Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тереньга районĕнчи Подкуровка ял çыннисем пушă вăхăтне усăллă ирттерес ĕçе йĕркелесе пыраççĕ, юрлама та, ташлама та пултараççĕ. Вĕсене ку ĕçре пулăшаканĕ Подкуровкăри Культурăпа кану центрĕн директорĕ Любовь Маврина.
— Любовь Николаевна, куратăп-ха ялти культурăна чаплă керменте аталантаратăр, концерт залĕ, пысăк сцена, фойе, библиотека пур. Мĕн тери чечек ӳстеретĕр. Кунта шалалла ура ярса пуссанах кăмăл-туйăм çĕкленнине туятăн, юрлас-ташлас килет, – терĕм. – Мĕнрен килет çакă?
— Подкуровкăпа Скугареевка (вĕсем юнашарах вырнаçнă) ялĕсене хăй вăхăтĕнче пултаруллă чăвашсем куçса килнĕ. Ĕçлеме юратакансене ĕлĕк совхоз тӳрех хваттер панă. Чăвашсем фермăра ĕçленĕ, каç кӳлĕм клуба репетицисене чупнă. Питĕ пуян «Скугареевский» совхоза пултаруллă пуçлăх Ш.А.Закиров ертсе пынă. Вăл пурне те юрлаттарнă: ĕçре те, килте те, клубра та. Сабантуй-Акатуй уявĕсен вырăнти пуçаруçи пулнă. Хăй те юрлама юратнă. Уявсем Ташёлка юхан шывĕ леш енче вăрман хĕрринче иртетчĕç. Вăхăчĕ аванччĕ. Паян та эпир çак ырă йăлана сыхласа пӳрăнатпăр. Кунти халăх юрра-ташша ăста. Килĕрен кай – кашни чăваш хĕрарăмĕн арчинче пуян çӳпçе (тĕрленĕ япаласен пуххи) тирпейлĕн упранать. Чăваш кĕпи-саппунĕ, хушпăвĕ-тухйи куçа йăмăхтарать. Культура керменĕнче чăваш фольклор ушкăнне йĕркелес кăмăл пур. Хĕрарăмсемпе, хĕрсемпе калаçса пăхрăмăр та – пурте пĕр саслă пултăмăр. Камăн çи-пуçĕ çук – пĕр ал ăстине хушпу, масмак çĕлеме саккас парасшăн. Вăл хирĕç мар. Ялта пĕр ватă купăсçă Александр Васильевич Железняков пур. Унпа та калаçса пăхăпăр. Тереньгара пурăнакан культура ĕçченĕ Николай Кариков та пире пулăшма шантарчĕ.
Мĕн халиччен йĕркелемен тейĕ вулакан. Любовь Маврина клуб заведующийĕнче пĕр çул çеç ĕçлет-ха. Унчченхисем вырăссем пулнă. Любовь Николаевна чунĕпе те, чĕрипе те чăваш.
— Подкуровкăри ял тăрăхне пурĕ 9 ял (Коровинка, Лысогорское, Скугареевка, Салтак Ташли тата ыттисем) кĕрет,-терĕ Любовь Николаевна.-Тăрăх ĕçне ун пуçлăхĕ Александр Лемесев ертсе пырать. Эпир администраторсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Мероприятисем валли пире вĕсем укçа уйăраççĕ.
Любовь Маврина культурăна ахаль пырса кĕнĕ çын мар, вăл 18 çул шкулта ĕçленĕ, пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. Çинкĕлти педагогика училищине пĕтернĕ чăваш пикине Тереньга районĕнчи Елшанка шкулне ĕçлеме янă. Унта вăл хăйĕн юратăвне тупнă. Хĕрпе ывăл çуратнă. 2008 çулта Подкуровкăна куçса килнĕ.Вăтам шкул коллективĕ Любовь Николаевнăна хапăл пулать. Клуб ертӳçи пулса пăхма сĕнсен – сăмахсăрах килĕшет.
— Мана çак ĕç тахçантанпах килĕшет, - терĕ илĕртӳллĕ хĕрарăм. - Чăваш юррине ытарайманран пуль вăл. Аттепе аннен эпир виçĕ хĕр ӳснĕ: Вера, Надежда, Любовь. Виçсĕмĕр те юрлама-ташлама ăста. Тереньга районне Шупашкар артисчĕсем те тăтăш килеççĕ. Хамăр сцена çинче Алексей Московский, Валентина Кузнецова, Сергей Павлов пĕрре мар юрланă. Татах чĕнес шухăш пур. Фольклор ушкăнне йĕркелесен клуб сцени çинче чаплă концерт лартасшăн. Сире пурне те йыхрав ярăпăр.
 
: 925, Хаçат: 41 (1185), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: