Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Эс – мана, эп – сана» ятпа тухрĕ хаçатăн 37-мĕш номерĕнче «Шухăшлаттаракан ыйту» рубрикăпа Аксупи материалĕ. Мана вăл чăнахах та тĕлĕнтерчĕ, автор васкасарах, тарăн шухăшламасăр çырнăн, предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс мар йĕркеленĕн туйăнчĕ.
«Эс – мана, эп – сана» каларăшăн пĕлтерĕшĕ мана та пырса çапма пултарнине пĕлсе тăрсах хамăн шухăшăмсене вулакансемпе паллаштарас терĕм.
Аксупи çырнă чылай чăваш предложени тытăмне, хам шухăшпа, улăштарнă пулăттăм. Ун пек ăнланмалларах пулса тухнă пулĕччĕ. Эпĕ, чăвашсем пурăнакан пĕчĕк ялта çуралса ӳснĕскер, кӳршĕ ялти вăтам шкула пĕтертĕм. Тăватă класс таран ялти пуçламăш шкулта шав тăван чĕлхепе вĕрентрĕ пире Мария Васильевна. Виççĕмĕш класра чух (1963 ç.) вăл пире тăхтав вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе вырăсла калаçма хушатчĕ. Эпир мĕнле майпа ют чĕлхепе калаçма пултарнине вăл те шута илмен, те ăна «çӳлтен» çапла хушнă. Халь пĕлсе те пĕтерме çук. Сакăр класс хыççăн эпир тăван чĕлхепе экзамен патăмăр. Тăххăрмĕш класра факультатив майĕпе вĕренткеленĕ пек турĕç те – пăрахрĕç. Çав вăхăтрах пире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕç. Пĕр енчен илсен грамматикăна эпир аван пĕлмелле пек, тепĕр енчен — чăваш чĕлхи урокĕнче пире терминсен пĕлтерĕшне кирлĕ пек ăнлантарманнипе тата предложени пайĕсене йĕркеллĕ вĕрентменнипе эпир нумайăшне пĕлмесĕрех юлнă, правилăсене пăхмасăр вĕреннипех çырлахма тивнĕ. Çавăнпа грамматикăна тепĕр хут пăхса тухма май пулсан тем пек савăннă пулăттăм. Тен, «Канаш» хаçатах малашне пулăшĕ-ха тесе хама хам йăпатса пурăнатăп.
Кама кумпа кумана ярасси чăвашшăн ĕлĕкренех пайталлă тивĕçĕ пулнă. Хамăр ялти ватăрах çынсене илер-ха: пуянтарах пурăнаканни хăй пеккине шыранă. Ыттисем те пурнăçра çăмăлтарах пултăр тесе ялти хисеплĕ, сумлă çынпа чиркӳ урлă тăванлашма тăрăшнă. Кунта нимĕн те тĕлĕнмелли çук. Хамăр историе кăна авантарах пĕлмелле!
Тăваттăмĕш абзацра «…сцена çинче еплерех кăна спектакль лартмаççĕ…» сыпăкра спектакль сăмаха кавычкăна илмелле. Пуçлăхсем те кашнинчех ĕçлекенсене хаклă парне пама пултараймаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, премисемпе наградăсене, чыслă ятсене кама панине эпир ăнланмастпăр мар. Ахаль халăха хут татки те юрать. Анчах та çакăн пек вăхăтра чăн-чăн ĕçченсем пуçлăхсене юраттарас тесе лĕх-лĕх кулса тăнине те ĕненес килмест.
Вулавăша чăваш кĕнекисене парнелес пирки тата пĕр-икĕ сăмах. "Вулавăш юбилейне килсе – кĕнеке парнелемесĕр епле-ха?" - тарăхса тĕлĕнет автор. Çак пулăма пурнăçра тĕл пулакан пăтăрмахсемпе усă курса уçса парам-ха. Эпĕ аллă икĕ çул каялла пĕрремĕш класа кайрăм. Пуçламăш шкулта хам вĕреннĕ кĕнекесене тем пек алла тытса киленĕттĕм! Çук! Хальхи кунччен вĕсене тупаймарăм-ха. Тĕрлĕ хаçатсенче пĕлтерӳ пани те, хамăр районти вĕрентекенсемпе калаçни те, Теччĕри педагогика училищинче пулни те, архивсемпе музейсенче ларни те хальлĕхе пулăшаймарĕ-ха. Шкул музейĕнче кĕнекесем те, парттăпа ручкăсем те, пеналсемпе ĕлĕкхи шкул форми те сыхланса юлман. Кĕнекесене пионер организацийĕ пур вăхăтрах макулатурăна парса пĕтернĕ. Библиотекăсенче ĕçлекенсем каланă тăрăх, кашни пилĕк çулта вĕсен кивĕ кĕнекесене кăларса пăрахма тивет. Шутран кăларма вулав çурчĕсене «çӳлтен» план параççĕ. Ман килте чăваш кĕнекисем пайтах. Шупашкарта туяннă вĕрентӳ хатĕрĕсем те пур. Анчах та халь вĕсене вулавăшсене парнелесен тепĕр пилĕк çултан "списать" тăваççĕ. Çакă тытса тăрать те. Çав пуçлăхсем те çаплах шухăшланă пуль.
 
 
Редакцирен. Хисеплĕ Николай Дмитриевич, облаçри чăваш хаçатĕнче сирĕн тĕрленчĕкĕрсене те, çивĕч ыйтусем çутатакан хайлавăрсене те, историлле материалăрсене те хаваспах пичетлетпĕр. «Канашăн» штатра тăман корреспонденчĕсем, пирĕн туссем хушшинче Сирĕн пек хастар та анлă тавракурăмлă, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă таврапĕлӳçĕ пулнишĕн чунтан савăнатпăр. Предложени тытăмне йĕркелесси кунта авторсен шухăш хăватĕнчен, чăваш синтаксисĕн правилисенчен нумай килет. Синтаксис вăл — предложенисен тата сăмах майлашăвĕсен тытăмĕ. Журналистсем вĕсене пăхăнса, çак чикĕрен тухмасăр çырма тăрăшаççĕ те. Пĕр предложенири сăмахсенех темиçе тĕрлĕ çавăрса каласан та, ятылмашĕпе (местоимени) япала ятĕнчен (имя существительное) тăракан сăмах майлашăвне япала ячĕ çумне 1,2,3-мĕш сăпатри аффикс хушса улăштарсан та шухăшĕ пĕрех юлать. (Тĕслĕхрен, "манăн кĕнекене" сăмах майлашăвне "кĕнекем" сăмахпа ылмаштарни шухăшне улăштармасть.) Ку автор ирĕкĕ. Статьяри предложенисем пирки иккĕленме кирлĕ мар. Статьян тĕп шухăшĕ, пĕтĕмĕшле шăнăрĕ пирки Эсир каланă сăмахсемпе килĕшмех тивет.
Сиртен тата çырусем кĕтетпĕр.
 
: 1029, Хаçат: 41 (1185), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: