Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Николай Казаков таврапĕлӳçĕпе эпир Калмаюр ялне çитсе куртăмăр. Хамăрпа паллаштарса мĕнле сăлтавпа килнине ăнлантарсан пире хапăл тусах шкула чĕнсе кĕртрĕç.
Шкул çурчĕ пысăк, ăна Совет влаçĕ вăхăтĕнчех тунă. Шкула çак ялтах çуралнă, политикăпа ытти ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунă Дамир Исмагилович Шарипов ятне панă. Ĕлĕкхи шкул Чăваш Калмаюрăн çĕрĕ çинче вырнаçнă пулнă, хальхи вара – тутарсем пурăнакан енче. Те çавăнпа, шкулта пĕр чăваш çынни анчах ĕçлет – Галина Пантелеймоновна Абдулкина – физика предметне вĕрентет. Чăваш ачисем сахаллипе чĕлхемĕре вĕрентмеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕрентесшĕнех мар, - терĕ завуч. Тутарсем пайтах пулсан та тутар чĕлхине факультатив мелĕпе кăна вĕрентеççĕ. Глобализаци текен пулăм кашни ялтах хуçаланма тытăнчĕ тесен те йăнăш мар.
Шкулта халĕ 130 ача вĕренет. Шкул директорĕ – Наиля Исмагиловна Ахметова.
Музей ертӳçин, Гильсияр Ибрагимовна Каримован, паян канмалли кун пулсан та ăна телефонпа шăнкăравласа ыйтсан вăл çур сехетренех килсе пире музейри экспонатсемпе хавхалануллăн паллаштарма тытăнчĕ. Каласа хăвармалла: кун пек пуян музей район центрĕсенче те кашнинчех мар. Икĕ пысăк пӳлĕмре мĕн кăна çук! Сулахай енче – тутарпа чăвашăн авалхи тумĕ. Пĕр арçын кĕпи 1910 çулхиех. Унтах паллă çынсен портречĕсемпе вĕсен биографийĕсем. Çак музея никĕслекен Александр Дмитриевич Соколов çинчен калакан пысăк стенд та пур. И.Я. Яковлевăн кун-çулне уçса паракан кĕтес сумлă вырăн йышăнать. «Ачасем вăл камне, унăн тивĕçлĕ ĕçĕсене пĕлсе ӳсчĕр»,- терĕ каласа паракан.
Тухтăр йăхĕн стенчĕ çинче те Соколовсем. Паллă спортсменсем, артистсем, сăвăçсемпе çыравçăсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пани пур. Вĕсен хушшинче чăвашсем пайтах пулни тата хытă савăнтарать.
Музейра ял тата колхоз историйĕ пысăк вырăн йышăнать. Калмаюр ялĕ 1697 çулта никĕсленнĕ тесе шутлаççĕ хальхи таврапĕлӳçĕсем. Кунта мишерпе чăваш мĕн авалтан пурăнать. А.Д. Соколовпа ял историне тĕпчеме пынă В.Е. Симаков версийĕсемпе вĕсем килĕшмеççĕ. Тĕслĕхрен, А.Д. Соколов ял 1676 çулта пуçланнă тесе çырать. Çĕнĕ даннăйсем тăрăх, вăл 1697 çулта никĕсленнĕ. Килĕшменлĕхĕ кунта «утиялне» кашни хăй çине сĕтĕрнинче те пулма пултарать. Çавăнпа та Соколовăн темĕн чухлĕ ал çырăвĕ сĕтел çинчех выртать. Николай Казаков музей ертӳçинчен çаксене пăхса тухма тесе вăхăтлăха парса яма ыйтсан вăл хирĕçлемерĕ, пĕр шикленмесĕрех пачĕ. Пĕрремĕш империализмпа граждан, финпа Аслă вăрçă, Афганистанпа Чечняри хĕрӳ вырăнсенче çапăçнă паттăрсем çинчен тĕплĕн кăтартса панă кунта. Вĕсене çар докуменчĕсемпе, наградăсемпе, фронтран килнĕ салтак çырăвĕсемпе, юлашки çулсенче вăрçă хирсенчен илсе килнĕ экспонатсемпе çирĕплетнĕ.
Килти, ял хуçалăх ĕç хатĕрĕсем нумай, вĕсенче пирĕн атте-анне усă курнисем пайтах.
Мана шарманка евĕр, тыткине алăпа çавăрса çу уçлакан хатĕр ытларах тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ хальччен йывăçран килте ăсталанă аппарат курманччĕ-ха. Пирĕн ялта уйран çӳпçипе уçлатчĕç услам çăва.
Музей вырăнти кайăк-кĕшĕк, тискер чĕр чунсен типĕтнĕ кӳлеписемпе пуян. Вĕсене чăваш сунарçи хатĕрленĕ. Шел, хăшĕсем ĕлĕкрех начар условисенче усранипе пăсăла пуçланă. Хальхи вăхăтра музее ялти мечет укçа-тенкĕпе пулăшса тăрать. Музей ĕçченĕ ун пирки темиçе хут та ырăпа асăнса хăварчĕ. Çакăн пек ĕçре усламçăсем пулăшманни халь никама та тĕлĕнтермест иккен.
Мана шкул музейĕнче шкулта вĕренмелли хатĕрсем, кĕнеке-тетрадь çукки те тĕлĕнтермерĕ. Вăл пĕтĕм çĕрте çавах.
Музейпа, шкулпа сывпуллашнă хыççăн эпир ĕлĕкхи масар çине çул тытрăмăр. Унта пире шкулта истори предметне вĕрентекен Искандер Фетдинович Фарутдинов çул кăтартса пычĕ, хăй ялпа çыхăннă тĕрлĕ истори каласа пачĕ. Вил тăприсем çинче темиçе тĕрлĕ чул куртăмăр, ӳкерсе илтĕм. Тутарстанри Теччĕ районĕн çурçĕр енчи Малые Атрясси тутар ял çывăхĕнче ĕлĕкхи масар çинчи пекех, йăваннă чул куртăмăр. Тутарсем масар çине темшĕн çӳреме юратмаççĕ, çавăнпа та Искандер Фетдинович пирĕнпе нумаях çӳремерĕ, картаран тухма васкарĕ. Пире вăл вил тăпри çинчи çĕрнĕ юпана, ишĕлсе анса тĕпреннĕ чула майласа лартма е çĕннипе улăштарма юрамасть тесе хăварчĕ. Вăл шутланă тăрăх, çак чулсене Хабаровск крайĕнчен е Монголипе Китай çĕрĕсенчен илсе килсе лартнă. Унта вĕсем Китай иероглифĕсене курнă, çавăнпа çавăнти чулсем тесе шутланă. Анчах та эпир Казаковпа унта руна çырăвĕ иккенне пĕлтĕмĕр. Пĕр чулĕ 150 см çӳллĕш, сарлакăшĕ – 70 см, хулăнăшĕ – 15 см, тăрри икĕ енлĕ. Çӳлте – 35 см сарлакăш çаврака варринче – 10 см сарлакăш пĕчĕк çаврашка, унран тытăнса пысăк çаврашкана çитиччен çичĕ чечек çеçки пур. Кун пек палла хĕрарăм вил тăпри чулĕ çине çеç лартнă иккен. Аяла (арçынсенни пекех) араб чĕлхипе çырса хунă. Чулăн малти енне – хĕрринчен 10 см чакса – йĕр шăйăрса тухнă. Питĕ пĕлес килет çак чулсен историне, унта мĕн çырнине. Мĕншĕн тесен Теччĕ районĕнчи чулсем çинче араб чĕлхипе çырса хуни чăвашла янăрать. Тен, Шупашкартан специалистсем килсе тĕлне-йĕрне тупĕç… Вăхăт ниме те шеллемест, хăйĕн хура ĕçне майĕпен тăвать. Çавăнпа тĕпчевçĕсен те вăхăта сая ямасăр çак вырăна васкамалла.
 
: 804, Хаçат: 41 (1185), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: