочи:
-Мĕншĕн калаçмаççĕ? Калаçаççĕ чăвашсем чăвашла. Урамра та, транспортра та час-часах илтетĕп тăван сăмаха. Эпир çемьере чăвашла кăна калаçатпăр. Ĕçре, вырăссем хушшинче вырăсла пуплеме тăрăшатпăр. Вырăсла мĕнле тăрăшса калаçсан та пире, чăвашсене, таçтанах палласа илме пулать: сăнпа та, акцентпа та. Чăвашла калаçма никам та никама та чармасть. Хамăр куштанланса пыратпăр, вырăс пуласшăн.
Игорь, 24 çулта, менеджер:
-Мана атте-анне чăвашла вĕрентмен, çавăнпа ирĕклĕн калаçаймастăп, анчах веçех ăнланатăп. Чăвашла калаçакансене мухтатăп, вĕсем мана паттăр çынсем пек туйăнаççĕ. Анчах таса та илемлĕ, вырăс сăмахне хушмасăр калаçакан чăвашсене пĕр-иккĕ кăна курнă. Хутăштарса пĕтернĕ чĕлхен илемĕ чакать. Таса чăваш чĕлхи кăна илемлĕ.
Иван, 60 çулта, тивĕçлĕ канура:
-Хăравçă, мĕскĕн çынсем кăна чăваш чĕлхинчен тараççĕ. Паттăррисем чăвашла калаçаççĕ. Эп ялан вырăнта ĕçленĕ, ялан пуçлăхсемпе пĕрле. Эп чăваш пулнине пĕлнĕ, никам та кӳрентермен. Хăш чухне чăвашла калаçса кăтарт-ха тетчĕç. Темиçе чĕлхе пĕлни пысăк пуянлăх. Нумайăшĕ карьера тăвассишĕн чăвашла калаçмасть. Кун пек чăваш пуçлăхсене нумай курнă. Вĕсем чăвашла та калаçмаççĕ, акцентран та виличчен хăтăлаймаççĕ.
Светлана, 44 çулта, педагог.
-Тĕрĕссипе, ялта пурăнса та шкулта пĕр-пĕринпе, ачасемпе ытларах вырăсла калаçатпăр. Мероприятисене те вырăсла калаçса ирттеретпĕр. Халь пур çĕрте те вырăсла. Ачасене чăвашла вĕрентессине садикренех тытăнмалла. Унта вара веçех вырăсла. Хăш-пĕр çемьесенче пепкесем чăвашла калаçаççĕ, садик вара вĕсене «тӳрлетет», шкулта «якататпăр». Мĕншĕн чăвашла калаçманнине ăнлантарма хĕн. Чăваш Республикинче лавккара та чăвашла ыйтма пулать, пур çĕрте те тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Кунта чăваш чĕлхипе ăçта кайма пулать?
Акулина, 24 çулта, сутуçă.
-Эп пĕлетĕп чăвашла калаçакансем мĕншĕн сахалланса пынин сăлтавне. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем хăйсен çăкăрне чăваш чĕлхи пулăшнипе çиеççĕ. Анчах хăйсен ачисене çав чĕлхепе калаçтармаççĕ. Пирĕн ялта, тĕслĕхрен, çаплаччĕ. Вĕсем те калаçтармасан ыттисенчен нимĕн кĕтмелли те çук.
Владимир, 50 çулта, усламçă.
-Ман шухăшпа, чăваш чĕлхипе, тăван культурăпа спекуляци тăвакансем нумай. Чăвашлăхра чунне парса ĕçлекен пулмасан чĕлхене те, культурăна та аталантараймастăн. Эп сăнатăп та: нумайăшĕ чĕлхене аталантармалла тесе кăшкăраççĕ, илемлĕ сăмахĕсене пула хăйсем валли ĕç вырăнĕ тăваççĕ, патшалăхран укçа та илеççĕ. Хăйсем вара килĕнче чăвашла калаçмаççĕ.
Алексей, 43 çулта, механик.
-Мĕншĕн калаçмаççĕ чăвашла? Кĕрепле çине пусманнипе. Пĕр-ик хутчен пуссан кашни чăваш чăвашла калаçса каять. Атту депутатсене, пуçлăхсене вăхăтĕнче халăх кирлĕ, анчах ун умне тухсан хăйсем тăван сăмахпа пĕр предложени те калаймаççĕ.
Кун пек малашне те пулсан чĕлхе майĕпен пĕтет.
Пётр, 56 çулта, тивĕçлĕ канура.
-Чăваш Республикинче наци политики пулманнипе тулашри чăвашсем аталанаймаççĕ. Кӳршĕри Тутарстанрах пач урăхла. Тутарла пурне те вĕрентеççĕ, тутарла пурте калаçаççĕ, телевиденийĕ те тĕнчипех кăтартать. Эпир те пĕчĕк йышлă халăх мар. Хамăра хисеплеместпĕр – çав кăна.
 
: 909, Хаçат: 41 (1185), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: