Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ пĕр-пĕрне юратакан, хисеплекен çемьере пурăннипе телейлĕ. Çемьери чи сумлă çыннăмăр – асанне, вăл сакăрвуннăран иртнĕ ĕнтĕ. Эпир унран ырă, тĕрĕс пулма, ытти çынсен пурнăçне ăнланма, йывăр самантсенче пĕр-пĕрне пулăшма, кӳрентерсен каçарма вĕренетпĕр.
Пирĕн çемьере чи пĕлтерĕшлĕ уявсем – православи тĕнĕпе çыхăннисем. Эпир вĕсене тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илетпĕр. Уйрăмах Раштав, Кĕшерни, Çăварни, Мункун, Троица, Питрав праçникĕсем пĕлтерĕшлĕ.
Раштавра, Кивĕ çĕнĕ çулта юмăç пăхатпăр, йăлана кĕнĕ вăйăсемпе савăнатпăр. Аттепе анне те пирĕнпе пĕрле савăнаççĕ. Кĕшернире вара пирĕн пата хăнасем нумай пуçтарăнаççĕ.
Эпир çăлкуçпа юнашар пурăнатпăр. Кĕшерни умĕн ăна тасатаççĕ, шыва кĕмелли вырăна юсаççĕ, ун патне пыма çул тăваççĕ. Кăçал хăпармалли вырăна тракторпа тасатрĕç. Çур çĕр çитеспе Игорь атте килсе çитрĕ. Пирĕн шкулта вăл час-часах пулать. Унпа пĕрле юрăçсен ушкăнĕ çӳрет. Вăл кĕлĕ вуларĕ, шыва тасатрĕ. Çветтуй шыва çынсем савăтсене тултараççĕ. Ăна тепĕр праçникчен килĕсенче усраççĕ. Вăл пăсăлмасть. Ăна ĕçеççĕ, унпа кил таврашне, хуралтăсене сирпĕтеççĕ. Асанне каланă тăрăх, сăваплă шывпа пăруламалли ĕнене те сапаççĕ. Çуркунне выльăхсене пĕрремĕш хут кĕтĕве ăсатнă чухне те çак шывпа пĕрĕхеççĕ.
Пурте шывпа тивĕçсе çитсен шыва кĕме тытăнаççĕ. Шыва кĕни çылăхсене каçарттарма, чуна тасатма, чирсене сирсе яма пулăшать иккен.
Пирĕн çăл патне кӳршĕ ялсенчен те, хуларан та çӳреççĕ. Ун тавра таса.
Тĕлĕнмелле, шыва кĕнĕ хыççăн никам та чирлемест.
Çулла та çăлкуçа тасатсах тăратпăр. Белов асатте ун тавра хăмла çырли лартнăччĕ. Халĕ çынсем çырлине те пуçтараççĕ.
Кĕшерни каç сăрт тăрринче тата çăл патĕнче асаннесем чиркӳ юррисене юрланине илтесчĕ сирĕн – чуна пырса тивет.
Эпир çĕнĕлле пурăнма вĕренсе пыратпăр: час-часах чиркĕве çӳретпĕр, Турăпа канашлатпăр, çылăхсене каçарттаратпăр…
Кăçал Аксаков çыравçă юбилейĕнче тĕн çинчен çырнă сăвăсем вуларăмăр. Пире тăнлăн итлесе ларчĕç. Хăш-пĕрин куçĕ те шывланчĕ. Апла пулсан эпир пĕр-пĕрне ăнланма вĕренетпĕр, Раççей çĕнелсе пырать.
Шкулта та Раштав вулавĕсем иртрĕç.
Хисеплĕ ачасем, атьăр-ха Туррăн ăс парса каланă вунă халалне ăша илсе пурăнар! Ун чухне пĕр-пĕринпе туслашма çăмăлтарах пулĕ. Атте-анне наркотик, эрех-сăра ĕçнĕшĕн кӳренсе куççуль тăкмĕ. Чир-чĕр сахалланса пырĕ. Веçех хамăртан килет вĕт.
Пире çакă савăнтарать: Чӳрекел çыннисем нумай çул пурăнаççĕ. Пирĕн ял хĕрарăмĕсем ĕçмеççĕ те, туртмаççĕ те.
 
 
Майна районĕ,
Чӳрекел.
 
: 780, Хаçат: 41 (1185), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: