Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЛĂПКĂ ОКЕАНРА ÇĔР ĔÇЧЕНĔН СУМНЕ,
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔНЧЕ МОРЯК ЧЫСНЕ ÇУХАТМАН
 
Паян Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра тĕпленсе пурăнакан Владимир Николаевич Утриванов «Влиятельный» тата «Непобедимый» эсминецсем çинче тăватă çул Лăпкă океанра çĕршыв умĕнче арçын тивĕçне пурнăçланă, 50 çул ытла тăван колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тар тăкса Раççей Федерацин «Ĕç ветеранĕ» медале, Хисеп орденне, ВДНХан бронза медальне, «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медальне тата «Вăрçă ачисем» кăкăр паллине тивĕçнĕ. Ентешĕмĕре пурнăç шăпи нумай ачаллă ашшĕ пулма пӳрнĕ.
1939 çулта Финляндипе Совет Союзĕ хушшинче вăрçă пуçлансан Николай Сергеевич Утриванов виçĕ ачипе (Алексей, Владимир, Константин) мăшăрне (Пелагея Никитична) хăварса çĕршыва сыхлама тухса каять. Вăрçăра çĕнтерсе тӳрех теприне – 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçа – çакланать. Виçĕ ача ашшĕ тăван ялне таврăнаймасть – хыпарсăр çухалать. Çапла майпа Владимир Николаевичăн, 1936 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче çуралнăскерĕн, ашшĕ хӳттисĕрех арçын пурнăçĕн тĕнчине кĕме тӳр килет.
Вăл ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухать. Пиллĕкмĕш класа Кивĕ Улхаша çӳрет. 1950 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çĕнĕ Улхашра çĕнĕ шкул уçăлсан 6-7-мĕш классенче кунта вĕренет.
Малалла вĕренме тӳр килмест, амăшне çемьене тăрантарма пулăшмалла. Вăл çанă тавăрсах çуркуннерен тытăнса кĕркунне çĕр шăниччен – прицепщикра вăй хурать, тепĕр çуркуннеччен – колхоз выльăхĕсем валли утă-улăм турттарать. Вунпиллĕкри ачан çитĕннисемпе пĕрлĕ сакăрвунă килоллă тырă миххисене лашапа кĕлете илсе çитерме тӳр килет. Çул çитмен ача çавăн пек хастар ĕçленипе вăл вăхăтра колхоз председателĕнче ĕçленĕ Александр Павлович Узиков та тĕлĕнет. Ăна хавхалантарса тăрать.
1955-1959 çулсенче Владимир Утриванов Лăпкă океан çар флотĕнче – Владивостокра – пулать . Çарпа политика хатĕрлевĕн отличникĕ çав вăхăтра икĕ хутчен отпускра пулма тивĕçет. Ăна ЦК ВЛКСМăн Хисеп хучĕсемпе наградăлаççĕ. Юлашкинчен отпускра пулнă чухне – 1958 çулта – тăватă класс пĕрле пĕтернĕ, мĕн ачаранах савнă Зинаида Николаевна Садиловапа çемье çавăрать.
1959 çулхи юпа уйăхĕнче килне таврăннă çар морякĕ – 1-мĕш статьяллă старшина - тăватă кунранах ĕç авăрне кĕрсе ӳкет: вăрман касать, чĕкĕнтĕр çитĕнтерет. Ферма заведующийĕнче, комплекслă бригадирта çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать. 1981 çулччен ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ те колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса Ĕç ветеранĕн ятне тивĕçет.
Çичĕ ача çуратса çын çине кăлараççĕ Зинаида Николаевнапа Владимир Николаевич Утривановсем. Анатолий, Галина, Валентина, Раиса Ульяновскра ĕçлесе пурăнаççĕ. Николай Аслă Нагаткинри газ участокĕн маçтăрĕ. Валерий ялти шкулта географипе биологи урокĕсене илсе пырать. Владимир Николаевич мăшăрĕ 1997 çулта çут тĕнчерен уйрăлсан кĕçĕн ывăлĕпе, çемье тĕпчĕкĕпе Сергейпа, унăн мăшăрĕпе тата икĕ мăнукĕпе пурăнать. Ачисем ашшĕпе амăшне 18 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнук парнеленĕ.
Ватлăх тенине парăнмасть ентешĕмĕр, тунсăх пуссан е пушă вăхăтра аллине хут купăс тытса шăппăн кăна юрă шăрантарать. Вăл чăваш халăх юррисене нумай пĕлет. Ара, Владимир Николаевич хăй вăхăтĕнче ялти пĕрремĕш каччă – хут купăсçă тата юрăçă – пулнă мар-и?
 
: 1011, Хаçат: 41 (1185), Категори: Нумай ачаллa семье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: