Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иван Васильевич Дмитриев-Эльмек чăваш ӳнерĕнчи чи паллă ятсенчен пĕри пулнине унăн тĕнчипе саланса пĕтнĕ ӳкерчĕксен географийĕ çирĕплетет: Раççейри вун-вун хула – Мускав (чи малтанах Третьяковкăна асăнмалла), Ярославль, Рязань, Тула, Переславль, Мурманск, Обнинск, ют çĕршывсем – Германи, Франци, Серби, Израиль, Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем…
Пĕлменни тата мĕн чухлĕ-ши? Мĕншĕн тесен ӳнерçĕн чылай ĕçĕ музейсемпе патшалăх коллекцийĕсенче мар, уйрăм çынсен управĕсенче вырăн тупнă. Çавăнпа та ун ятне чăваш ӳнер ăсталăхĕн сăпки умĕнче тăнă Н.Сверчков, М. Спиридонов, Ю.Зайцев, А. Кокель ячĕсемпе тан лартаççĕ. Ăсталăхĕпе тан, анчах пурнăçне Иван Васильевич пит тертлĕ пурăнса ирттернĕ, ăна пурăннă чухне нимле чыс-хисеп (орден-медаль-звани- ят) парса уйăрман, çавăнпах выçăллă-тутăллă пурăннă.
Иван Васильевичăн ашшĕпе амăшĕ Чăваш Енри Лаш Таяпаран. Ашшĕне – Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Василий Дмитриевич Дмитриева – Иван Яковлевич Яковлев хальхи Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаша ачасене вĕрентме кайма сĕнет. Кунтах вĕсен аслă ывăлĕсем – Петĕрпе Иван – çуралаççĕ. 1905 çулта Дмитриевсен çемйи хальхи Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак ялне куçать, Василий Дмитриевич кунта пачăшкăра ĕçлеме пуçлать.
Дмитриевсем Иван Яковлевич Яковлевпа, унăн çемйипе питĕ туслă тăнă. Патриархăмăр вĕсем патĕнче пĕрре мар пулнă. Кайран ачисем те туслăха татман, Иван Васильевич Эльмек Алексей Иванович Яковлевпа, Мускаври университетри истори профессорĕпе, çыхăну тытнă, вĕсем пĕр-пĕрин патне кайса çӳренĕ.
 
: 809, Хаçат: 41 (1185), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: