Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Чăвашкасси: мĕнпур ăрури ял çыннисен шăпи çинчен» кĕнеке кун çути курчĕ. Кĕнекен ячех унта мĕн пирки çырнине уçса парать. Вăл ял çыннисен историйĕн хăйнеевĕрлĕ справочникĕ. Авторĕсем виççĕн – Абдюк Сандркин, Василий Селендеев, Мария Селендеева.
Абдюк Измайлович Сандркин – Мария Селендееван ашшĕ – ĕлĕкхи ял çыннисен йăх-тымарне нумай çул хушши çырса пынă. Кĕнеке те Абдюк Сандркин çамрăксене чĕнсе каланинчен тытăнать.
Мария Алексеевнапа Василий Алексеевич Селендеевсем – Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче пурăнакан таврапĕлӳçĕсем. Мăшăр нумай çул хушши шкулта ĕçленĕ. Вĕсем хăйсем те ял историне çырса пынă, тĕпченĕ.
«Печатный двор» типографире 300 экземплярпа пичетленсе тухнă илемлĕ кĕнекере 120 страница. Унта Чăвашкасси ял историйĕпе, ял пуçланса кайнă чухнехи ятсемпе, ял пуçĕ Тархан халăха пехиллесе хăварнă сăмахсемпе, ялти 35 йăхăн тымарĕпе паллашма пулать, вĕсен йăх-тымарĕн йывăçĕсене ӳкернĕ, сăн ӳкерчĕкĕсем пур.
Авторсем ялта пĕтнĕ хушаматсене те, яла килнĕ çĕнĕ хушаматсене те манман. Тĕне кĕмен чăваш ячĕсен списокĕ, ялăн тата ялти урамсен, çырма-çатран, сăртсен, шывсен ячĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартни те вулакансемшĕн интереслĕ пулĕ.
Кĕнекене Чăвашкасси пурнăçĕпе çыхăннă сăн ӳкерчĕксем капăрлатаççĕ, хăйнеевĕрлĕ авалхи чăваш ялĕн историйĕпе тачăрах паллашма пулăшаççĕ.
 
: 898, Хаçат: 41 (1185), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: