Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ӲЛМЕКРИ СОЛЯНКА
500 г ĕне ашĕ, 100-шер г кăлпасси тата тĕтĕмленĕ аш-какай, 3-4 маринадланă хăяр, 15-20 маслина, 1 кашăк томат пасти е аджика, 1 лимон, тăвар, хăйма кирлĕ.
Ĕне ашĕнчен шӳрпе пĕçермелле. Пиçнĕ аша кăларса илмелле те турамалла. Кăлпассине, тĕтĕмленĕ аш-какая та турамалла. Сухана вĕтетсе тип çу çинче темиçе минут ăшаламалла, унтан туранă хăяр хушмалла. 10 минутран томат пасти е аджика хушмалла. Чӳлмексене туранă аш-какай, ăшаланă суханпа хăяр, çу çырли (маслина) хурса тухмалла, çиелтен шӳрпе ямалла та 15-20 минута кăмакана лартмалла. Çиес умĕн чӳлмексене çӳхе лимон касăкĕ тата хăйма хушмалла.
УЛМА-ÇЫРЛА САЛАЧĔ
400 г дыня, 300 г иçĕм, 100 г кăлпасси евĕр тĕтĕмленĕ сыр, 5 салат çулçи, 1 пуç хĕрлĕ сухан, çур стакан аçтăрхан мăйăрĕн тĕшши, базилик, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, 1 чей кашăкĕ горчица, 2,5 кашăк олива çăвĕ кирлĕ.
Мăйăра ăшаласа илмелле те сивĕнсен турамалла. Дыньăн çемçе пайне пĕчĕк тăваткалсем туса турамалла. Иçĕме лайăх çумалла, таса ал шăллипе типĕтсе çырласене çурмаран касмалла. Хĕрлĕ сухана çӳхе çурма ункăсем туса турамалла. Кăлпасси евĕрлĕ тĕтĕмленĕ сыра турамалла. Асăннă çимĕçсене пĕрлештермелле. Турилккесем çине салат çулçисем хумалла, вĕсем çине – улма-çырла салачĕ. Çиелтен мăйăр сапмалла, базиликпа илемлетмелле, заправка (олива çăвне, лимон сĕткенне тата горчицăна пĕрлештермелле) хушмалла.
 
: 644, Хаçат: 42 (1186), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: