Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вилсе чĕрĕлнĕ хыççăн эсир мĕн тунă пулăттăр? Тăванăрсене чуптунă е Турра кĕлтунă пулăттăр?
Утмăл тăваттăри акăлчан хĕрарăмĕ, 25 минут клиника вилĕмĕнче пулнă хыççăн тăванĕсене çӳçне васкаса касса илнĕшĕн вăрçма тытăннă.
Джин МакДоналд миссиса Эссекс графствинчи Чельмсфорд хулинчи пульницана çу (май) уйăхĕн 15-мĕшĕнче вили-вилми илсе пыраççĕ. Тухтăрсем питĕ хăрушă диагноз палăртаççĕ: чĕре тĕртĕмĕн инфаркчĕ. Пуç мимине те çителĕклĕ таран юнпа кислорад пымасть. Лару-тăру - 5 балпа 4,5 çеç. Тухтăрсем тăванĕсене вилĕмрен çăлса хăварма май çук тесе пĕлтереççĕ.
Сасартăк чĕри те тапма чарăнать. Хĕрарăм мăшăрĕ Дейв МакДоналд çав вăхăтри хуйхипе паллаштарать: «Нимĕнпе те пулăшайманнишĕн сывлайми пултăм. Мăшăрăм куç умĕнчех çут тĕнчерен уйрăлать вĕт-ха. Тухтăрсем темĕн те туса пăхрĕç, юлашкинчен вĕсем те вилĕме парăнчĕç…»
Çемье çыннисем йăла-йĕркипе вилнĕскерĕн çӳçне касса илеççĕ. Ĕненмелле мар (!), çирĕм пилĕк минутран вăл куçне уçать те ытла васкаса çӳçне касса илнĕшĕн тăванĕсене вăрçма тытăнать! Тухтăрсем тĕлĕннипе нимĕн кала пĕлмеççĕ.
Вĕсем чĕрĕлнĕ хĕрарăма малтанхинчен вăйлăрах çут тĕнчере пурăнтарассишĕн тар тăкма тытăнаççĕ. Çĕнтереççех! Джин МакДоналд халĕ калаçать, çиет, утса çӳрет, хăй тĕллĕнех çăвăнать…
«Эпĕ тĕне ĕненекен çын мар. Анчах çак пулăм Турăпа çыхăннах тесе шутлатăп», - тет МакДоналд мистер.
(«Раççей хаçачĕ», 2011 çул, 140№.)
 
: 814, Хаçат: 35 (1127), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: